Контент патне куҫ

Сарăту облаçĕнчи чăваш ялĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Раççей Банкĕ кăларнă 10 тенкĕ номиналлă асăну укçи (2014). Реверс

Саратов облаçĕнчи чăваш ялĕсем — Раççей Федерацийĕнче хальхи Саратов облаçĕн территорийĕнче вырнаçнă чăваш ялĕсем. Вĕсен шучĕ пĕр теçетке таран пуçтарăнма пултарать (анчах унтан ытла мар). Облаçăн çурçĕр енчи районĕсенче вырнаçнă. Хăшперисенче нацилĕх енчен хутăш халăх пурăнать.

Сарăту облаçĕнчи чăваш ялĕсене асăнса тухни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Шурту (выр. Белая Гора) — Пасарлă Карапулак районĕ
  2. Калманттай (выр. Калмантай) — Вольски районĕ
  3. Касанла (выр. Казанла) — Пасарлă Карапулак районĕ
  4. Ĕшнеуй (выр. Шняево) — Пасарлă Карапулак районĕ
  5. Çĕньял (выр. Ерёмкино) — Хвалынски районĕ
  6. Ăвăс (выр. Абдулловка) — Пасарлă Карапулак районĕ

Çакăнта асăннă Çĕньял XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче урăх ялтан (выр. Старая Лебежайка) куçса ларнă. Лери чăвашсем çавăн пекех Чăваш Çирĕклĕ ялне те (выр. Новая Лебежайка) куçса кайнă. Çапла вара хайхи ялта паянхи куна чăвашсем юлман та пулас. Анчах та малтан пулнă вĕт! Эппин çав ялăн, вырăсла "Старая Лебежайка" текенскерĕн, чăвашла ячĕ те пулнах ĕнтĕ. Ку ята халлĕхе тупса палăртайман-ха.

Çĕньялпа пĕрлех "Туналейка" текен ял та никĕсленнĕ. Вăл 1968-мĕш çулччен тытăнса тăнă[1]. Çав ялăн урăхла чăвашла ячĕ пулнă-ши е пулман-ши — ку каллех паллă мар.

Коллективизаци тапхăрĕнчех Касанларан Борьба ял уйрăлса тухнă, 7 çурăмра вырнаçнă[2]. Унран паянхи куна мĕн те пулсан юлнă-ши, юлман-ши, — ку паллă мар.

Хвалынскири таврапĕлÿ музейĕн ăслав ĕçлевçи Л.Е. Сетежева çапла çырать[1]:

<Куçару: Сарăту таврашне чăвашсем XVII ĕмĕр вĕçĕнче – XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче килнĕ те, тĕпрен илсен çурçĕрти уессенче вырнаçнă: Кузнецки, Петровски, Вольски, Хвалынски. Ĕлĕкренпех хăйсенчен чылай йышлăрах халăхсемпе хутшăнни вĕсене хăйъевĕрлехсене сыхласа хăварма чăрмантарман.>

Чĕлхе тата ытти уйрăмлăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Л.Е. Сетежева каланинех тăнлатпăр[1]:

Ытти хăйьевĕрлĕхсем пирки вăлах[1]:

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăсăклă фактсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Матвеев Г.Б. Чуваши саратовские. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  • Акимова Т.М. Эволюция женского костюма у саратовских чуваш // Труды Нижневолжского областного научного общества краеведения. Саратов, 1928. Вып. 35. Ч. 5.
  • СИМБИРСКО-САРАТОВСКИЕ ЧУВАШИ 2021 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. / Монографическое исследование / Под общей редакцией проф. М.Г.Кондратьева. — Чебоксары: Чу­вашский государственный институт гуманитарных наук, 2004. — 274 с., илл. — (Чуваши в современном мире. История и культура).
  • Иванов В. П., «Этническая география чувашского народа», Чебоксары, 2003, ISBN 5-7670-1404-3.
  • Юрату, А. Килти яшка тутлă-ши е аякри тăванăн-ши? : [чăваш делегацийĕ Саратов облаçĕнче пурăнакан чăвашсем патĕнче хăнара пулнă хыççăн çуралнă шухăшсем] / А. Юрату // Чăваш хĕрарăмĕ, 2005. — 30 çĕртме-9 утă (№ 25-26). — С. 2.
  • Филиппова, Л. Саратовсем чăваш лавкки уçасшăн : [Чăваш Республикипе Саратов хушшинчи культурăпа экономика çыхăнăвĕсем çинчен] / Л. Филиппова // Хыпар. — 1999.- 23 ака.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2, 3 тата 4 Сетежева Л.Е.Чуваши - кто они? 2017 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. — 13 ноябрь 2014, Хвалынскири "Звезда" хаçат.
  2. ^ Краткая история села Казанла Б-Карабулакского района Саратовской области.
  3. ^ Заломнов, Пётр. Мария Мурзакова. 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Некезова, Кристина. Творчество земляков. — "Вестник района" сайчĕ. 15.04.2017.