Сиктĕрме-Хусанкай
Ял
Сиктĕрме-Хусанкай
Сиктĕрме-Хусанкай
|
Сиктĕрме-Хусанкай (тут. Сиктерме-Хузангай, выр. Сиктерме-Хузангаево) — Тутарстанăн Элкел районĕнчи ял. Чăвашсем пурăнаççĕ. Петĕр Хусанкай поэт çуралса ÿснĕ ял пулнипе паллă. 1981-мĕш çулччен яла Сиктĕрме тенĕ, 1981-2004-мĕш сулсенче — Хусанкай, 2004-мĕш сул хыççăн — Сиктĕрме-Хусанкай.
Тавралăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ĕнчĕ шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Уй-хирлĕ, хура тăпраллă вырăн, вăрмансем питех çук. Район центрĕ, Пасарлă Матак, ялтан 16 километрта, çурçĕререх, ларать.
Ял тытăмĕ, йышĕ. Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялти урамсен вырăсла ячĕсем: Магазинная улица, Клубная улица, Верхняя улица, Нижняя улица, Школьная улица, Молодежная улица, Майская улица. Чăвашла ятсем паллă мар.
2002-мĕш çулта ялта 250 çын пураннă, вĕсенчен 77% — чăвашсем.
Культура çурчĕ, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул, аптека, пульницца, лавкка, Сăвапла Микулай Туррăн чиркĕвĕ, Петĕр Хусанкай музейĕ пур.
И.И.Казанков инвестор пулăшнипе (2004-мĕш çултанпа 1 миллиард тенкĕ ытла хывнă) "Хузангаевский" СХПК çĕкленнĕ[1]. Вăл 14 гектар йышанать. Унта 14склад, арман, çанăх усравăшĕ, çăкăр пĕçереш, тип çу цехĕ тата макарон цехĕ (спагетти тăваççĕ) пур. Тĕп ĕç — Марий-Эл республикинчи "Звениговский" совхоз валли выльăх апачĕ хатĕрлесси.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сиктĕрме ялне XVIII ĕмĕр Ерепьел , Хурата, Чăваш Пăрнай çыннисем никĕсленĕ. Асăннă ялсенчен малтанхи иккĕшĕ халĕ те пур, тепринче, Ерепьелте, 2002-мĕш çулта унта 7 (çичĕ) тутар çеç пурăннă. Паянхи кун тĕлне вăл ял пачах та çук. Çапла вара, Сиктĕрмене таврари чи ватă чăваш ялĕ тееймĕн. Апла пулин те ăна таврара "Кивьял" ятпа та пĕлнĕ.
Тутарстанти Элкел районĕнчи чăваш ялĕсен йышĕн пĕр версийĕ ак çапла: Анат Качаел (Нижнее Качеево), Анатри Ҫӗньял (Нижнее Колчурино), Аппак (Аппаково), Кивӗ Матак (Старые Матаки), Кивӗ Тахтал (Старая Тахтала), Кивӗ Тӑмпа (Старая Тумба), Пасарлӑ Матак (Базарные Матаки), Пурисел (Борискино), Сушка, Ҫӗнӗ Сиктерме (Новая Сихтерма), Ҫӗнӗ Тахтал (Новая Тахтала), Тури Ҫӗньял (Верхнее Колчурино), Тури Качаел (Верхнее Качеево), Тепелкей Матак (Верхние Матаки), Тутар Шапка (Татарское Шапкино), Тяжбердино, Хӑрата (Старая Худара), Хуракӳл (Каракули), Хусанкай (Хузангаево), Чӑваш Парнайӗ (Чувашское Бурнаево), Чӑваш Шапка (Чувашское Шапкино), Черная Речка, Чувашский Брод[2].
Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Петĕр Хусанкай (Петр Петрович Хусанкай, 1907-1970) — чăваш поэчĕ.
- Казанков Иван Иванович (28.3.1942 çур.) — тăвăмлăх йĕркелÿçи, Рф Патшалăх Думин депутачĕ (2000-2003), Марий-Эл республикин тава тивĕçлĕ ветеринарĕ (1994), Марий-Эл республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ (1997), орденсемпе медальсен кавалерĕ[3].
- Теребилов Станислав Тимофеевич (1928-2002) — ÿнерçĕ-сăрăçă[4].
- Петр Тимофеевич Медиков (1906-1941), чăваш актёрĕ.
- Мурзин Олег Витальевич (1951 çур.) — истори вĕрентевçи, ялти П.Хусанкай музейĕн директорĕ, Сиктĕрме пирки вырăсла кĕнекен авторĕ, Элкел районĕнчи Чăваш наци-культура автономийĕн ертÿçи.
Петĕр Хусанкай пирки кĕскен
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Петĕр Хусанкай (Хусанкай Пётр Петрович) (1907, кăрлач, 22 Сиктĕрмe (халĕ Хуcанкай ялĕ, Тутарстанăн Элкел районĕ), Хусан кĕперни — 1970, пуш, 4 Шупашкар, Чăваш АССР) — поэт, литература тĕпчевçи, публицист, тăлмач. СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.), Чăваш АССР халăх сăвăçи (1950). К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш АССР патшалăх премийĕн лауреачĕ (1967), Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лаурeачĕ (1969). Чăваш АССР тата РСФСР Аслă Канашĕсен депутачĕ пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех РСФСР тата СССР ÇП правленин пайташĕ пулнă. Хусанти Чăваш педагогика техникумĕнче, Хĕвелтухăç педагогика институтĕнче, Мускаври аслă литература курсĕсенче вĕреннĕ. Аслă Атилĕх вăрçине хутшăннă. Вăрçăра çар журналисчĕ, дивизи хаçачĕсен ĕçлевçи пулнă. Вăрçăри хаюлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр ордена тата медальсене тивĕçлĕ пулнă. 1970 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Кăсăклă фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Раççейри паллă журналистăн Владимир Викторович Мукусевăн тымарĕсем Сиктĕрмерен. Унăн ашшĕ, тинĕс-çар офицерĕ, кунта çуралса ÿснĕ. Журналист хăйĕн "Парламент России" кĕнекине ашшĕн тăван ялне парнеленĕ. Çав кĕнеке халь аçта упранни паллă мар.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ягафова Е.А. Хузангаево. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
- Сергеев Т.С. МУЗЕЙ П.П. ХУЗАНГАЯ. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья
- Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Чебоксары, 2002. 192 с.
- Петĕр Хусанкай. Сиктĕрме. Сăвă.
- Мурзин О.В. Сихтерма – село родное. Чебоксары: «Новое время», 2010 - 98 с., [2] л. ил. : фот. ; 20 см. - В пер. - 400 экз. г[5].
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Арсентьева, Светлана. Как Казанковы Сихтерму спасли Источник: http://rt-online.ru/p-rubr-obsh-38461/ © Газета Республика Татарстан. — Дата:14.04.2011. Выпуск: № 74-75 (26971-26972)
- ^ Тутарстанри чӑвашсем ҫак ялсенче пурӑнаҫҫӗ.
- ^ Бойко И.И. Казанков Иван Иванович. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
- ^ Викторов Ю.В. Теребилов Станислав Тимофеевич. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья
- ^ Там, где рождались стихи.(ĕçлемен каçă)
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Альтаф Гюльахмедов. Этот Смешной Мир - 19 (Этот Смешной Мир. Сиктермянамэ)
- От имени жителей села Старая Сихтерма В. Краснов*.(ĕçлемен каçă)
- В селе Сихтерма-Хузангаево появился новый обелиск. (ФОТО).(ĕçлемен каçă)
- Левин Д.А. ИСТОРИЯ ВОЙНЫ В ИСТОРИИ МОЕЙ СЕМЬИ.(ĕçлемен каçă)
- РФ // Республика Татарстан // Хузангаево // Село Хузангаево. Фото 2011.
- Сиктерме-Хузангаево Республика Татарстан Алькеевский район, Хузангаево, Россия.
- Карта села Сиктерме-Хузангаево, Алькеевский район.
- Аслă Мами ялĕн историйĕ (вырăсла) 2016 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ..
- Канаш ялĕн историйĕ (вырăсла) 2020 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ..
- Куславкка ялĕн историйĕ (вырăсла) 2017 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ..
- Кивĕ Пăрăнтăк историйĕ (вырăсла) 2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ..
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |