Трансçĕпĕр магистралĕ
Трансçĕпĕр чукун çул магистралĕ (Трансси́б), Аслă Çĕпĕр Çулĕ (историлле ячĕ) — Еврази крнтиненчĕ витĕр пыракан чукун çул, Мускава Раççейĕн паллă тухăç-çĕпĕрпе инçет-тухăç промăçлăх хулисемпе çыхăнтарать. Магистраль тăсăлăвĕ 9288,2 км — тĕнчири чи вăрăм чукун çул.
Çулăн чи çӳллĕ вырăнĕ — Яблоновый перевал (1019 м тинĕс шайĕнчен)[1]. 2002 çулта ăна пĕтĕмпех электрифиленĕ.
Транссиб ячĕпе магистралĕн тухăç енне çеç, Челепирен (Кăнтăр Урал) Владивостока çити, асăнма пулать. Унăн тăршшĕ — 7 пин км. Çак пайне ĕнтĕ 1891 - 1916 çулсенче хывнă.
Хальхи вăхăтра Трансси́б Европа пайне, Урала, Çĕпĕре тата Инçет Тухăçне, анлăрах каласан — анăç тата кăнтăр раççей порчĕсене, çаплах Европăна чукун çулпа тухмалли порчĕсене (Санкт-Петербург, Калининград, Новороссийск), пĕр енчен, лăпкă океан порчĕсемпе тата чукун çулпа Азие тухмалли порчĕсемпе (Владивосток, Находка, Ванино, Байкал Лешьен) шанăçлă çыхăнтарать. Уйрăм пĕлтерĕшлĕ, паллах, Екатеринбург транспорт çыхăвĕ шутланать - вăл Европăна Азипе çыхăнтарать, çакăнта кирлĕ мĕнпур пысăк транспорт тата логистика юхăвĕ Азирен Европăна тата тепĕр еннелле те (Расçей территорипе) пырать.
Çурт тăвăм кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Официаллă çул-йĕр тăвăма 1891 çулхи çăвăн 19-мĕшĕнче (çу, 31) Владивосток çывăхĕнче (Куперовская падь) тытăннă, пĕрремĕш чула хунă çĕре Николай Александрович, пулас император Николай II хутшăннă. Тĕрĕссипе, çула маларах, 1891 çулхи пуш уйăхĕн пуçламăшĕнчех (Миасс — Челепи пайĕ) тума пуçланă.
Аслă Çĕпĕр Çулĕн рельсисене 1901 çулхи юпан 21-мĕшĕнче (чӳк, 3 ) Китай-Тухăç чукун çулне тăваканĕсем, анăçпа тухăç енчен рельсăсене çыхăнтарса тĕл пулнă. Çурт-йĕр тăвăм ертӳçисенчен пĕрри Свиягин Николай Сергеевич инженер пулнă, унăн ячĕпе Свиягино чарăнăвне тивĕçтернĕ.
Раççей империн территоринче çул-йĕре 1916 çулхи юпан 5-мĕшĕнче (юпа, 18) близ Хабаровск çывăхĕнчи Амур урлă кĕпере хута ярса çак кĕпер витĕр пуйăссен куçăмне уçнипе туса пĕтернĕ.
Транссиба тума 1891 - 1913 çулсенче 1 455 413 тенкĕ тăкакланă.
Малашлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2008 çулхи кăрлач, 11кăрлачăн 11-мĕшĕнче Китай, Монголи, Раççей, Беларуç, Польша тата Германи Пекин—Гамбург япала турттарав проекта лайахлатав килĕшĕвне алă пуснă.[2]
Трансçĕпĕр тĕлĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çурçĕр
- Мускав — Ярославль — Киров — Пермь — Екатеринбург — Тĕмен — Омск — Красноярск — Владивосток.
- Çĕнĕ
- Мускав — Чулхула — Киров — Пермь — Екатеринбург — Тĕмен — Омск — Красноярск — Владивосток.
- Кăнтăр
- Мускав — Муром — Арзамас — Канаш — Хусан — Екатеринбург — Омск — Красноярск — Владивосток.
- Истори
- Мускав — Кисан — Ряжск — Самар — Ӗпхӳ — Челепи — Омск — Красноярск — Владивосток.
Кӳршĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăтам-Çĕпĕр чукун çулĕ Павлодар — Кулунду — Чул-Обь-çинчи урлă Çурçĕр Казахстана Алтай Енĕпе тата Кемĕр облаçĕпе çыхăнтарать. Раççей территоринче унăн пайĕ Анăç-Çĕпĕр чукун çулне кĕрет. Çĕн Çĕпĕртен кăнтăралла, Барнаул витĕр, Вăтам Азине Турксиб пырать. XX ĕмĕрĕн вĕçĕнче Инçет Тухăçра, Транссибран çурçĕререх Байкал-Амур магистралĕ выртать.
Кăсăк фактсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Транссибăн вĕçĕм чарăнăвĕ Владивосток пулин те, Находка турачĕ çинче Мускавран аяккараххисем — Астафьев сăмсахĕ тата Хĕвелтухăç порчĕ. Çурçĕр туратĕнче Транссибăн вĕçĕм чарăнăвĕ Чугуевка ялĕ.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Трансçĕпĕр магистралĕ Викиампарта? |
- Виртуальное путешествие из Москвы во Владивосток.
- Путеводитель по Великой сибирской железной дороге. С-Петербург, 1900 год. Издание Министерства путей сообщения.(ĕçлемен каçă)
- Распутин В. Транссиб (из книги «Сибирь, Сибирь…»).
- Транссибирская магистраль — Веб-энциклопедия.
- Транссибирская магистраль до 1917 г. Библиографический указатель / Составитель С. К. Канн.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ http://periskop.livejournal.com/239689.html
- ^ [1] 2021 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |