Контент патне куҫ

Хусан ханлăхĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хусан ханлăхĕн картти (авторĕ: И.Л.Измайлов)[1]

Хусан ханлăхĕВăтам Атăлçинчи феодаллă патшалăх (1438—1552), Ылтăн Урта аркансан тĕрекленнĕ, Пăлхар, Джукетау, Хусан, Кашан кнеçлĕхĕсен территорийĕсене пĕрлештернĕ. Тĕп хули — Хусан.

Никĕслекенĕ — Улу-Мухаммед ( 1438—1445 хуçаланнă).

XVI ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче, Гирей ăру ханĕсем ертсе пынипе , Мускава хирĕç пĕрмаях вăрçăпа çӳренĕ. 1521 çулхи çурла уйăхĕнче Сахип-Гирея хусан ханĕпе Мухамеда Гирея крым ханĕ Чулхула, Муром, Клин, Мещера, Улатимĕр çĕрĕсем çине вăрçăсемпе кайнă, тыткăна темиçе вун пин çынна хупăрласа илсе таврăннă.

Пĕтĕмпе хусан ханĕсем вырăс çĕрĕсем çине хĕрĕхе яхăн тустарма вăрçăпа тухнă пулнă.

Иван IV 1545-52 çулсенче хусансем çине вăрçăпа çӳренĕ, юлашкинчен 1552 çулта Мускав патши Хусан ханлăхĕн пĕрлĕхне аркатать, ханлăх шутĕнчи Вăтам Атăлçи çĕрĕсене Мускав пăхăнăвне кĕртет.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ История татар. Том IV. Татарские государства XV–XVIII вв. Казань: Институт истории АН РТ, 2014. – 1080 с. + 32 с. цв. вкл