Арманьяк (ĕçме)
Арманьяк-(Armagnac)- хаяр алкоголь ĕçми. Арманьяка Франци патшалăхĕнче (Гасконь енĕ, Арманьяк тăрăхĕ) тăваççĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2010 çулта Арманьяк ĕçмине тума пуçлани 700 çул тултарчĕ.
- 1310 çулта аббат Виталь Дюфур вырăнти иçĕм спирчĕпе хресченсене чирлетме тытăнать ;
- 1460-мĕш çулсемре гасконьри спирчĕ арманьяк ячĕ илеть.Усламçăсем Аслă Британи тата Голланди патшалăхсене арманьяк сутма тытăнаççĕ.Суту-илӳ çулĕ Гарона юханшывпа Бордо хули урлă пырать.Бордори эрехтăвакансем арманьякпа хăвăн эрех хăватлăхне ӳстернĕ.Ку меслечĕ эрехсене пăсма ямасть.
- 1600 çултан арманьяк пикпуль иçĕм сорчĕнчен тума тытăнаççĕ.
- 1810 çулта Франци Аслă Британипе вăрçăнма тытăнать.Сутайман арманьяк пичкере усравлаççĕ.Арманьяк тăвакансем сăнарĕç: нумай çул усрани арманьяк çемçерех.
- 1870 çулта филлоксера (иçĕм пыйти) Гасконь тăрăхра 100 пин гектарсем пăса тăвать.
- 1909 çулта Арманьяктăвас енĕ чиккисем саккунпа çирса палăртнă.
- 1936 çулта Арманьяк апелласьонĕ никĕсленĕ.
- 1946 çултан арманьяк кĕленчесене ярнă кăна сутма юрать.
Иçĕм сорчĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1909 çултан Декретпа вунă ытла иçĕм сорчĕсемчен арманьяк тума ирĕк панă.Паян чылайăш хуçалăхсем тăваттă сорчĕ кăна усă кураççĕ : Юни блан (яхăн 75 %),Бако 22А (20 %),Коломбар (4 %) тата Фоль Бланш (1 %).Иçĕм çырлисене юпа уйăхра пуçтараççĕ.
Технологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шурă пылаксăр эрехĕ пĕр хут ректификационай юпа урлă юхтарса хăватлă ( 60-70 градуслă ) спирчĕ тăваççĕ.Хăш пĕр хуçалăхра иккĕ хут аламбик урлă юхтарса спирчĕ тăваççĕ.Пулнă спирчĕ юман пичкере усравлаççĕ.
Арманьяк тăвакансем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паллă арманьяк тăвакансем : Chateau dEsperance,Chateau de Laubade,Chateau Ravignon,Domaine Joanda,Gelas,G.Legrand,J.Goudoulin,Laberdolive,Marquise Livry,Nismes-Delclou.
Арманьяк апелласьонсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Armagnac - пĕтĕм Арманьяк тăрăхĕ валли ячĕ ;
- Bas-Armagnac ( Ба-Арманьяк е Анат Арманьяк ): иçĕм лаптăкĕсем 8 пин гектарсемче вырнаçнă.Хăйăрлă тăпрасем ;
- Tenareze ( Тенарез ): 6.5 пин гектарсемче иçĕм ӳсет.Тăмлă-извеçлĕ тăпрасем.Тăрăхĕн тĕп хулара - Кондоме - арманьяк музейĕ уçнă;
- Haut-Armagnac ( Ă-Арманьяк е Çӳлти Арманьяк ): кунта 0.5 пин гектарта çеç иçĕм ӳстереççĕ.Питĕ нумай пурăллă тăпрасем.Çавăнпа ку тăрăхна тата "Шурă Арманьяк" теççĕ.
Арманьяк классификаци
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Арманьяксене усрав вăхăчĕпе классификаци тунă.2004 çултан арманьяксем çĕнĕ классификаципе паллартнă :
- Armagnac - 3-5 çулхи спирчĕсем хутăшĕ ;
- Vieil Armagnac - пиллĕк çул ытла усрани спирчĕсем.
Алкоголлĕ ĕçмесем |
|
---|---|
Питĕ хаяррисем, 66—96 % | |
Хаяррисем, 31—65 % |
Авамори • Аквавит • Арак • Арманьяк • Бальзам • Бехеровка • Боровичка • Бренди • Бумбо • Бурбон • Буха • Виски • Водка • Граппа • Джин • Дивин • Егермайстер • Зубровка • Кальвадос • Киршвассер • Коньяк • Маотай • Мескаль • Метакса • Настойка • Палинка • Писко • Полугар • Раки • Ром • Самбука • Аншарли • Сливовица • Текила • Узо • Чача • Шнапс |
Вăтаммисем, 9—30 % | |
Хаярмаррисем, 1,5—8 % |