Бурбон

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
"Джим Бим" бурбон кĕленчи

Бурбон - (анкăл. Bourbon) - америкăри вискин уйрăм йышĕ. Бурбон тырăран тăваççĕ (сахалтан та 51 кукурусă тырри пулмала ). 1964 çулхи саккунпа бурбона 40 - 62,5 % хаярлăхпа тума юрать. Бурбона чи сахалли 2 çул вăйлă çунтарнă юман пичкере усраççĕ. Малтан бурбона Кентукки штатĕнчи Бурбон тăрăхĕнче тунă. Паян пĕтĕм АПШ-ра бурбон тума пулать. Анчах паян та бурбонăн чылайрахăшне Кентукки штатĕнче юхтараççĕ. Паха суту-илӳ паллисем: Jim Beam (тĕнчере чи паллă бурбон), Four Roses, Maker's Mark, Blanton's, Booker's, Basil Hayden, Knob Creek.

Паллă паха бурбонсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]