Ром
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ром - (фр.-"rhum",исп._"ron",анк.-"rum")- хаяр алкоголь ĕçми.Ром вали чĕртаварсем : сахăр хăмăшăн сĕтĕкĕ ( Бразилинче кашаса ĕçми тăваççĕ ) тата сахăр туни каяшĕ - меласса.Паян 90 % ром мелассаран тăваççĕ.Чилайăш ром Кариб тинĕсри çĕршывсемче тăваççĕ : Куба,Тринидад тата Тобаго,Барбадос,Пуэрто-Рико (АПШ),Мартиника тата Ямайка.
Тупмалли |
[тӳрлет] Ячĕ ăнлантарни
Ром ячĕ ăçтан килнĕ-нумай шукăшсем пур :
- 1) датски сăмахĕ " roemer " - "чиркке" ;
- 2) латински сăмахĕ " saccharum " - "сахăр" ;
- 3) франци сăмахĕ " arome " - "тĕхĕм" ;
- 4) анкăлчан сăмахĕ " rumbullion " - "пысăк алхас".
[тӳрлет] Технологи
Меласса çĕпрепе 2-12 кунĕсем йӳçтереççĕ.Пулнă 10 градуслă пăрака пăслан-тарса тасатаççĕ.Тухнă тĕссĕр 60-70 градуслă спирчĕ шывпа хутăшсан шурă ром пулать.
[тӳрлет] Тĕрлĕ ромсем
Тĕнчере тăваттă ром типĕсем тăваççĕ :
- "шурă ром" ( white/light/silver/blanca/blanc )- тĕссĕр çемçе çамрăк ром ;
- "ылтăн ром" - ( gold/oro/amber/paille ) 1-2 çулсем усрани ром.Çунтарнă сахăрпа (карамель Е150а) ылтăн тĕсĕ панă ;
- "хура ром" - ( dark/black/negro ) вăйлă çунтарнă пичкесемче яхăн 3 çул усрани тĕхĕмлĕ ром ;
- "усрани ром" - ( premium aged/anejo/rhum vieux ) 5-12 çулсем юман пичкере усрани ром.
[тӳрлет] Хуçалăхсем
Чи пысăк ром тăвакансем :
- Куба : Havana Club, Santigo de Cuba, Caney ;
- Гайана : El Dorado ;
- Пуэрто-Рико утравĕ (АПШ) : Bacardi ;
- Мартиник утравĕ (Франци) : Saint-Etienne ;
- Ямайка : Capitan Morgan .
|
|
|
|---|---|
| Питĕ хаяррисем, 66—96 % | Абсент • Спирт • Первач |
| Хаяррисем, 31—65 % | Авамори • Аквавит • Арак • Арманьяк • Бальзам • Бехеровка • Боровичка • Бренди • Бумбо • Бурбон • Буха • Виски • Водка • Граппа • Джин • Дивин • Егермайстер • Зубровка • Кальвадос • Киршвассер • Коньяк • Маотай • Мескаль • Метакса • Настойка • Палинка • Писко • Полугар • Раки • Ром • Самбука • Аншарли • Сливовица • Текила • Узо • Чача • Шнапс |
| Вăтаммисем, 9—30 % | Вермут • Эрех • Глинтвейн • Грог • Кагор • Крюшон • Ликёр • Мадера • Марсала • Мистель • Пыл кăрчами • Пыл • Наливка • Портвейн • Пунш • Саке • Сангрия • Сётю • Херес • Шампанское • Кава • Шериданс |
| Хаярмаррисем, 1,5—8 % | Кăрчама • Квас • Кумыс • Перри • Сăра • Пульке • Сбитень • Сидр • Тесгуино • Тодди |