Мадагаскар Республики

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Repoblikan'i Madagasikara
République de Madagascar

Мадагаскар республики
Flag of Madagascar.svg Seal of Madagascar.svg
Мадагаскар ялавĕ Мадагаскар гербĕ
Location Madagascar AU Africa.svg
Патшалăх чĕлхисем малагаси тата франци чĕлхи
Тĕп хула Антананариву
Чи пысăк хула Антананариву
Президент тата Премьер министр Андри Радзуэлина
Омер Беризики
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
45 вырăнта
 587 041 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе (2008)
 - Йышлăхĕ
48 вырăнта
20 042 552
33/км²
Валюта ячĕ ариари (MGA
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +3 пуçласа +3 таран
Патшалăх гимнĕ Мадагаскар патшалăхĕн гимнĕ
Тетел доменĕ [[.mg]]
Тел. префиксĕ 261

Мадагаскар Республики ( Шаблон:Lang-mg, фр. République de Madagascar) - Инди океанĕн хĕвеланăç пайĕнчи Мадагаскар утравĕнче, Африкăн хĕвелтухăç çыранĕ патĕнче вырнаçнă патшалăх. Африкăри тинĕс патне тухакан çĕршыв.

Географи[тӳрлет]

Утрав спутник çинчен

Мадагаскар утравĕ Кăнтăр Африкăн хĕвелтухăç çыранĕпе юнашар вырнаçнă. Чи çÿллĕ вырăн - Марумукутру (2876 м) сÿннĕ вулкан. Утрав тăршшĕ 1600 çх, сарлакăш - 600 çх ытла. Утравăн варринчи пайне çуллĕ тулă Анджафи йышăнать. Вăл хăвеланăç еннелле сĕвек, хĕвелтухăç еннелле чăнкă çырсемпе анать.

Юханшывсемке кӳлĕсем[тӳрлет]

Бецибука юханшыв вăрри.

Инди океанне юхса кĕрекен юханшывсем кĕске, чуллă, гидроресурссемпе пуян, çулталăкĕпех нумай шывлă. Хĕвелтухăç юханшывĕсем: Мананара, Мангуру, Манингури, Бемариву, Ивундру тата Манандзари. Анăçалла юхакан шывсем вăрăмрах, вĕсен шыв хăвăртлăхĕ пĕчĕкрех. Хĕвеланăç юханшывĕсем: Самбирану, Махаджамба, Бецибука, Маниа, Çурçĕр тата Кăнтăр Махавави, Мангуки, Унилахи, Икупа тата Мандраре. Мадагаскарта виçĕ пысăк кӳлĕ пур: Алаутра (900 км²), Кинкуни (100 км²) тата Ихутри (96-112 км²). Алаутра кӳллинчен Манингури юханшывĕ пуçланать.

Флорăпа фауна[тӳрлет]

Биологсем хушшинче Мадагаскар эндемик биологи тĕсĕсем нумай пулнипе палăрса тăрать. Сăмахран утраври чи пысăк тискер сĕт çитерекен фосса (лат. Cryptoprocta ferox), сăнран пăхсан кушак йышшисем пе туйăнать, çавăнпа ăна малтан çав йыша кĕртнă. Анчах чи çывăх чĕрчун - мангуст. Ун нĕселĕсем араслан пекех пысăк пулнине палăртнă. Хальхи вăхăтра утравра пурăнакан тискер кайăксем 20-30 миллион çул каялла Мадагаскар проливĕ урлă каçнă пĕр нĕселтен пулнине çирĕплетнĕ [1].

Пантера хамелеонĕ (Furcifer pardalis), мадагаскар эндемикĕ.

Мадагаскар утравне çынсем килсен кунти чĕрчунсен, уйрăмăнах илсен пысăк чĕрчунсен нумай пайне пĕтернĕ. Мадагаскара тĕрлĕ йышши çĕр çинчи чĕрчунсем пилĕк хут колонизациленĕ. Колонистчен хушшинче çаксене уйăрма пулать: тенрексем, лемурсем, мадагаскар тискер кайăкĕсем, мулкач тутиллĕ арлансем тата халь вилнĕ пăрăхлăшăл. Утравра çара çерçисем нумай, тахçан бегемот йышшисем пурăннă.

Ӳсентăрансен 8 килйышĕ утравра эндемиксем шутланаççĕ:астеропейные (лат. Asteropeiaceae), дидимелесоцветные (лат. Didymelaceae), дидиереевые (лат. Didiereaceae), Kaliphoraceae, Melanophyllaceae, физеновые (лат. Physenaceae), сарколеновые (лат. Sarcolaenaceae) тата сферосепаловые (лат. Sphaerosepalaceae).

Административла пайлану[тӳрлет]

Провинцисем[тӳрлет]

МАдагаска провинцийĕсем

Мадагаскар провинцийĕсем:

Провинци Тĕпĕ Лаптăк км² Лаптăк % Халăх йышĕ Халăх йышĕ %
1 Антананариву Антананариву 58 283 9,9 % 4 580 788 29,2 %
2 Анциранана Анциранана 43 046 7,4 % 1 188 425 7,6 %
3 Фианаранцуа Фианаранцуа 102 373 17,6 % 3 366 291 21,5 %
4 Махадзанга Махадзанга 150 023 25,5 % 1 733 917 11,0 %
5 Туамасина Туамасина 71 911 12,2 % 2 593 063 16,5 %
6 Тулиара Тулиара 161 405 27,4 % 2 229 550 14,2 %



Çĕршыв 6 автономла провинципе (Шаблон:Lang-mg) 22 региона пайланать. Провинцисем çине 1946-мĕш çулта Франци инициативипе пайланă, начах малтан 5 провинчи çеç пулнă. Анциранана 50-мĕш çулсенче анчах автономи илнĕ. 2007-мĕш çулта провинцисене пĕтерес тесе ăнăçлă референдум ирттернĕ, çапла май малалла çĕршыв регионсем çине пайланать.

Регионсем[тӳрлет]

Мадагаскар регионĕсен списокĕ:

Madagascar-regions.png
Ячĕ Тĕп хули Халăх йышĕ Лаптăк км²
1 Диана Анциранана 485 800 19 266
2 Сава Самбава 805 300 25 518
3 Итаси Миаринариву 643 000 6993
4 Аналаманга Антананариву 2 811 500 16 911
5 Вакинанкаратра Анцирабе 1 589 800 16 599
6 Бунгулава Цируанумандиди 326 600 16 688
7 Суфия Анцухихи 940 800 50 100
8 Буени Махадзанга 543 200 31 046
9 Бецибука Маэватанана 236 500 30 025
10 Мелаки Маинтирану 175 500 38 852
11 Алаутра-Мангуру Амбатундразака 877 700 31 948
12 Ацинанана Туамасина 1 117 100 21 934
13 Аналанджируфу Фенуариву 860 800 21 930
14 Амурун’и Маниа Амбуситра 693 200 16 141
15 Верхняя Мациатра Фианаранцуа 1 128 900 21 080
16 Ватувави-Фитувинани Манакара 1 097 700 19 605
17 Ациму-Ацинанана Фарафангана 621 200 18 863
18 Ихурумбе Ихуси 189 200 26 391
19 Менабе Мурундава 390 800 46 121
20 Ациму-Андрефана Тулиара 1 018 500 66 236
21 Андруи Амбувумбе-Андруи 476 600 19 317
22 Ануси Таулантару 544 200 25 731

Халăхĕ[тӳрлет]

2010-мĕш çулта 21,3 млн çын пурăнать. Çулталăка халăх йышĕ 3 % ÿсет (тĕнчере 12-мĕш вырăн). Пĕр хĕрарăм пуçне — 5,1 ача çурăлать (тĕнчере 20-мĕш вырăн).

Вăтам пурнăç тăрршĕ — 61 çул арçынсен, 65 çул хĕрарăмсен.

Хулара пурăнакансен шайĕ — 29 %.


Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Правительство
Тĕп информаци
МИХ
  • Madagascar Новости online на allAfrica.com
Экологи



Африка патшалăхĕсем
Алжир | Ангола | Бенин | Ботсвана | Буркина-Фасо | Бурунди | Габон | Гамби | Гана | Гвиней | Гвиней-Бисау | Джибути | Замби | Зимбабве | Египет | Кабо-Верде | Камерун | Кени | Комор утравĕсем | Конго Демократиллĕ Республики | Конго Республики | Кот-д'Ивуар | Лесото | Либери | Ливи | Мадагаскар | Малави | Мали | Мавритани | Маврики | Марокко | Мозамбик | Намиби | Нигер | Нигери | Руанда | Сан-Томе тата Принсипи | Свазиленд | Сейшелсем | Сенегал | Сомали | Судан | Сьерра-Леоне | Танзани | Того | Тунис | Уганда | Вăтам Африка Республики | Чад | Экваторти Гвиней | Эритрей | Эфиопи | Кăнтăр Африка Республики
Пăхăнăвлисем: Инди океанĕнчи Британи çĕрĕсем | Майотта | Реюньон | Таса Елена утравĕ |
Йышăнман патшалăхсем (тивĕç йĕркипе — ирĕклĕ): Анăç Сахара | Пунтленд | Сомалиленд