Контент патне куҫ

Çĕнĕ Чаткас

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Çĕнĕ Чаткас
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районПатăрьел
Ял тăрăхĕКсыл-Чишма
Координатсем55°00′18″ с. ш. 47°50′21″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
ПуçлăхКамалов Раил Харисович
Никĕсленĕ1910
Малтанхи ятсемХырлă Хăва участки 1923, Чăпкас 1927
Наци йышĕмишерсем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 83532
Почтă индексĕ429355
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 207 835 004
Официаллă сайчĕкаçă
Çĕнĕ Чаткас (Раççей)
Точка
Çĕнĕ Чаткас (Чăваш Ен)
Точка

Çĕнĕ Чаткас, (Хырлă Хăва Участки - 1923-мĕш çулччен) — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи мишер ялĕ. Ялта клуб пур. Ял çумĕнче çаврака кӳлĕ вырнаçнă [1]. Унта ятарлă сыхлакан çутçанталăк лаптăкĕ туса хунă.

1910 çулта хальхи Тутар республикин Пăва районĕнчи Камбрут ял çыннисем никĕсленĕ. 1931-мĕш çулта "Кзыл-Тан" колхоз йĕркеленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче оборона фондне колхозниксем 150 пин тенкĕ укçа тата 480 пăт тырă панă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[2].

19 çын пурăнать (2010)[3].

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Авангард хаçат кӳлĕ çинчен
  2. Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.