Пăлаçи Атăк
Пăлаçи Атăк
|
Пăлаçи Атăк — Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи ял. Пăлаçи Атăк ялĕ Пăла юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Статьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1637 çулхĕнче никĕсленĕ. 1920 çулхи утă уйăхĕн 31-мăшĕччен Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ.
1935 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Турхан районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕ хыççăн Первомайски районне кĕнĕ. 1959 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Яла хăçан никĕслени çинчен хутсем сыхланса юлнă. 1637 çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Сĕнтĕр вулăсĕнчи Теньгесь ялĕнчи Ахпусан Сытычев, Темей Данилов тата Атăк Аксигентов Шелепшур юханшыв тăрăхĕнче хăйсем валли çĕр уйăрма хут çырнă. Вĕсене ирĕк хутне алă пусса панă. Вăл хут тăрăх çавăн пекех çурт лартма çăмăллăхсем панă. Часах юханшыв хĕрринче виçĕ çурт никĕсленсе ларнă. Ку вăхăт ял пуçланса кайнă кун шутланать.
XVII ĕмĕр варричен вăл Кокшайск уесне кĕнĕ, 1660-мĕш çулсенче яла Чĕмпĕр уесне куçарнă. 1868 çулхи астăвăм кĕнеки тăрăх Пăлаçи Атăк ялĕнче 22 кил пулнă, вĕсенче 22 арçын, 68 хĕрерăм пурăннă. 1911 çул валли ялта 54 кил пулнă, 167 арçын, 182 хĕрарăм пурăннă.
1920 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕччен Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку тапхăрта ял палартнă пайланăвсен Турхан вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет [1].
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
Кĕперсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Патăрьел районĕн пурăнан вырăнĕсем |
||
---|---|---|
Алманчă • Анат Атăк • Анат Тăрмăш • Анат Туçа • Анат Чакă • Аслă Чемен • Апрушнай • Вăрманхĕрри Шăхаль • Вăтаел • Еншик • Именкасси • Ишлĕ-Шетмĕ • Йăлăм Патăръел • Каншел • Кĕçĕн Арапуç • Кĕçĕн Шăнкăртам • Кĕçĕн Чемен • Кивĕ Ахпӳрт • Кивĕ Катек • Кословккă • Ксыл-Камыш • Ксыл-Чишма • Люля • Начар Упи • Нăрваш Шăхаль • Пăлакасси • Пăлапуç Нурăс • Пăлапуç Пашьел • Пăлаçи Атăк • Патăрьел • Первомайски • Пӳртлĕ • Сăкăт • Сител • Çăл Атăк • Çĕнĕ Ахпӳрт • Çĕнĕ Чаткас • Çĕнъял • Татмăш • Тăрăн • Тикеш • Треньел • Тури Тăрмăш • Тури Туçа • Тури Чакă • Турхан • Тутар Сăкăчĕ • Тутар Тимешĕ • Ульяновка • Упамса • Хирти Пикшик • Хурама Тăвар • Чăваш Ишек • Шăнкăртам • Шăхаль • Шăхач • Шетмĕ • Ырлăх • Ыхра Çырми |