Контент патне куҫ

Тутар Тимешĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тутар Тимешĕ
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районПатăрьел
Ял тăрăхĕТуçа
Координатсем55°04′51″ с. ш. 47°49′24″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
ПуçлăхПерепелкин Николай Алексеевич
Никĕсленĕ1629
Наци йышĕмишерсем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 83532
Почтă индексĕ429354
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 207 870 008
Официаллă сайчĕкаçă
Тутар Тимешĕ (Раççей)
Точка
Тутар Тимешĕ (Чăваш Ен)
Точка

Тутар Тимешĕ, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи мишерĕ ял. Ял Пăла юханшывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. Ялта пу[лпмăш шкул, ял вулавăшĕ, фельдшер пункчĕ пур. Ялпа юнашар сăвăр заказникĕ вырнаçнă.


Яла 1629 çулта Касимов ханстствинчен килнĕ хесмет мишерĕсем никĕсленĕ.

Чĕмпĕр кĕпернин Астăвăм кĕнекинче çырнипе, 1868 çулта ялта 12 кил пулнă. 1911-мĕш çулта ялта 74 кил, вĕсенче 216 арçын тата 18% хĕрарăм пурăннă.

1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм вăхатра ял çак пайланусен Патăръел вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Аслă Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет. [1].

Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2014 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.