Ксыл-Чишма

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Ксыл-Чишма
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Патăрьел
Ял тăрăхĕ Ксыл-Чишма
Координатсем 54°59′45″ с. ш. 47°48′05″ в. д. / 54.99583° с. ш. 47.80139° в. д. / 54.99583; 47.80139 (G) (O) (Я)Координатсем: 54°59′45″ с. ш. 47°48′05″ в. д. / 54.99583° с. ш. 47.80139° в. д. / 54.99583; 47.80139 (G) (O) (Я)
Пуçлăх Минаев Рустям Равилович
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83532
Почтă индексĕ 429355
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 207 835 001
Официаллă сайчĕ каçă
Ксыл-ЧишмаРаççей çинче
Red pog.png
Ксыл-ЧишмаЧăваш Ен çинче
Red pog.png

Ксыл-Чишма, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи мишер ялĕ.

Центăртан 30 çухрăмра вырнаçнă. Яла район центрĕпе асфальтлă çул çыхăнтарать. Кăзăл Чишма Красномайск тата Алманчă ялĕсемпе кӳршĕллĕ вырнаçнă.

Ялта шкул, ял вулавăшĕ, çемье врачĕн оффисĕ вырнаçнă.

Истории[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăзăл Чишма ялĕ 80 çул каялла никĕсленнĕ. Тĕрлĕ архив хыпарĕсепме çăлкуçĕсем тăрăх, ватă çынсем каласа хăварнипе ял пуçланса кайнине тĕрлĕрен ăнлантарма пулать. Анчах та чи тĕрĕсси вĕсенчен ял 1928 çулта никĕсленни çинчен палăртать.

1919 çулччен Чĕмпĕр кĕпернинчи Пăва уесне Тăмпаель волăçне кĕнĕ.

1928 çулччен Начар Упи ятлă пулнă.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[1].

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2009 çул тĕлне ялта 700 çынна яхăн пурăнать.

Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул, Тухтăрсен пĕтĕмĕшле пулăшу паракан практикă офисĕ, медицина пункчĕ, мечĕт, çыхăну уйрăмĕ, культура керменĕ, ял вулавăшĕ, лавккасем: «Айгуль», «Пегас».

Урамсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ленин, Садовăй, Совет, Тĕп, Чапаев, Шакир-Рахимов.

Этимологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăзăл Чишма ялĕ ячĕ акă çапла пулса кайнă: малтанах ял тăрăхĕнче вăрман кăна пулнă. Çак вăрманта пĕчĕк кӳлĕ пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче пĕр йывăр аманннă салтак çак кӳлĕ патне аран шуса çитнĕ. Унăн юнĕ çак кӳлле юхса тухнă. Унтанпа çак кӳлле «Хĕрлĕ çăлкуç» ят панă. Чăвашларан тутарла куçарсан -- « Кызыл Чишма».

Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхатарусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем
  2. ^ http://gov.cap.ru/hierarhy.asp?page=./148798/260221/260223 Абзалов Ринат Абзалович Ксыл-Чишма ял тăрăхĕн сайчĕнче