Контент патне куҫ

Еншик

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Еншик
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Патăрьел
Ял тăрăхĕ Хирти Пикшик
Координатсем 55°04′31″ с. ш. 47°30′03″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Пуçлăх Алигберов Зульфир Рафаилович
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним еншиксем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83532
Почтă индексĕ 429371
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 207 820 006
Официаллă сайчĕ [каçă
Еншик (Раççей)
Точка
Еншик (Чăваш Ен)
Точка

Еншик, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял, Пăла хĕрринче вырнаçнă.

Ялта вăтам шкул, ял вулавăшĕ, клуб, фельдшер пункчĕ пур.

Ку ялпа çывăх хулашсем вырнаçнине асра тытсан ку вырăнта малтан пăлхарсем пурăнни çинчен калама пулать. Еншик патĕнче те улăп тăпри пур.

1805 çулта Пăва уесĕнчи çĕрсене тĕпрен уйăрма пуçличчен Еншикре 64 кил пулнă. Ял ятне шута илсен, пуçарса яраканĕсем Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă, е Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕсенчен пулнă пуль теме пулать.

1911 çулхи Чĕмпĕр кĕпернийĕнчи кашни киле çырса илнĕ чухне ялта 148 кил, пурăнакансен йышĕ 900 çын патнелле пулнă.

1920 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕччен Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Патăръел вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Патаръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне кĕнĕ. 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[1].

Паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2018 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.

.