Контент патне куҫ

Кипеч Анатолий Ильич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Анатолий Кипеч
Çуралнă чухнехи ят: Ефимов Анатолий Ильич
Çуралнă вăхăт: 1937 çулхи çурла, 10
Çуралнă вырăн: Чулкăмака ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР,
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи, сăвăçи, драматургĕ
Жанр: повеç, роман, калав, поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Ефимов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Кипеч Анатолий Ильич (паспорчĕпе Ефимов, 10.8.1937, Чулкăмака ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР çур) — чăваш прозăçи, сăвăçи, драматургĕ. Чăваш Енĕн халăх çыравçи. Пĕрлĕх ĕçченĕ.

РФ ÇП пайташĕ (1998), педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ (1976), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1977) [1][2].

«Шурă Шупашкар» (хула гимнĕ) авторĕ. ЧНК Ваттисен Канашĕн пайташĕ.

1937 çулхи урла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Чулкăмака ялĕнче çуралнă.

Вăтам шкул хыççăн Канаш педагогика училищинче вĕреннĕ. 1968 çулта Чăваш педагогика институчĕн мусăк-педагогика факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. СССР педагогика ăслăхĕсен академинче аспирантурăра пĕлĕве туптанă.

1976-1982 çулсенче Чăваш патшалăх университетĕнче философи кафедрин доценчĕ вырăнĕнче ĕçленĕ. 1982-1999 çулсенче Чăваш педагогика университетĕнче доцент вырăнĕнче ĕçленĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Анатолий Кипечĕн пултарулăхĕ çав тери нумай енлĕ. Вăл 70 ытла ăслăх тата меслет ĕçне эстетикăпа эстетикăна ăспарассипе, наци ыйтăвĕпе тата демократие хӳтĕлессипе 170 ытла статьяна хатĕрлесе пичетленĕ.

Унăн сăввисене, драмисене халăх кăмăлласа йышăннă. Уйрăмах «Ĕмĕр сакки сарлака» (мусăкĕ Ю. Григорьевăн), «Пурнăç çулĕ такăр мар» (мусăкĕ Ю. Жуковăн), «Телей, телей» (мусăкĕ А. Никитинăн) юрăсене [3] пĕрмаях шăрантараççĕ. А. Кипеч Шупашкарăн «Шурă Шупашкар» гимнĕн текстне хайланă. «Eхрем хуçа» пьесăна Чăваш патшалăхĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕнче лартнă.

Анатолий Кипеч , «Телей», «Уяр» юрăсен сăввисене çырнă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • Артемьев, Ю. Ĕмĕр пурăн – ĕмĕр вĕрен / Ю. Артемьев // Хыпар. – 1997. – 9 çурла. – С. 6.
  • Валентинов, В. Ыранхи кун паян пуçанать / В. Валентинов // Тантăш. – 2004. – 18 пуш (№ 12) . – С. 8.
  • Васильева, В. Кун пек юрату та пулать–и? / В. Васильева // Çамрăксен хаçачĕ. – 2005. – 1 утă (№ 25–26) . – С. 12.
  • Григорьев, Н. Илемлĕх тĕнчин тĕпчевçи / Н. Григорьев // Ялав. – 1978. – № 10. – С. 14.
  • Кипеч, А. Кашни çын – юрату тĕшши / А. Кипеч ; С. Иванова калаçнă // Хресчен сасси. – 2001. – 10 кăрлач.
  • Михайлова, Л. "Пурнăç кĕнекишĕн" тавах! / Л. Михайлова // Ар. – 2003. – 6–12 çу (№ 18). – С. 2.
  • Михеев, Н. Кашни йĕркинче тарăн шухăш / Н. Михеев // Хресчен сасси. – 2005. – 7 июня. – С. 4.
  • Никитина, З. "Eхрем хуçа" чăнлăхĕ / З. Никитина // Çамрăксен хаçачĕ. – 2005. – 28 юпа (№ 43) . – С. 5.
  • Петров, Н. Çăлăнăçпа пуласлăх – икĕ чун юратăвĕнче / Н. Петров // Хыпар. – 2005. – 6 утă. – С. 4.
  • Сачкова, Л. Театр истори чаршавне уçсан / Л. Сачкова ; фот. О. Мальцев // Хыпар. – 2005. – 2 чÿк.
  • Симаков, В. Хĕç тумалли хурçа алла илĕ–ши чăваш? / В. Симаков // Ялав. – 2000. – № 8. – С. 94–96.
  • Тарасов, Ю. Шухăш хуçи / Ю. Тарасов // Хыпар. – 1998. – 25 авăн.
  • Абрамов, В. Человек, не боящийся быть чувашом // Чебоксар. новости. – 1997. – 9 авг. – С. 5.
  • Анатолию Кибечу – 65 лет // Столица Ч. – 2002. – 14–20 авг. (№ 33) . – С. 16.
  • Дмитриев, А. Тернист жизненный путь / А. Дмитриев // Совет. Чувашия. – 1997. – 25 июля.
  • Eфимов Анатолий Ильич (Анатолий Кибеч) // Чувашгоспедуниверситет им. И. Я. Яковлева : история, структура, ученые. – Чебоксары, 2000. – С. 146–147.
  • Кибеч, А. Анатолий Кибеч : Хотите жить – читайте! / А. Кибеч ; [беседовала] E. Иванова // Начало. – 2005. – № 5 (окт.). – С. 34–37.
  • Кибеч (Eфимов) Анатолий Ильич // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2005. – С. 157–158.
  • Тарасов, Ю. «Книга жизни» – итог поисков / Ю. Тарасов // Республика. – 2003. – 14 мая.
  • Чернов, А. Грани его программы / А. Чернов // Совет. Чувашия. – 1990. – 18 февр.
  • Ялгир, П. Кибеч (Eфимов) Анатолий Ильич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 49.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]