Илпек Микулай

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Илпек Микулай
Çуралнă вăхăт: Çу, 19, 1915
Çуралнă вырăн: Чĕмпĕр кĕперни, Шăмăршă районĕ, Виçпӳрт Шăмăршă ялĕ
Вилнĕ вăхăт: Çу, 12, 1981
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР
Гражданлăх: Раççей империйĕFlag of Russia.svg Раççей империйĕ Flag of the Soviet Union.svg
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи, тăлмачĕ
Жанр: проза, публицистика
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Парнесем: Чăваш халăх çыравçи (1970)
Чыславсем: Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ

Илпек Микулайĕ (паспортри ячĕ Ильбеков Николай Филлипович, 1915 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ, Виçпӳрт Шăмăршă ялĕ, Чĕмпĕр кĕперни (халĕ Шăмăршă районĕ, Чăваш АССР) — 1981 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕ, Шупашкар), — чăваш прозăçи, тăлмачĕ.

1948 çултанпа СССР ÇП пайташĕ. 1970 çулта Чăваш АССР халăх çыравçи ятне тивĕçнĕ.

Вăрçăра Тăван Çĕршыв вăрçин 2 степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тата медальсене тивĕçнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1915 çулхи çу уйăхĕн 19 Чăваш Енри Шăмăршă районĕнчи Виçпӳрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă.

Патăрьел педагогика техникумне, Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ.

Тăван Çĕршыв Аслă вăрçине хутшăннă, дивизи хаçачĕн редакторĕ пулнă. Çартан таврăнсан, чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ тата Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн секретарĕ пулнă.

1981 çулхи çу уйăхĕн 12 Шупашкарта вилнĕ.

Пултаруллă ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сăвă-калав çырма Шупашкар педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухне пуçланă. Çирĕме яхăн кĕнеке тухнă. Чи сулмакли — икĕ томлă «Хура çакăр» роман. Ăна вырăс, болгар тата ытти чĕлхесене те куçарнă.

Ильпек Микулай чăвашла Гоголь, Горький, Чехов, Франко, Вазов çырнисене куçарнă.

Çавăн пекех Петĕр Хусанкай, Çемен Элкер, В. Митта тата ытти çыравçăсен пултарулăхĕ çинчен статьясем çырнă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Куçукпа чĕрĕп» (1948);
  • «Эпир совет салтакĕсем]]);
  • «Тăватă кун» (1955);
  • «Новеллăсем» (1957);
  • «Кăмпара» (1960);
  • «Сурпан» (1964);
  • «Тимĕр» (1971);
  • «Вăрçăпа çĕнтерӳ» (1973);
  • «Хура çăкăр» (1-мĕш кĕнеки 1958, 2-мĕш — 1961, вырăсла — 1961, 1982, 2004);
  • тата ыттисем.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]