Етĕрне районĕ
| Етĕрне районĕ | |||
| |||
| Патшалӑх |
| ||
|---|---|---|---|
| Статус | муниципаллă район | ||
| Кĕрет |
| ||
| Администраци центрӗ | Етĕрне хула | ||
| Йӗркеленӗ вӑхӑт | 1927, авăн, 27 | ||
| Район администрацин пуçлăхĕ | Кузьмин Владимир Николаевич | ||
| Официаллӑ чӗлхе | чăваш, вырăс | ||
| Пурӑнан халӑх (2010) |
26 065 (2,11 %, 7-мĕш вырăн) | ||
| Йышлӑх | 28,92 ҫын/км² | ||
| Наци йышӗ | чăвашсем - 84%, вырăссем - 15% | ||
| Лаптӑк | 901,21[1] км² (9-мĕш вырăн) | ||
|
| |||
| Вӑхӑт тӑрӑхӗ | |||
| Телефон кочӗ | +7 83535 | ||
| Почтӑ индексӗсем | 429240 | ||
| Сайчĕ | |||

Етĕрне районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район).
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çурçĕр енче Мари Эл республикипе юнашар вырнаçнă, хĕвеланăç енче — Чулхула облаçĕпе. Хĕвелтухăç енче Муркаш районĕ, кăнтăрта Хĕрлĕ Чутай районĕпе Элĕк районĕ вырнаçнă. Районăн çĕр лаптăкĕ 897,5 км2. Район администрацийĕ Шупашкартан 79 çухрăмра вырнаçнă Етĕрне хулинче вырнаçнă.
Район пуçлăхĕ - Кузьмин Владимир Николаевич. Район тăрăх Сăрăпа Вылă юханшывсем юхаççĕ. Район климачĕ вăтам континентлă. Хĕлсем нумая пыраççĕ, çăвĕсем ăшă, хăшпĕр чухне шăрăх та. Утă уйăхĕнче вăтам температура +18,6°С танлашать, кăрлач уйăхĕнче — -13°С. Чи сивĕ температура -44°С пулнă, чи шăрăххи — 38°С.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Района 1927 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче туса хунă.
Халăх йышĕ, район тытăмлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2010 çулта халăха çырнипе Етĕрне районĕнче чи йышлă халăх — чăвашсем (80% ытла). Вырăссем ытларах Етĕрнере тата Чулхула облаçĕпе чикĕ тытакан — Полянки, Йăвански, Чаканар, Засурки, Кĕçĕн Чураш, Заштранкă, Стрелецки, çаплах чăвашсемпе пĕрле Совхозный, Никитин, Никольское тата Орпа Павлово ялĕсенче — пурăнаççĕ.
| Нациллĕх | Йышсем |
|---|---|
| Чăвашсем | 81,57% (24 441) |
| Вырăссем | 15,71 % (4 707) |
| Тутарсем | 0,15 % (45) |
| Марисем | 0,44 % (131) |
Гимн
[тӳрлет | кодне тӳрлет]|
«Ман районӑм - Етӗрне». Сӑр ҫинче выртать илемлӗн Юмахри пек сарӑлса. Ман ҫӗршывӑм, Етӗрнейӗм, Юрлар сана мухтаса. |
Хушса юрламалли: Ҫирӗплен эс, чечеклен, Ман районӑм - Етӗрне. Пултаруллӑ та ӗҫчен – Тивӗҫ эс мухтав ятне. |
Кашласа ларать вӑрманӗ, Улӑхсем мӗнле хитре. Тырри-пулли куҫ виҫеймӗ Сарӑ тумлӑ уй-хирте. Хушса юрламалли:. |
Ҫыннисем пит тараватлӑ, Эпир пурте пӗр ҫемье. Ҫӗнелсе ҫӗклен хӑватлӑ Савнӑ ҫĕр - ҫӗршыв-анне. Хушса юрламалли: |
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Аркадий Павлович Айдак — ССРП халăх депутачĕ (1989—1991 çç.), Етĕрне районĕн хисеплĕ гражданинĕ, «Ленинская Искра» колхоз председателĕ.
- Артемьев Александр Спиридонович (1924—1998) — чăваш прозăçи, сăвăçĕ тата литература критикĕ, тăлмач.
- Лаптев Валерий Янович, — спортсмен, боксер.
- Юн Тани, — чăваш киноактриси.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Чувашская Республика. Общая площадь земель муниципального образования
- ↑ Итоги::Чувашстат. www.chuvash.gks.ru. Тĕрĕсленĕ 29 Кӑрлач уйӑхӗн 2018.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Официаллă сайт
- Етĕрене хулин сайчĕ 2020 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- Етĕрне райрнĕн гербĕ тата ялавĕ
- Етĕрне районĕн гимнĕ
Чăваш Ен |
|||
|---|---|---|---|
Тĕп хула : Шупашкар Муниципаллă-территориллĕ пайланăвĕ:
Районсем : Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ | |||
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |