Контент патне куҫ

Чĕмпĕр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Ульяновск ҫинчен куҫарнӑ)
Чĕмпĕр
Хула гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Чĕмпĕр облаçĕ
Никĕсленĕ: 1648
Хула, çултан: 1796
Халăх йышĕ, пин çын: 623,1 (2005)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ: 54°19′ ç.ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 48°23′ х.т.д.

Чĕмпĕр (выр. Ульяновск) — Чĕмпĕр облаçĕн тĕп хули. 2005 çулта кунта 623,1 пин çын пурăннă. Хула Атăлçи сăртлăхĕ çинче, Атăлпа Сăва юханшывĕсем хĕрринче вырнаçнă.

Хула пуçлăхĕ — Пинков Александр Петрович (2010 çулхи пушăн 14-мĕшĕнчен пуçласа). Суйлавра 39 % сасă пуçтарнă.

В. А. Нестеровăн "Над картой Чувашии" Чĕмпĕр этноним пулса кайнин кăсăк версийĕ пур. Кĕнекере çапла çырнă:

"Чавашсем ăна Чĕмпĕр е Çĕмпĕр теççĕ. Архетип Çĕмпĕр çĕмпĕ+ер тытăнса тăрать, венгр чĕлхинче: çĕмпе - "хирĕçле" е кăткăс сăмахăн префиксĕ (сăмах тымарĕн умĕнчи пайĕ), хирĕçле куçăма пĕлтерет, ер – юханшыв е юхăм. Çакăнтан: çĕмпĕ+ер=çĕмпĕр "хирĕçле юхăм". Çĕмпĕр ят Атăлпа Сĕве çывхарса пĕрлешсе кайнă пекех хирĕçле юхнă вырăна кăтартать".

Хула тытăмĕ, халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хула тăватă районтан тытăнса тăрать:

Хулана пĕрремĕш хут 1648 çулхи çулçыравра асăнаççĕ. Ку вăл Алексей Михайлович патша Богдан Матвеевич Хитровона Атăлăн анатри юхăмне кайса унта хӳтлĕхсем лартмалли хушура палăрать.

ХVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пуçласа хулана вырăсла Синбирск тенĕ. Синбирск тесе кунта малтан вырнаçнă çавăн пек ятлă пăлхар хулашĕ ячĕнчен панă. Ячĕ мĕнрен пулса кайни çинчен темиçе верси пур. Пĕрисем Синбирск сăмахĕнче чăваш сăмахĕсене кураççĕ, теприсем — пăлхар кнеçĕн ятне, теприсем скандинави е ирçĕ чĕлхин сăмахĕсене.

Хитрово хула вырăнне никĕсленĕ хыççăн Мускава таврăннă. Хула пуçлăхĕ вырăнне Иван Богданович Камынин çарпуçĕ юлнă, хулана малалла хăпартма пикеннĕ.

1652 çулта хулана хăпартса пĕтернĕ. Хулан тĕп вырăнĕ тĕрĕс тăваткал майлă пулнă, йĕри-тавра йывăç пĕренеллĕ хӳмĕ пулнă. Кашни кĕтесре хуралтă пулнă. Чи варринче Тройца соборĕ, çурçĕр енчи хӳмĕ патĕнче хĕрарăмсем сăпас мăнастăрьне вырнаçтарнă.

1708 çулта хула Хусан кĕперниĕ шутне кĕнĕ. 1717 çулта çĕнĕ чикĕсене йĕркеленĕ хыççăн хула Астăрхан кĕпернине кĕме пуçланă. Унта вăл 1728 çулчен пулнă, кайран каялла, Хусан кĕпернине таврăннă.

1783 çулта кунта 15 чиркӳ тата икĕ мăнастăрь тăнă. Чиркӳсенчен пĕри кăна йывăçран пулнă, ыттисем пурте чултан хăпартнăскерсем. Арçынсен мăнастăрне чултан тунă, хĕрарăмсенне — йывăçран.

1796 çулта Чĕмпĕр кĕпернине туса хунă. Ун шутне Улатăр, Ардатов, Пăва, Кăрмăш, Карсун, Çĕнкил, Чĕмпĕр, Сызрань тата 1851 çулта Самар кĕпернине туса хыççăн унта куçнă Ставропольпе Самар уесĕ кĕнĕ.

1864 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче хулара пысăк вут-кăвар тухнă. Хулан чĕрĕкĕ çеç сыхланса юлнă, нумай çын вилнĕ. 15 чиркӳ, 1 500 çурт çунса кайнă. 1888 çулта та пысăк вут-кăвар тухнă. Вăл вăхăтра хулан çурçĕр енче 186 çурт çунса кĕлленнĕ.

Хулана çĕнĕрен хăпартнă хыççăн, 1887 çулхи авăнăн 10-мĕшĕнче хулан çĕнĕ планне хута кĕртнĕ. Çĕнĕ бульварсемпе садсем йĕркеленĕ, çăвасене хула чиккинчен кăларнă.

XIX ĕмĕр вĕçленнĕ çĕре хулара 40 пине яхăн çын пурăннă. Ку вăхăталла Чĕмпĕре çити чукун çула туса çитернĕ. 1913 çулта хулан çĕнĕ планне йĕркеленĕ, анчах та вăрçă пуçланни ăна вăя кĕртме чăрмантарнă.

1917 çулта хулара совет влаçне йĕркеленĕ. Граждан вăрçи вăхăтĕнче Чĕмпĕрте тăтăшах çапăçусем пулса иртнĕ. 1918 çулхи утă уйăхĕнче хулана "шуррисем" ярса илнĕ, 1918 çулхи авăнăн 18-мĕшĕнче хулана "хĕрлисем" килнĕ.

1924 çулта хулана Ульяновск ята панă. Чăвашсем вара çав-çавах кивĕ ятпа усă курнă.

1943 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçне туса хунă хыççăн Чĕмпĕр унăн тĕп хули шутланма пуçлать.

1954 çулта хулара трамвайсене хута янă. 1964 çулта юханшыв порчĕн, 1970 çулта чукун çул вокзалĕн тата авиавокзалăн çурчĕсене хута кĕртнĕ. 1973 çулта троллейбуссем çӳреме пуçланă.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чĕмпĕр хулинчи Атăл урлă кĕпер
Чĕмпĕрти çĕнĕ кĕпер

Хула Куйбышев чукун çулĕн çыххи шутланать. Чукун çул районĕнче, Атăлăн сылтăм çыранĕнче юханшыв порчĕ вырнаçнă. Трамвайсем, троллейбуссем, автобуссем, маршрут таксисем çӳреççĕ.

Атăлăн икĕ çыранне хулара икĕ кĕпер çыхăнтарать.

Çавăн пекех хулан икĕ аэропорт пур: Чĕмпĕр—Тĕп тата Чĕмпĕр—Хĕвелтухăç. Авианова тата Аэрофлот компанисем Мускав-Чĕмпĕр рейсĕсенче ĕçлеççĕ.

Чĕмпĕр урлă регион шайĕнчи автотрассăсем иртеççĕ:

Транспорт çитмеллĕхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Типографи

Чĕмпĕртен урăх хуласене çитме хушă:

Тăванлă хуласем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]