Силэнд

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Силэнд ĕмпӳлĕх - Çурçĕр тинĕсĕнчи хăйнехăй ирĕклĕхлĕ патшалăх.

Тупмалли

[тӳрлет] Кун-çулĕ

Силэнд патшалăхĕ çурални утмăлмĕш çулсенче Европăра коммерци радио аталанăвĕпе çыхăннă. Малтанах патшалăхăн мар радиостанцисене саккунпа эфира кĕртмен, çавăнпа вара трансляцисене Европа çĕршывĕсен çыранĕсем çывăхĕнче якорь пăрахнă карапсем çинчен иртернĕ. 1966 çулта пĕр радиоаскăнчăк, акăлчан çарĕңче хĕсметре тăнă Пэдди Рой Бейтс майор, британ çыранĕ çумĕнчи пăрахса хăварнă платформăна хăй аллине çавăрса илет. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи тапхăрĕнче çак платформа çинче çӳлтӳперен тапăнасран сыхлакан çар хӳтлĕхĕ пулнă. Платформăна икĕ турул çинче вырнаçтарнă, виççĕр ытла çын пурăнмалăх вырăн туса хатĕрленĕ.

1967 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Бейтс хăйнехăй ирĕклĕх илнĕ те хăйне Рой тиккĕ, арăмне Джоан елик тесе пĕлтернĕ, паспортсем пама, укçа пичетлеме, маркăсем кăларма пуçланă. Вунă çул хушшинче 200 паспорт сутма пултарнă.

Укçи- ылтăн дублонĕ- 500 долларпа тан, тата кĕмĕл укçа - 25 долларлăх – икĕ енчен те монарх айăк сăнĕ. Çĕр-шыв тăвас ĕçĕсене пĕр миллиона яхăн фунт стерлинг укçа тăкнă. 1968 çулта буя юсас тĕллевпе Силэнд ĕмпĕлĕх шывне акăлчан патшалăх карапĕ пырса кĕнĕ. Темиçе хутчен асăрхаттарнă хыççăн патшалăх тытăçĕ тупăран пенĕ, вара карапĕ васкасах ку шывран шăвăнса тухнă.

Ун хыççăн Рой тиккĕне британ судне явап тытма чĕннĕ. Анчах та суд çак ĕç тĕллипе приговор кăларман, мĕншĕн тесен платформа çав вăхăтра Аслă Британи шывĕсен шутĕнче пулман. Суд йышăнăвне Рой тиккĕ хăйĕн çĕр-шывне официаллă палăртнă акт теме пуçланă.

1999 çулта принц Рой çемьипе Британине пурăнма куçнă, паянкун Силэнд ĕмпӳлĕхе кăнартикки Майкл тытса тăрать. Çав çулах HavenCo корпораци кнеçлĕхпе сăмах ирĕклĕхне çирĕплетсе пĕрлешӳ хутне çырнă.

HavenCo Силэндра урăх патшалăх çĕрĕсенче проектсем валли хостинг йĕркелеме май çуккине пула çак хăйнемай ирĕклĕ саккунсемпе пурăнакан патшалăхра ĕçсене тăвас тенĕ. Çапах та техника тата администраци чăрмавсене пула уçса парайман, çавăнпа та çак ĕç-пуç пăчланса ларать.

[тӳрлет] Вак укçасем

Силэндăн вак укçисем, сулахайран сылтăмалла: ½ доллар, кĕмĕл доллар тата ¼ доллар

Нумизмат ĕç-пуçĕ валли кнеçлĕхре çак вак укçана çапса кăларнă:

Хаклăх Материал Кăларнă çул
¼ доллар бронза 1994
¼ доллар кĕмĕл 1994
½ доллар пăхăр-никель хутăшĕ 1994
½ доллар кĕмĕл 1994
1 доллар бронза 1994
1 доллар кĕмĕл 1994
2½ доллар бронза 1994
10 доллар кĕмĕл 1972
10 доллар кĕмĕл 1977
30 доллар кĕмĕл 1972
100 доллар ылтăн 1977

[тӳрлет] Почтă марккисем

Силэнд гербĕн ӳкерчĕклĕ почтă маркки

[тӳрлет] Чиркӳ

Силэндра 2006 çулхи юпан 12-мĕшĕнче никĕсленĕ Силэнд Анкăл чиркĕвĕ ĕçлет.[1]

Силэнд территоринче Таса Брендан ячĕн[2]часовньи пур[1], ăна Митрополит пăхса тăрать[3].

[тӳрлет] Спорт

Силэндра тĕрлĕ тĕслĕ спортпа, сăмахран, мини-гольфпа, хăтланакан çын та пур. Çаплах Силэнд хăйĕн футбол команди пур.

[тӳрлет] Асăрхăвсем

[тӳрлет] Каçăсем

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем