Вăтаел (Патăрьел районĕ)
Вăтаел
|
Вăтаел, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. Патăрьелтен 7 çухрăмра вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялта фельдшер пункчĕ, вулавăш пур. Кунтах "Родник"ял хуçалăх фирми вырнаçнă.
Кунçул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1642-мĕш çулта хальхи Тăвай районĕнчи Вăтаел (Тăвай районĕ) ялĕн çыннисем "Кив çурт вырăнĕнче" никĕсленĕ. Каярахпа урăх вырăна куçнă.
Вăтаел ял çыннисене 1742-мĕш çулта вăйпа тĕне кĕртнĕ. Патшалăх хресченĕсенчен удела куçарсан чи лайăх çĕрсепмсĕр тăрса юлнă.
1868 çулта ялта 60 кил пулнă. 151 арçын, 157 хĕрарăм пурăннă.
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пăва уесне, кайран вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Чăваш Енĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Çак тапхăрти ял Патăръел вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕ хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа хальхи вăхăта çити Патăръел районне кĕрет[1].
Валентина Яковлева тексчĕ (2005)[2]
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вăтаел ялĕ çырма — çатраллă, сăртлă вырăнта Пăла шывĕн сулахай енче вырнаçнă. Кашни кун куракан çынна кунти илемлĕх куçа илĕртмест тесен те юрать. Анчах çуркуннехи илем хуть кама та тыткăна илет. Сăрт çамкине вырнаçнă сад качча каякан хĕрĕн пĕркенчĕкне аса илтернĕн кĕпер урлă каçсанах куçа курăнать.
Яла пырса кĕрекенсем Пăла шывĕ урлă каçса кĕреççĕ. Шыв урлă каçма халь бетон кĕпер хывнă. Унччен çӳрхи ейӳ тухсан йывăç кĕпере кашни çулах сӳтетчĕç. Каярахпа кĕпер тунине курма ача — пăча йышлă пухăнатчĕ. Кĕпер Вăтаелсемшĕн аслă çулпа çыхăнтаракан пĕртен- пĕр çул-çке-ха. Халĕ вара унчченхи кĕпер çинчен никамах та аса илмест.
Ялăн хĕвел тухăç енче икĕ сад: пĕри — ял çумĕнчех вырнаçнă, тепри — пысăк çырма урлă. Çаксем илем кӳреççĕ те яла. Хĕвел анăç енче икĕ пысăк кӳлĕ. Вĕсен йĕри-тавра ӳсекен хурăнсем вăйă карти тунă хĕрсем ушкăнне аса илтереççĕ. Кӳлĕ çывăхĕнчех ĕлĕкхи Вăтаел чăвашĕсен йăли-йĕркине аса илтерсе тăракан Киремет йывăççи. Халĕ те хăш-пĕр чухне йывăç çинче хăю е алшăлли çакăнса тăнине курма пулать. Апла пулсан ĕлĕкхи йăлана тытса пыракан ватăсем ялта пĕтмен-ха. Çамрăк ачасене ашшĕ-амăшсем çак йывăç патĕнче выляма хушмаççĕ. «Киремет йывăççи хатарлă йывăç. Ун патĕнче ан выльăр», — тенине час-часах илтме пулать.
Пăла шывĕ Вăтаел ялĕ патĕнчен темиçе кукăр туса юхать. Е вăл ял çумĕнченех юхать, ун пек чухне хăшпĕр çынсен пысăк пахчи çумĕпех иртет вăл, е пачах тепĕр майлă, кӳршĕ ял çумнех çитсе тăрать. Хăй вăхăтĕнче тӳрлетме те хăтланса пăхрĕç. Çапах çут çанталăк хăйĕннех тăвать. Кивĕ çулне те пăрахмасть. Çак икĕ çул хушшинче утрав пулса юлнă. Ăна ял çыннисем утрав тесех калаççĕ. Унта колхоз та, ял çыннисем те ним те акмаççĕ. Утрав çеремленсе кайнă. Çулла унта ытларах ĕне-пăру, лаша çӳретеççĕ. Сыхласа çӳрейменнисем выльăххисене çапса хураççĕ.
Çак вырăна ытларах ачасем кăмăллаççĕ. Кунта ĕне-выльăх çитернĕ чухне тĕрлĕрен вăйăсем выляççĕ. Юмах-халап итлеççĕ.
Паллă çынсем, ытти харкамлăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сабаева Анна Илларионовна (1918-27.12.1952), 1942-1947-мĕш çулсенче Тури Туçа шкулĕнче завуч, 1947-1952-мĕш çулсенче унтах директор пулнă.
- Сорокин Валерий Трофимович — "Хыпар" хаçатра тата "Тăван Ен" хаçатра (Шупашкар районĕ) ĕçленĕ журналист.
- Сорокин Владимир Степанович (1929-2007) — РСФСР тава тивĕçлĕ çурттăвăмçи (1966)[3].
- Козлов Василий Владимирович — Раççей Федерайийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентÿ хисеплĕ ĕçлевçи, чикĕçĕсен çарти виçĕ енлĕн ăмăртасси енĕпе СССР спорт маçтăрĕ, Патăрьел районĕнчи паллă волейболçă[4].
- Кадкин Иван Алексеевич (1955-2010), юрист[5], патшалăх тата Конституцилле тивĕç-ирĕк енĕпе специалист, Мускаври Ломоносов ячĕллĕ университета хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ.
- Шайкин Ванифатий Васильевич (1962 çур.) — Шупашкарти юханшыв порчĕн пуçлăхĕ (гендиректорĕ)[6].
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Валентина Яковлева, «Пăла шывĕ хĕрринче», 2011.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Тихашка — Электронлă вулавăш (Ку текст Интернетра урăх тĕлте те пур
- ^ Н.Б. Малясова. Сорокин Владимир Степанович — Электронла чăваш энциклопедийĕ.
- ^ А. Егорова. [Кăтартуллă пограничник, спортсмен, педагог-ветеран.] — Авангард, çу, 26, 2020. — с.3.
- ^ Кадкин, И. Наци патшалҭхӗ / И. Кадкин // Хыпар. - 1996. - 28 ҫу.
- ^ Юханшыв порчӗн гендиректорӗ тава тивӗҫлӗ ята тивӗҫнӗ
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Патăрьел районĕн пурăнан вырăнĕсем |
||
---|---|---|
Алманчă • Анат Атăк • Анат Тăрмăш • Анат Туçа • Анат Чакă • Аслă Чемен • Апрушнай • Вăрманхĕрри Шăхаль • Вăтаел • Еншик • Именкасси • Ишлĕ-Шетмĕ • Йăлăм Патăръел • Каншел • Кĕçĕн Арапуç • Кĕçĕн Шăнкăртам • Кĕçĕн Чемен • Кивĕ Ахпӳрт • Кивĕ Катек • Кословккă • Ксыл-Камыш • Ксыл-Чишма • Люля • Начар Упи • Нăрваш Шăхаль • Пăлакасси • Пăлапуç Нурăс • Пăлапуç Пашьел • Пăлаçи Атăк • Патăрьел • Первомайски • Пӳртлĕ • Сăкăт • Сител • Çăл Атăк • Çĕнĕ Ахпӳрт • Çĕнĕ Чаткас • Çĕнъял • Татмăш • Тăрăн • Тикеш • Треньел • Тури Тăрмăш • Тури Туçа • Тури Чакă • Турхан • Тутар Сăкăчĕ • Тутар Тимешĕ • Ульяновка • Упамса • Хирти Пикшик • Хурама Тăвар • Чăваш Ишек • Шăнкăртам • Шăхаль • Шăхач • Шетмĕ • Ырлăх • Ыхра Çырми |