Ксыл-Чишма
Ксыл-Чишма
|
Ксыл-Чишма, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи мишер ялĕ.
Центăртан 30 çухрăмра вырнаçнă. Яла район центрĕпе асфальтлă çул çыхăнтарать. Кăзăл Чишма Красномайск тата Алманчă ялĕсемпе кӳршĕллĕ вырнаçнă.
Ялта шкул, ял вулавăшĕ, çемье врачĕн оффисĕ вырнаçнă.
Истории
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кăзăл Чишма ялĕ 80 çул каялла никĕсленнĕ. Тĕрлĕ архив хыпарĕсепме çăлкуçĕсем тăрăх, ватă çынсем каласа хăварнипе ял пуçланса кайнине тĕрлĕрен ăнлантарма пулать. Анчах та чи тĕрĕсси вĕсенчен ял 1928 çулта никĕсленни çинчен палăртать.
1919 çулччен Чĕмпĕр кĕпернинчи Пăва уесне Тăмпаель волăçне кĕнĕ.
1928 çулччен Начар Упи ятлă пулнă.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[1].
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2009 çул тĕлне ялта 700 çынна яхăн пурăнать.
Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул, Тухтăрсен пĕтĕмĕшле пулăшу паракан практикă офисĕ, медицина пункчĕ, мечĕт, çыхăну уйрăмĕ, культура керменĕ, ял вулавăшĕ, лавккасем: «Айгуль», «Пегас».
Урамсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ленин, Садовăй, Совет, Тĕп, Чапаев, Шакир-Рахимов.
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кăзăл Чишма ялĕ ячĕ акă çапла пулса кайнă: малтанах ял тăрăхĕнче вăрман кăна пулнă. Çак вăрманта пĕчĕк кӳлĕ пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче пĕр йывăр аманннă салтак çак кӳлĕ патне аран шуса çитнĕ. Унăн юнĕ çак кӳлле юхса тухнă. Унтанпа çак кӳлле «Хĕрлĕ çăлкуç» ят панă. Чăвашларан тутарла куçарсан -- « Кызыл Чишма».
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Абзалов Ринат Абзалович [2]- биологи ăслăхĕсен тухтăрĕ.
- Латыпов Кави Тагирович, сăвăç, прозаик, тăлмач.
- Сулейманов Джавдет Шевкетович- физика-математика ăслăхĕсен наукисен тухтăрĕ.
Асăрхатарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ http://gov.cap.ru/hierarhy.asp?page=./148798/260221/260223 Абзалов Ринат Абзалович Ксыл-Чишма ял тăрăхĕн сайчĕнче
Патăрьел районĕн пурăнан вырăнĕсем |
||
---|---|---|
Алманчă • Анат Атăк • Анат Тăрмăш • Анат Туçа • Анат Чакă • Аслă Чемен • Апрушнай • Вăрманхĕрри Шăхаль • Вăтаел • Еншик • Именкасси • Ишлĕ-Шетмĕ • Йăлăм Патăръел • Каншел • Кĕçĕн Арапуç • Кĕçĕн Шăнкăртам • Кĕçĕн Чемен • Кивĕ Ахпӳрт • Кивĕ Катек • Кословккă • Ксыл-Камыш • Ксыл-Чишма • Люля • Начар Упи • Нăрваш Шăхаль • Пăлакасси • Пăлапуç Нурăс • Пăлапуç Пашьел • Пăлаçи Атăк • Патăрьел • Первомайски • Пӳртлĕ • Сăкăт • Сител • Çăл Атăк • Çĕнĕ Ахпӳрт • Çĕнĕ Чаткас • Çĕнъял • Татмăш • Тăрăн • Тикеш • Треньел • Тури Тăрмăш • Тури Туçа • Тури Чакă • Турхан • Тутар Сăкăчĕ • Тутар Тимешĕ • Ульяновка • Упамса • Хирти Пикшик • Хурама Тăвар • Чăваш Ишек • Шăнкăртам • Шăхаль • Шăхач • Шетмĕ • Ырлăх • Ыхра Çырми |