Пĕчĕк Мĕлĕш
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Павлушкăнь
|
Пĕчĕк Мĕлĕш е Павлушкăнь, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи, Тавăт ял тăрăхне кĕрекен ял.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хирлеп юханшыв хĕрринче вырнаçнă. Асфальт хывнă автоçулпа Хитекушкăньпе тата Хураварпа çыхăнать. Кăк ялĕпе, Хирлеппуç Мĕлĕшĕпе, тăпра çулĕ кăна.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял пĕр урамлă — Тельман урамĕ, 75 çын (2006) пурăнать.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӗлĕкрех "Пĕчĕк Мĕлĕш", "Çĕн ушкăн Мĕлĕш" ятсемпе паллă пулнă. Халăхра çӳрекен халапсене ĕненсе çакна калама пулать: авал 5 Мĕлĕш пĕр ял пулнă, кайран вĕсем саланса кайнă та Хуравар, Мĕлĕш, Хитек, Хирлеппуç, Торăпкасси, Çĕнушкăнь ялĕсем пулса тăнă.
1859 çул тĕлне ялта 14 кил, 47 арçынпа 37 хĕрарăм пурăннă. 1907 çул тĕлне 126 çын, 1928 ç. — 30 килте 145 çын пурăннă. Ял Элĕк чиркӳ прихутне кĕнĕ.
1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Александр атте — пачăшкă.
- Николаев Вениамин Николаевич — истори ăслăхĕсен кандидачĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Павлушкăнь фотографире 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
Тавăт ял тăрăхĕн пурăнан вырăнĕсем |
|
---|---|
Тавăт ялĕ — администраци центрĕ ялсем: Илленушкăнь | Кĕçĕн Тăван | Торăпкасси | Павлушкăнь | Хитекушкăнь | Хирлеппуç Мĕлĕш | Хуравар | Шураç | |
Хирлеп çинчи ( шыв пуçламăшĕнчен шыв вăррине çити) пурăнан вырăнсем | |
---|---|
Хирлеппуç Мĕлĕш | Хурăн Кăкшăм | Мăн Хирлеп | Малти Хирлеп | Кайри Хирлеп | Кармал (Элĕк районĕ) | Тени | Торăпкасси | Хитекушкăнь | Хуравар | Кармал | Мăн Тукташ | Павлушкăнь | Тавăт| Йăранар | Кăмпал | Кивĕ ял | |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |