Толбухин Фёдор Иванович
Толбухин Фёдор Иванович | ||||||||||||||||||||||||||||
Çуралнă вăхăт | 1906, çĕртме, 16 | |||||||||||||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Андроники ялĕ халь Ярославль кĕперни Ярославль облаçĕ Раççей | |||||||||||||||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт | 1949, юпа, 17 | |||||||||||||||||||||||||||
Вилнĕ вырăн | Мускав СССР | |||||||||||||||||||||||||||
Пăхăнулăх | СССР | |||||||||||||||||||||||||||
Хĕсмет çулĕсем | - | |||||||||||||||||||||||||||
Хисеп | ||||||||||||||||||||||||||||
Командăланă |
57-мĕш çар, 68--мĕш çар, 3-мĕш Украина фрончĕ, 4-мĕш Украина фрончĕ | |||||||||||||||||||||||||||
Çапăçусем/вăрçăсем |
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи, Граждан вăрçи, Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||||||||||||||||||||||||||
Чыславсем тата парнесем |
Раççей империн чыславĕсем Ют патшалăх чыславĕсем |
Фёдор Иванович Толбухин — (16.6.1894 — 17.10.1949) — паллă совет çарпуçĕ , Совет Союзĕн Маршалĕ , Югослави Халăх Паттăрĕ, Совет Союзĕн Паттăрĕ (вилĕмĕ хыççăн), Болгари Паттăрĕ (вилнĕ хыççăн), Çĕнтерӳ орденĕ кавалерĕ.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1894 çулхи çĕртме, 16 Ярослав кĕпернин (Ярослав облаçĕн Толбухин районĕ) Андроники ялĕнче çĕр ĕçтĕш çемйинче çуралнă. Чиркӳ-прихут тата Давыдково çĕрĕн шкулĕнче вĕреннĕ.
1912 çулта Петербургри коммерци училищинче вĕренсе тухнă та Петербургра бухгалтер пулса ĕçленĕ.
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хĕсмете илсен, ăна прапорщиксен шкулне пĕлӳ пухма яраççĕ. 1915 çулта фронта яраççĕ. Кăнтăр-Анăç фронтĕнче ротăна, батольона ертсе пынă, çапăçура палăрнăшăн Анна тата Станислав орденĕсемпе тивĕçтернĕ.
Февраль революцийĕ пулса иртсен полк комитечĕн ертӳçине суйланă. Вăрçăн вĕçленĕвне штабс-капитан хисепĕпе кĕтсе илнĕ, 1918 çулта демобилизации ĕретне лекнĕ.
Часах РКХÇ ĕретне тăрать. 1919 çулта штаб хĕсмечĕн шкулĕнче пĕлу илет, граждан вăрçине хутшăнать: Çурçĕр тата Анăç фрнчĕсенче штаб хĕсмет вырăнĕсене йышăнать. 1921 çулта Кронштадт пăлхавне пусарнă çĕре хутшăнать, каярах Карелире шурă финнсемпе çапăçать.
Аслă командир йыш курсĕсенче 1927 тата 1930 çç., 1934 - Фрунзе ячĕллĕ Çар академинчен вĕренсе тухать. Дивизин, корпусăн штаб пуçлăхĕ, дивизин ертӳçи пулса хĕсмете тăрать. 1938—1941 Ф. И. Толбухин - Кавказ лешьен çар тăрăхĕн штаб пуçлăхĕ. 1940 çулхи çĕртмере РККА-ра генерал хисеп паллисене кĕртсен, ăна генерал-майор çар тивĕçне параççĕ.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче Ф. И. Толбухин - Кавказ-лешьенчи (çурла — раштав 1941), Кавказ (раштав, 1941 — кăрлач, 1942) тата Крым (кăрлач — пуш, 1942) фрончĕсен фрончĕн штаб пуçлăхĕ, Сталинград вăрçă тăрăхĕнчи çарсен (çу — утă, 1942) çарпуçĕн çумĕ, 57-мĕш тата 68-мĕш çарсен çарпуçĕ Сталинград тата Çурçĕр-Анăç фрончĕ (утă, 1942 — пуш, 1943). 1943 кăрлач ,19 «генерал-лейтенант», тепĕр виççĕ уйăхран, ака, 28 1943 — «генерал-полковник», авăн, 21 çав çулах — «çар генералĕ» çар хисепне тивĕç пулать.
1943 пуш уйăхĕнче Ф. И. Толбухин Кăнтăр (чӳк, 20 1943 ç. 4-мĕш Украина фрончĕ пулать) çу 1944 — 3-мĕш Украина фрончĕн çарпуçĕ. Авăн, 12 1944 — Совет Союзĕн Маршалĕ. Сталинград çапăçăвĕнче, Тан çинчи, Донбассри çапăçусенче çарсене ертсе пынă, Югославие, Румыние, Венгрие ирĕке кăларнă кампанисене хутшăннă. Авăн, 1944 — Болгарин Пĕрлĕхлĕ контроль комиссийĕн ертӳçĕ. 1949 çулта пăлхар хулине Добрича Толбухин ятне панă, çăк ята вăл 1991 çулччен йышăнса тытнă.
Вăрçă хыççăн маршал Ф. И. Толбухин — Кăнтăр çар ушкăнĕн çарпуçĕ, кăрлач 1947 — Кавказ лешьен çар тăрăхĕн çарĕсен çарпуçĕ; СССР Аслă Канашĕн II чĕнĕвĕн депутачĕ.
Чӳк, 17 1949 Мускавра вилнĕ. Кремаци туса, кĕл арчине Хĕрлĕ Лапамри Кремль Некрополĕнче пытарнă.
СССР Аслă Канаш Президиумĕн çу, 7 1965 Хушăвĕпе чаплă çарпуçа Совет Союзĕн Маршалне — Фёдор Иванович Толбухина Совет Союзĕн Паттăрĕн ячĕпе тивĕçтернĕ (çĕре кĕнĕ хыççăн).
Чыславсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Çĕнтерӳ» орденĕ
- виçĕ Ленин орденĕ
- виçĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ
- икĕ Суворов орденĕ 1-мĕш степеньлĕ
- Кутузов орденĕ 1-мĕш степеньлĕ
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
- ют çĕр орденĕмеипе медалĕсем.
- София хулин хисеплĕ гражданинĕ
- Белград хулин хисеплĕ гражданинĕ
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1960 çулта Мускавра Самотёчный бульвар урамĕнче Ф. И. Толбухинăн палăкне лартнă.
- Бюст, Тутаев Ярослав облаçĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь. Т.2. М.:Воениз.1988
- Кузнецов П. Г., Маршал Толбухин [1894-1949]. — М., 1966.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кавалер ордена Победы Маршал Советского Союза Ф.И. Толбухин 2007 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- Генерал армии Махмут ГАРЕЕВ, доктор исторических наук. Маршал Толбухин. Красная звезда, 2000 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- Толбухин Федор Иванович
- Полководцы и военачальники Великой Отечественной. Вып.2 — М.: Молодая гвардия, 1979
«Çĕнтерӳ» орденĕн кавалерĕсем |
||
---|---|---|
Иккĕ хутчен | ||
Пĕр хутчен | ||
Ют çынсем |
Совет Союзĕн Маршалĕсем | ||
---|---|---|
Ворошилов • Тухачевский1,2 • Будённый • Егоров • Блюхер • Тимошенко • Кулик1,2 • Шапошников • Жуков • Василевский • Сталин • Конев • Говоров • Рокоссовский • Малиновский • Толбухин • Мерецков • Берия1 • Соколовский • Булганин1 • Баграмян • Бирюзов • Гречко • Ерёменко • Москаленко • Чуйков • Захаров • Голиков • Крылов • Якубовский • Батицкий • Кошевой • Брежнев • Устинов • Куликов3 • Огарков • Соколов3 • Ахромеев • Куркоткин • Петров3 • Язов3 1 Хисепе çухатнисем 2 Хисепе тавăрнисем 3 Халĕ пурăнакансем |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Википедия:Изображение в статье дублирует изображение в карточке
- Ярославль облаçĕче çуралнисем
- Мускавра вилнисем
- Совет Союзĕн Маршалĕсем
- «Çĕнтерӳ» орденĕн кавалерĕсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- 1 степеньлĕ Суворов орденĕн кавалерĕсем
- 1 степеньлĕ Кутузов орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- «Севастополе хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Кавказа хӳтĕленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Будапешта илнĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Венăна илнĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Белграда ирĕке кăларнăшăн медаль» медальпе чысланисем
- «РХХÇ XX çулта» медальпе чысланисем
- Сăваплă Аннăн орденĕн кавалерĕсем
- Сăваплă Станиславăн орденĕн кавалерĕсем
- ПХР паттăрĕсем
- Югославин халăх паттăрĕсем
- Хисеп легионĕ орденĕн аслă офицерĕсем
- Википеди:Вăрçă ĕçченĕсем пирки портретсăр статьясем
- СССР çарпуçĕсем
- «Çĕнтерӳ» орден кавалерĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем
- Иккĕмĕш Тĕнче вăрçине хутшăннисем
- Икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Суворов орден кавалерĕсем
- Кутузов орден кавалерĕсем
- Ленин орден кавалерĕсем
- Октябрь Революци орден кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орден кавалерĕсем
- 1894 çулта çуралнисем
- Çĕртмен 16-мĕшĕнче çуралнисем
- 1949 çулта вилнисем
- Юпан 17-мĕшĕнче вилнисем