Википеди — тĕрлĕ чĕлхеллĕ вики-технологипе ĕçлекен ирĕклĕ энциклопеди. Чăваш уйрăмĕ 2004 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче уçăлнă. Ырă кăмăллă мĕнпур çынна хамăр пата Википедире ĕçлеме чĕнетпĕр! Халĕ пирĕн энциклопединче 56 718 статья. Кашни хутшăнакан Википедири статьясене тӳрлетме е çĕнĕрен пуçлама пултарать. Эсир Википедие анлă та тарăн хыпарпа пуянлатасса чун-чĕререн шанатпăр.
Суйласа илнĕ статьясем
Руç коро́лĕ́ (лат.Rex Russiae е Rusiae) — Анăç Европăри вăтам ĕмĕрсенчи документсенче тата нарративлă çăлкуçсенче вырăс тытăмçисене асăннă чухне ускурнă титул. Хăшпĕр тытăмçăсене ăна йышăнма сĕннĕ. Çак титула илнĕ пĕртен-пĕр тĕслĕх — галич-волынь кнеçĕДаниил Галицкий (1253 çул).
Александр Филюшкин каланипе, Руç политикин культуринче çак титул вырнаçанайман, «вырăс историнче тĕлĕнтермĕшлĕ эпизод евĕр ĕмĕлкеленсе иртсе кайнă».
Ше́рпсем, пĕр. хисепре шерп е шерпа (тиб.ཤར་བ་, вайли shar pa ‘тухăç çыннисем') — Тухăç Непалри, Джомолунгма тăвĕ таврашĕнче, çаплах Индире пурăнакан халăхлăх. Тăван ячĕ — шаркхомбо. Шерпсен чĕлхи — кангпо — тибет-бирма чĕлхисен кăнтăр турачĕ йышне кĕрет; çапах та ытти Тибет чĕлхисенчен питĕ уйрăлса тăрать.
Ытларахăшĕ Непалăн тухăç регионĕсенче пурăнать; хăшпĕррисем анăçарах, Ролвалинг (Rolwaling) айлăмĕнче тата Катмандуран çурçĕререх Хеламбура вырнаçнă. Непалри шерпсен чи авалхи ялĕ — Тенгбоче.
Чăваш Википедине тӳрлетме хăтлăрах пулмашкăн хăвăрăн компьютер çине чăваш сарăмне лартмалла. Ăна епле лартмалли пирки кунта ăнлантарса панă. Çавăн пекех сире Arial Unicode MS е Code2000 шрифчĕ кирлĕ пулĕ, вĕсене Unicode сарăмĕсенче усă курма пулать. Енчен те сирĕн Windows XP е Windows 2000 операци системи пур пулсан, ĕçлеме питĕ ансат пулĕччĕ.
Эхер те сирĕн комьютерăн чăваш сарăмĕ çук пулсан е унпа усă курма меллĕ мар пулсан, хăвăра май текста вырнаçтарма пултаратăр (тĕслĕхрен, ă вырăнне а, ĕ — е, ç — с, ӳ — у çырма пултаратăр), е латин сасă паллисемпе усă курăр. Эсир çырнине ытти хутшăнакансем тӳрлетĕç.