Контент патне куҫ

Кăнна Кушки

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ял
Кăнна Кушки
Кăнна Кушки
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Тутарстан
Муниципаллă район Теччĕ
Ял тăрăхĕ Кăнна Кушки
Координатсем 54°49′11″ с. ш. 48°30′32″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану урамсем
Ял  Ял
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним кăннакушкисем, кушкăсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 84373
Почтă индексĕ 422383
Автомобиль кочĕ 16, 116, 716
ОКАТО кочĕ 92 255 832 001
Кăнна Кушки (Раççей)
Точка
Кăнна Кушки (Тутарстан)
Точка

Кăнна Кушки (выр. Кошки-Новотимбаево, тут. Күшки-Яңа-Тимбай) — Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи чăваш ялĕ. Кăнна шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Кунта Яковлев Иван Яковлевич (1848-1930) çуралса ÿснĕ.

Ялтан 4 çухрăмра Хулаш (хула вырăнĕ) пур. Çав вырăна пĕр вăхăт хушши Кăнна Кушки çыннисем уйрăлса тухса пурăннă, ялĕ те Хулаш ятлах пулнă; кайран çынсем каялла таврăнса Хулашкасси пуçарса янă. Кăнна Кушкипе Хулаш хушшинче Кĕçĕн Ур тата Аслă Ур çырмисем пур. Çаван пекех Иванскипе (12 кил, 18 çын) Маевка ялĕсем уйрăлса тухнă.

Ялпа юнашар 4 çăл пур, вĕсене тирпейленĕ. Вĕсем шутĕнче Макласапа Караска.

1593/94-мĕш çулсенче Çерпӳ уесĕнчи Кушкă вулăсĕнчи ясак хресченĕсем Тинпайпа Кизилпай Янышевсем юлташĕсемпе Хырла хĕррине куçса Тимпаел ялĕ никĕсленĕ.

1705 çулта Хырал хĕрринчи çĕрĕсен пăрахса Кăнна юханшывĕ хĕрринче çĕнĕ ял никĕсленнĕ. Çав çулах вырăс хресченĕсене Семен Макарьевпа юлташĕсене çав пушă ялта ясак уйăрса панă[1]

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1727 çулхи пĕрремеш ревизи вăхăтĕнче ялта 144 ясак хресченне палăртнă. 1762-мĕш çулта 199 арçын, 215 хĕрарăм.

Ялта ял тăрăхĕн çурчĕ, "Память Яковлева" ПСХК правленийĕ, вăтам шкул,фельдшер пункчĕ, клуб, И.Я. Яковлев музейĕ, ял вулавăшĕ, почта, часавай, сбербанк уйрăмĕ пур. Яла газпроводпа водопровод кĕртнĕ. Пӳрт çумĕнче 33 сотка çĕр лаптăкĕ [2].

Ялти урамсен, паллах официаллă ячĕсем пур. Çав вăхăтрах вĕсен кулленхи калаçусенче усă куракан ячĕсем пирки те калама пулать. Кĕтескас, Хулаш касси, Чечен кас.

Яковлев палăкĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2008 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче И.Я. Яковлев çуттатуртавçă çуралнăранпа 160 çул çитнипе ялта ун палăкĕ туса хучĕç. Скульпторĕ В. Нагорнов. Уçнă церемонинче Чăваш Енрен, Тутарстан Республикинчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен сумлă çынсем килсе пухăнчĕç. [3].

Паллă çынсем, ытти харкамлăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
I Y Yakovlev

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Димитриев В.Д. Из истории родной деревни И.Я.Яковлева //История и культура Чувашской АССР,. — Шупашкар: ЧНИИ, 1975.
  2. ^ Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Чебоксары, 2002. 192 с.
  3. ^ Паян палăк уçрĕç 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.«Сувар» хаçатăн 2008-04-18-мĕшĕн кăларăмĕнчи статья
  4. ^ Дегтярёв Г. А. Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  5. ^ КОНЦЕРТ УДИВИТЕЛЬНОЙ ЖИЗНИ