Кивьял (Тутарстанăн Теччĕ районĕ)
Кивьял
|
Кивьял (выр. Пролей Каша)— Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи чăваш ялĕ. Ялтан район центрне çитме 15 километр, Хусана – 175, Пăвари чукун çул станцине – 60. Яла Теччĕ – Ульяновск маршрутлă автобуспа çитме пулать.
Географилле тăрăм[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ял, пур енчен илсен те, çав тери юрăхлă, меллĕ, хăтлă вырăнта вырнаçнă. Çак тĕлте, Атăл çывăхĕнчи сăртсенчен, Кăнна шывĕпе унăн çÿлти юпписем пуçланса каяççĕ. Эппин, Атăлĕ те аякра мар. Теччĕ-Чĕмпĕр автоçул иртет. Çавна кура ял чечекленмелле те чечекленмелле пек. Чăннипе вара çывăхри Пухтел, Юккел ялĕсем чылай тĕреклĕрех курăнаççĕ.
Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1611-мĕш çулта чăвашсем Теччĕ хулинчен 15 çухрăм кăнтăрарах çак яла никĕсленĕ [1]. Ялпа юнашар Теччĕ заска йĕрĕ иртнĕ [2]. 1618-мĕш çулхи августăн 4-мĕшĕнче, хурал çырсатухăвĕпе килĕшуллĕн, ялта 40 кил пулнине палартнă. Çынсенчен ытларахăшĕ 2 е 3 çул кунта пурăнма ĕлкĕрнĕ ку тĕлте. Таркăн ясак тÿлекен хресченсем ăçтан килни те паллă: 20 кил — Сĕве уесĕнчен, 10 кил — Çĕрпÿ уесĕнчен, 7 кил — Шупашкар уесĕнчен, 2 кил — Кăрмăш уесĕнчен, 1 кил — Кадом уесĕнчен. 1619-мĕш çулхи хурал çырсатухăвĕнче чăвашсем тата латышсем пурăнакан ял тенĕ. Ăçтан килсе лекнĕ-ха юлашкинчен асăннисем? Вăрçă-харçăсенче тыткăна лекнĕ латышсене кунта илсе килсе вырнаçтарнă теес пулать.[3]
Паллă çыннисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Якушкин Николай Михайлович - экономика ăслăхĕсен докторĕ, Тутарстан республикин ялхуçалăх министăрĕн çумĕ.
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Г. Перетяткович. Поволжье в 17 и начале 18 века. 1882 г.
- ^ Казанский край в ХVII в.
- ^ Димитриев В.Д. Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993. — С. 196.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Теччĕ районĕн пурăнан вырăнĕсем | ||
---|---|---|
Администраци центрĕ: Теччĕ хула Ялсем: Анат Таркан • Аслă Ăнă • Аслă Таркан • Ахтапан • Берлек • Ивански • Ивански • Катăш • Кашка • Кăнна Кушки • Кĕлмет • Кивьял • Кирттели • Кивĕ Сăмаравкка • Килтĕш • Кушкуй • Колунец • Майски • Мăкшă Таяпи • Монастырски • Пăхăрçă • Пессун • Победа • Пурччав • Пухтел • Пушчă • Сӳнтĕк • Çармăс • Çĕнĕ Сăмаравкка • Çĕньял • Тарканпуç • Трудовик • Тутар Питенкĕ • Тутар Чураппанĕ • Чăваш Таяпи • Хĕрлĕ Таркан • Хупкĕпер • Чакăлтăм • Чăваш Чураппанĕ • Шанчă • Шÿккев • Урюм • Ӳтемĕш • Юккел |
![]() |
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |