Контент патне куҫ

Ром

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ром кĕленчи

Ром - (фр.-"rhum",исп._"ron",анк.-"rum")- хаяр алкоголь ĕçми. Ром валли чĕртаварсем : пылак хăмăшăн сĕтекĕ (Бразилинче кашаса ĕçми тăваççĕ) тата сахăр тунин каяшĕ - меласса. Паян 90 % рома мелассаран тăваççĕ. Чылайрахăш рома Кариб тинĕсĕ таврашĕнчи çĕр-шывсемче (Куба, Тринидад тата Тобаго, Барбадос, Пуэрто-Рико (АПШ), Мартиника тата Ямайка) хатĕрлеççĕ.

Ром ячĕ ăçтан килнĕ пирки нумай шухăш пур:

  • 1) дан сăмахĕ " roemer " - "чиркке" ;
  • 2) латин сăмахĕ " saccharum " - "пылак" ;
  • 3) франс сăмахĕ " arome " - "тĕхĕм" ;
  • 4) анкăл сăмахĕ " rumbullion " - "пысăк алхас".
Пылак хăмăшĕ

Мелассăна çĕпрепе 2-12 кун хушши йӳçтереççĕ. 10 градуса хăпарнă кăрчамана пăслантарса тасатаççĕ. Тухнă тĕссĕр 60-70 градуслă спирта шывпа хутăшьарсан шурă ром пулать.

Тĕрлĕ ром ĕçмисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Рома тĕнчере тăваттă мелпе тăваççĕ:

  • "шурă ром" ( white/light/silver/blanca/blanc ) - тĕссĕр çемçе çамрăк ром;
  • "ылтăн ром" - ( gold/oro/amber/paille ) 1-2 çул усранă ром. Çунтарнă сахăр (карамель Е150а) ăна ылтăн тĕс парать;
  • "хура ром" - ( dark/black/negro ) вăйлă çунтарнă пичкесемче яхăн 3 çул усрани тĕхĕмлĕ ром ;
  • "усранă ром" - (premium aged/anejo/rhum vieux) юман пичкере 5-12 çул усранăскер.

Хуçалăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ром тăвакан чи пысăк çĕршывсем:

  • «Каталог ликёрно-водочных изделий». М.1957. РСФСР Апат-çимĕçе тирпейлекен промăçлăх министерстви.