Абсент

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Абсент
Тăван çĕршывĕ Франци Франци

Абсе́нт (фр. absinthe — армути, эрем) — 70% (хăш чухне 75 е 85%) алкогольлĕ хаяр алкоголь ĕçми. Абсентăн кирлĕ компоненчĕ — йӳçĕ армутин (лат. Artemisia absinthium) экстрачĕ, унăн эфир çăвĕсенче нумай туйон пур. Туйона пулах абсент чаплă пулать. Абсентăн урăх компоненчĕсем: рим армутийĕ, анис, фенхель, аир, пĕтнек, мелисса, лакрица, дягиль тата урăх курăксем.

Абсент симĕс изумруд тĕслĕ, çапах та янкăр, сарă, хăмăр, хĕрлĕ те пулать. Симĕс тĕс хлорофилла пула. Çутă çинче абсент тĕсе çухатма пултарать, çавăнпа ăна тĕксĕм-симĕс кĕленчене тултараççĕ. Хăйĕн тĕсне пула ĕçмене «Симĕс фея» витлев ят панă. Шыв хушсан абсент тĕксĕмленет, мĕншĕн тесен эфир çăвĕсем спирта шӳтернипе тĕпне анаççĕ[1].

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Бейкер Ф. Абсент // [1]. — Новое литературное обозрение, 2002. — 10000 экз. — ISBN 5-86793-193-5

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]