Суваризм (юхăм)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Атăлçи Пăлхар территорийĕнчи 9-15-мĕш ĕмĕрсенчи йăхсемпе халăхсем. Хăйне "bolgar" тесе палăртнă автор суваризм тата неосуваризм концепцийĕ çине таянса ăсталанă карттă. Асăрхăр: ăçта май килчĕ унта "сувар-пăлхарсене" "чиксе хума" тăрăшнă. Карттăн ăнлантарнинче (легендинче) "сувары" пур, анчах та вăл карттă çинче хăйĕнче çук. Хăлăпкасен ăшĕнче хуласен "чăвашла" ячĕсене палăртса тухнă: Пулкар, Сăвар, Пÿлер, Чÿкту, Хусан, Шупашкар. Тата хайхи Ошель, Тигашево, Таяба тенисен тĕлĕнче унашкал япаласем çук. Çавăн пекех каярахри çăлкуçсенче Собекуляне, Челмата, Худые болгары, Бесермяне, Çăваç[1] тесе палăртнă ушкăнсене те кăтартса тухман.

Суваризмчăвашсен вăтам ĕмĕрсенчи тата авалхи историне тĕпрен илсен савирсемпе (суварсемпе) çыхăнтарса çавна паянхи пурнăçра та усă курас туртăмлă идеологи. Ытларах, паллах, чăвашсем хушшинче сарăлнă, анчах идеологие (чăваш суваризмне) аталантарас текенсем урăх тĕлсенче те пайтах. Çак идеологие тытса пыракансене "суварист" е "сăварçă" теме пулать. Хăйсене хăйсем вĕсем ытларах чухне апла та, капла та каламаççĕ; юхăмне те ятарлă ятпа палăртсах каймаççĕ, — ку вăл пĕтĕмпех сăнаса тăракансен (сăнавçăсен) терминĕсем.

Калас пулать, "Сувар" сăмахпа пропаганда е ăна çывăх пĕчĕк тĕлевсемпе усă курма хăтланнисем тутарсем хушшинче те курăнкалать. Калăпăр, Хусанта çав ятпа палăртнă уйрăм йĕркелĕмсем пур[2][3]. Анчах та кунта теменле акăш-макăш пысăк тĕллевсем пурри курăнмасть. Ытларах чухне пĕтĕмпех ăнсăртран пулса пырать. Çавăнпа та тутар суваризмĕ пирки калаçмалăх сăлтавĕсем çук. Хуть те мĕнле пулсан та, "Сувар" бренда "Пăлхар" брендран çÿлерех хурас шухăш пачах та çук тутарсен.

Суваризмăн экзистенциаллă никĕсĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Суваризм идеологине туса хурасси Атăлçи Пăлхар патшалăхне никĕслекенсем тата кайран унта пурнакансем хушшинче сăварсем те пулнипе çыхăннă. Асăннă йăхсем историлле литературăра (историографире), çавăн пекех çăлкуçсенче те, ытларах савирсем (Кавказра чухне) тата суварсем (Вăтам Атăл тăрăхĕнче) ятсемпе паллă.

Авалхи Кавказри савирсем пирки самаях нумай хыпар пулсан, вăтам ĕмĕрсенчи Вăтам Атăл тăрахĕнчи суварсем пирки пит лайăхах паллă мар. "Сувар" ят Вăтам Атăл тăрăхĕнче, тĕпрен илсен, уйрăм хула пек паллă. Паянхи кунчченех çав хулан йĕррисем хулаш пек упранса юлнă. Анчах та "сувар" сăмаха уйрăм халăх ячĕ пек асăнни пĕр-ик хутран ытла мар тĕл пулать. Вăл шутра — хасар патшин Иосифăн çырăвĕнче[4][5].

Махмуд Кашгарий XI ĕмĕрте суварсем тата вĕсен чĕлхи пирки калани те кăсăклă. Анчах та вăл Вăтам Атăл тăрăхĕнчи суварсем тата палхарсем пирки мар. Акă еплерех комментарилет çакна Сувары.рф. сайт администрацийĕ[6]:

<Куçару: Каспи тăрахĕнчи пăлхарсем тата сăварсем Admin - 11, сентябрь, 2012 - 22:49

Махмуд ал-Кашгари хăйĕн 11-мĕш ĕмĕрти каррттинче Пăлхар хулине Каспи тинесĕ хĕрринче, Атăл вуррин сулахай енче, вырнаçтарнă, Сувар хулине — вурăран сылтăм енче (хальхи Дагестан çĕрĕ çинче теме пулать). Вăл асăнакан палхарсем тата суварсем Византи (Рум) тĕлĕнче паларăннă, урахла каласан, хазарсен тата Дунайçи палхарсен çĕрĕ çинче. Хасарсен каганатне 965-мĕш çулта аркатнă, дунайçи пăлхарсене — 1018-мĕш çулта. Çапла вара Махмуд Кашгарий çавăн хыççăнхи тата çавăнта, Каспи таврашĕнче (çавăн пекех Хура тата Азов тинĕсĕсем енче те пулас), пурăннă сăварсемпе пăлхарсем пирки çырать. Махмуд Кашгарие ĕненес пулсан, вăл тĕлелле огур чĕлхилле пăлхарсемпе сăварсем печенегсен тата/е огузсен тата/е кыпчаксен (кумык-карачай-балкар айушкăн) чĕлхисем çине куçасси вĕçленнĕ темелле — дунайçи палхарсем те кăнтăр славяна тухнă хыççăн. Этнонимĕсем вара сыхланкаласа юлнă. >

Суваризм çуралса малалла аталанни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Суваризм никĕслевçи Н.Я.Марр

Суваризм никĕсĕсене XX ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче шырамалла. Тикĕс мар репутациллĕ[7][8][9][10] Н.Я.Марр академик çапла çырса хăварнă[11][12]:

<Куçару: Тем тесен те ку "Шупаш-кар", урăхла каласан шубашсемпе суварсен хули — шăпах леш хайхи Пăлхар саманисенчи хула, араб географĕсем чăваш тенине пĕлтерекен Suvār сăмахпа асăннăскер.>

Чылай вăхăт хушши академикĕн çак сăмахĕсене пит асăрхасах та кайман пулмалла.

 Ашмаринĕ, Смолинĕ, Маррĕ
Пыраççĕ республикĕме.
— Яхват, — тет пĕри. — Тен, пăлхар-и?
— Шумер, — тет тепри темме.

Кăна Петĕр Хусанкай çырнă ("Паянхи поэма", 1930)[13]. Куратпăр ĕнтĕ, кунта "суваризм" ÿкерĕнме ĕлкĕреймен-ха.

1954-мĕш çулта украин ăславçи-арабçи "Чуваши и булгары по данным Ахмеда Ибн-Фадлана" кĕнеке[14] пичетлесе кăларать. Çавăн пекех вăл, А.П.Ковалевский, , çырнă е хатĕрленĕ ытти кĕнекисене те палăртмалла[15][16][17]. "Чуваши и булгары по данным Ахмеда Ибн-Фадлана" кĕнеке 1964-мĕш çулта Шупашкарта тепĕр хут пичетленсе тухнă. А.П.Ковалевский асăрхханă тесе шутланакан "суваз" сăмах, пĕртен-пĕр хут çеç тĕл пулаканскер, Ибн-Фадлан алçырăвĕнче ак çакнашкал контекстра палăрать:

Кунсăр пуçне, [йăхсене] вăл куçса кайма ыйтнă; "суваз" текен халăха чĕнсе илнĕ те хăйпе пĕрле куçма хушу панă. [Лешсем] ăна итлемен. Çапла вара [вĕсем] икĕ ушкăна уйрăлнă.

Çакăнта тĕл пулакан "суваз" сăмаха Ковалевскийччен "суван" пек вуланă тĕпчевçĕсем. Н.И.Егоров вара А.П.Ковалевский ăнлантарăвне хирĕçлет[18]:

<Куçару: Пăнчăна саспалли айĕнчен куçарса лартнă май ун çийĕнчи "сувар" форма "суваз" пулса тăнă. "Суваз" формăна чăннипех пулнă пек шутласан та, вăл фонетика саккунĕсем тăрăх паянхи "чăваш" формăна куçма пултарайман, мĕншĕн тесен вăтам пăлхар чĕлхинчи сăмах умĕнхи [с] сасă [ч] сасса куçаймасть, çавăн пекех вăтам пăлхар чĕлхинчи [з] сасă ([р] сасă пушшех те) чăваш чĕлхинчи [ш] сасă пулаймасть.>

Р.Х.Фахрутдинов татах та вичкĕнреххĕн хирĕçлет[19]:

<Куçару: "Суваз" йăхĕ — куçкĕрет шутласа кăларнăскер, чăвашсен несĕлĕсене тупассипе çыхăннăскер... Хăшпĕр чăваш тĕпчевçисен (В.Д.Димитриев, В.Ф.Каховский ...) турткаларăшĕсем; "сван" — "суваз" — "чуваш" трансформаци лингвистикăлла ансат эквилибристикăпа çыхăннă... Çавна кура аваллăхра та, паянлăхра та "суваз" шырамалли нушасем çук тата ăна "чăваш" туса хума та кирлĕ мар... "Пăлхар-сăваз" историне ăнлантарса хăшпĕр авторсем çавнашкал халапсем патне пырса тухаççĕ.>

Кунта асăннă В.Д.Димитриев, В.Ф.Каховский тата ыттисем те чăннипе суваристсем пулман, вĕсем А.П.Ковалевский гипотезине тиркевсĕр, тĕплĕ тишкерÿсĕр йышăннă кăна. Çавă çеç. Анчах та тиркевсĕр йышăннине кура, сисмесĕрех, хăйсен вăхăтĕнчи тата малашнехи суваризм юхăмне çирĕпленме пулăшнă.

Суваризмăн уйрăм палăрăмĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Чăваш çамрăкĕсен "Сăвар" пĕрлешĕвĕ. Пĕрлешĕве йĕркелесе яраканĕ тата Хисеплĕ элтеперĕ: Цыпленков Ультияр (Олег).
  • suvartv, Чăваш çамрăкĕсен "Сăвар" пĕрлешĕвĕн интернет телеканалĕ[20].
  • Халăх ташшисен Шупашкарти "Сувар" ансамблĕ (балетмейстерĕ А.Н. Музыкантов)[21]. 1980-мĕш çултанпа.
  • "Суварята". Халăх ташшисен халăх ансамблĕ (1995-мĕш çултанпа), ертÿçи — И.А.Музыкантова (2006-мĕш çултанпа)[22].
  • Туса пĕтереймен "Сувар-отель"[23].
  • ООО СК СУВАР (Шупашкар хулинче)[24].
  • Сувар (парк). 1993-мĕш çултанпа.
  • Сувар (хаçат). Хусанта чăвашла тухса тăрать. Ку ят епле пуçланса кайни тĕлĕшпе акă еплерех хыпар пур[25]:
<Куçару: Вăл <,Ренат Харис,> Хусанта чăвашла "Сувар" хаçат (унчченхи "Хĕрлĕ Ялав") кăларма пуçлассин пуçаруçи пулнă тата çав хаçата ят парас тĕлĕшпе конкурса хутшăнса çĕнтернĕ.>

Хальхи вăхăтри суваризм (неосуваризм)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Неосуваризм

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ "Çĕтĕк Çăваç" текен ял та пур Трак районĕнче (Анчăккасси). 1927-мĕш çулччен унăн официалла чăвашла ячĕ те çаплах пулнă.
  2. ^ «Сувар» отстроился: новый бренд родился из надписей на заборе Подробнее на «БИЗНЕС Online»: https://www.business-gazeta.ru/article/351310. Порвав с неприятными ассоциациями, «#СуварСтроит» завтра отметит переименование суточной распродажей десятков квартир .
  3. ^ "Сувар" кинотеатр.
  4. ^ Хазары. Крушение империи хазар и ее наследие. Приложение III. ХАЗАРСКАЯ ПЕРЕПИСКА.
  5. ^ Коковцов П. К. Еврейско-хазарская переписка в Х в. Л., 1932 с. 84-103
  6. ^ Диван Лугат ат-Турк. — сувары.рф. сайтран.
  7. ^ Хусанкай А.П. Марр Николай Яковлевич. Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  8. ^ Алпатов В.М. История одного мифа: Марр и марризм. М., 1991.
  9. ^ МАРР, НИКОЛАЙ ЯКОВЛЕВИЧ
  10. ^ Яфетическая теория по Н.Я. Марру Источник: http://vikent.ru/enc/3432/
  11. ^ Марр Н.Я. Чуваши – яфетиды на Волге. Чебоксары, 1926.
  12. ^ Салмин А.К. ЭТНОНИМ ЧУВАШИ В ЛАБИРИНТАХ ВРЕМЕНИ. Статья.
  13. ^ Хусанкай, Петĕр. Суйласа илнисем. Иккĕмĕш том. Шупашкар, 1970. — С.22.
  14. ^ Ковалевский А. П. Чуваши и булгары по данным Ахмеда Ибн-Фадлана. — Чебоксары: Чуваш. гос. изд-во, 1954. — 64 с.
  15. ^ Путешествие Ибн-Фадлана на Волгу / [Перевод и комментарии А. П. Ковалевского.] Под редакцией И. Ю. Крачковского. — М-Л.: Изд. Академии наук СССР, 1939.
  16. ^ Ковалевский А. П. О степени достоверности Ибн-Фадлана // Исторические записки. — 1950. — Т. 35. — С. 265-293.
  17. ^ Ковалевский А. П. Книга Ахмеда ибн-Фадлана о его путешествии на Волгу в 921—922 гг. — Харьков, 1956.
  18. ^ Егоров Н. И. Примечания // Хрестоматия по культуре Чувашского края: дореволюционный период. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2001. — С. 60.
  19. ^ Фахрутдинов Р.Г. О степени заселенности булгарами территории современной Чувашской АССР. - Вопросы этногенеза тюркоязычных народов Среднего Поволжья. Казань 1971, стр. 197-198. — Цитатăцăланă вырăн.
  20. ^ Сувар интернет-телеканал.
  21. ^ Ансамбль народного танца «Сувар» отметил свой 35-летний юбилей.
  22. ^ Автономное учреждение «Республиканский центр народного творчества «ДК тракторостроителей» Минкультуры Чувашии»
  23. ^ НЕДОСТРОЕННЫЙ «СУВАР-ОТЕЛЬ» ВЫСТАВЛЕН НА ПРОДАЖУ.
  24. ^ Интернетра пĕлтерни.
  25. ^ Новости » 15:20 Завтра состоится творческий вечер заслуженного деятеля искусств Республики Татарстан Рената Хариса. 00:00 12 февраля 2002 г. — Официальный портал органов власти Чувашской республики.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]