Ирçе Çармăс
Ял
|
Ирçе Çармăс (ирç. Цярмун, выр. Малые Кармалы), — Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи (1965-мĕш çултанпа) историлле ирçе ялĕ. Вăтам шкул(ĕçлемен каçă), ача сачĕ, клуб, кĕнекесар, пĕтĕмĕшле практикăллă тухтăрăн офисĕ, çыхăну уйрăмĕ, Перекет банкĕн уйрăмĕ, спорт лаптăкĕ, икĕ лавкка, суту-илÿ павильонĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕн кантурĕ пур. Шупашкартан — 138 км, Йĕпреçрен — 24 км, чукун çул станцийĕнчен — 12 км[2].
Урамĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял ак çак урамсенчен тăрать: Евсевьев урамĕ, Комсомол урамĕ, Çаран урамĕ, Мир урамĕ, Шкул урамĕ. Ирçесем е чăвашсем хушшинче сарăлнă ятарлă ятсем пуррипе çукки паллă мар.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 522 çын, çав шутра 259 арçын, 263 хĕрарăм пурăннă[2][3]. Нацилĕх енĕпе илес пулсан, йышăн çурри — ирçесем, тепĕр çурри — чăвашсем[4]. Татах та тĕрĕсрех калас пулсан, чăвашсен шайĕ 52%[5].
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]XVII ĕмĕрте чăвашсем никĕсленĕ[2]. Ку тĕле Шупашкар уесĕнчи Шуртан вулăсĕнчи (вăл хальхи Çĕнĕ Шупашкар хули тĕлĕнче вырнаçнă пулнă) Хурамал ялĕнчи хресченсем куçса килнĕ. Çапла вара кунта Кĕçĕн Хурамал текен пурăнакан вырăн ÿссе ларнă (вырăсла Малые Кармалы тенĕ).
Анчах та ку хыпар пирки В.Д.Димитриев профессор тĕрĕсрех те уçăмлăрах палăртать[6]. Шуртан вуласĕнчи Хурамал ялĕнчи чăвашсем чăннипе Кĕçĕн Хурамала мар, хальхи Йĕпреç районĕнчи Хурамал ялне никĕсленĕ. Вăт шăпах çав Хурамалтан килсе лекнĕ те ĕнтĕ чăвашсем Кĕçĕн Хурамала. Вăл яла, Кĕçĕн Хурамала, çавăн пекех Шуртан тесе те каланă[6]. XVIII ĕмĕр вĕçĕнче çав Шуртанта (Кĕçĕн Хурамалта) 28 кил пулнă, 82 арçын, 95 хĕрарăм пурăннă[6]. Каярахпа кунти чăвашсем хальхи Канаш районĕн территорине куçса кайнă, Çĕнĕ Шуртан ялне никĕсленĕ.
Сăмах май каласан, çав Шупашкар таврашĕнчи Хурамал паянхи кунччен сыхланман. Анчах та вăл хальхи Мăн Пӳкасси ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă пулни паллă[6].
Чăвашсем Кĕçĕн Хурамалтан кайнине кура каярахпа , — XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче, — Улатăр уесĕнчи Пыреси тата Сыреси ялĕсенчен ирçесем куçса килнĕ[2]. Вăсем яла Цярмун тенĕ, вырăсла ят вара документсенче çаплипех сыхланса юлнă. Căмах май каласан, куçса килекенсем хушшинче Кобелёвка тата Козловка вырăсĕсем те пулнă. Кунсăр пуçне А.Яковлев таврапĕлÿçĕ Кабаево текен яла асăнать[7], анчах кун пирки ăçтан пĕлнине (çăлкуçа) палăртмасть.
Тепĕр енчен, Пыреси, Сыреси, Кобелёвка, Козловка тенисем тĕлĕшпе те ыйтусем çуралаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем пирки В.Д.Димитриев хайхи (?) А.С.Яковлев çырăвĕ (27, июль, 1988) урлă çеç пĕлни курăнать[8]. Çапла вара, ку хыпарсен çăлкуçĕсем тĕлĕшпе халлĕхе тĕппипех уçăмлăх çук.
Чăвашсем вара, кунта ирçесем килсе вырнаçсан, яла Ирçе Çармăс теме пуçланă, мĕншĕн тесен юнашарах чăвашсем пурнакан Çармăс ятлă ял пулнă. Тепринпе пăтраштарас мар тесе вара кăна та Чăваш Çармăс теме тытăннă.
Каярахри истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ирçе Çармăс Мăн Йĕпреç районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн Комсомольски районне, 1959 çулхи юпа уйăхĕн 9 хыççăн Йĕпреç районне, 1962 çулхи раштавăн 20-мĕшĕ хыççăн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Йĕпреç районне кĕрет [9] .
Паллă çыннисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Евсевьев Макар Евсевьевич (1864-1931), — ирçе тата мăкшă (вĕсене те, кусене те "мордва" теççĕ) çуттатуртавçи, халăх пултарулăхне пухакан, çыравçă, этнограф[10].
- Глухов Петр Семенович (1897-1979) — çыравçă, «Кедровой пештть» калав авторĕ, М.Е.Евсевьев йăхсемĕ[7][11].
- Зубов Василий Максимович — çыравçă, Мордва республикинчи "Маяк" хаçат редакторĕ пулнă[7].
- Малякшин Петр Артемьевич (1923-1989) — генерал-лейтенант[7][12].
- Родионова Вера Яковлевна — медицина ăславĕсен докторĕ[7].
- Зубов Николай Васильевич — физика-математика ăславĕсен докторĕ[7].
Кунсăр пуçне ытти хăшпĕр паллă çынсен пурнăçĕ те, хăйсем кунта çуралман пулин те, Ирçе Çармăспа тачă çыхăннă:
- Рогожин Алексей Владимирович (1909-1944) — çыравçă, "Нарспи" поэмăна чăвашларан ирçелле куçарнă.
- Антонов Иван Захарович (1919-1960) — çыравçă.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăваш Çармăс
- Çармăс (Теччĕ районĕ)
- Атав-Тăлăмпай
- Туçи Çармăс
- Хорăнсор Çармăс (Вăрнар районĕ)
- Хорăнсор Çармăс (Элĕк районĕ)
- Çармăскасси
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 2002 çулхи çыравăн бази.
- ^ 1, 2, 3 тата 4 Сохорова В.Н.,Трифонова З.А. Электронла чăваш энциклопедири статья
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Блог В.А.Тишкова. Этнография переписи в Чувашской Республике
- ^ База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России".
- ^ 1, 2, 3 тата 4 Димитриев В.Д Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993. — С.180-181
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 тата 6 Яковлев А. ГОРДИМСЯ ЗЕМЛЯКАМИ... 2020 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Димитриев В.Д Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993. — С.181,408
- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем(ĕçлемен каçă)
- ^ Матвеев Г.Б. электронла чăваш энциклопедири статья.
- ^ Глухов Петр Семенович. 2017 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Степанов В.Ф. Электронла чăваш энциклопедири статья.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ирçе Çармăсри шкул музейĕнче...
- Чувашия. Деревня Малые Кармалы.
- Чувашский клип Малые Кармалы.
- Моя родина Малые Кармалы Кубня.
- День села Малые Кармалы 08 ноября 2012г.
Йĕпреç районĕнчи пурăнан вырăнĕсем |
||
---|---|---|
Район центрĕ — Йĕпреç хула евĕр паçулкă Хула евĕр паçулкă: Пăвакасси Ялсем: 11 лет Чувашии • Алшик • Анатри Кĕлешкасси • Анатриял • Вăтаел • Вырăс Тимешĕ • Ирçе Малиновки • Ирçе Çармăс • Йĕпреç • Калиновка • Кăшмас • Кĕлĕмкасси • Кĕтне • Костёр • Красная Заря • Кушакпуç • Мереçен • Мирный • Ленинкасси • Огонёк • Орёл • Паральша • Пăвакасси • Пăкăян • Первомайски • Пĕчĕк Патăрьел • Пĕчĕк Упакасси • Пучинке • Пысăк Упакасси • Савкка • Сехнер • Смычка • Спотара • Çăкалăх • Çĕнĕ Кĕлĕмкасси • Çĕнĕ Пурнăç • Çĕрпӳел • Çирĕклĕ • Çиçĕмкасси • Тарăнвар • Тури Кĕлешкасси • Туçа • Тымар • Хумпуç Патăръел • Хумри Выçли • Хумри Ишек • Хумри Юнтапа • Хурамал • Хурăнлăх • Хыркасси • Чăваш Тимеш • Чăваш Çармăс • Чăрăшкасси • Шăрттан • Шĕпекеч • Шуркасси • Эйпеç • Эконом • Энтриел |