Кивьял (Тутарстанăн Теччĕ районĕ)
Кивьял
|
Кивьял (выр. Пролей Каша)— Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи чăваш ялĕ. Ялтан район центрне çитме 15 километр, Хусана – 175, Пăвари чукун çул станцине – 60. Яла Теччĕ – Ульяновск маршрутлă автобуспа çитме пулать.
Географилле тăрăм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял, пур енчен илсен те, çав тери юрăхлă, меллĕ, хăтлă вырăнта вырнаçнă. Çак тĕлте, Атăл çывăхĕнчи сăртсенчен, Кăнна шывĕпе унăн çÿлти юпписем пуçланса каяççĕ. Эппин, Атăлĕ те аякра мар. Теччĕ-Чĕмпĕр автоçул иртет. Çавна кура ял чечекленмелле те чечекленмелле пек. Чăннипе вара çывăхри Пухтел, Юккел ялĕсем чылай тĕреклĕрех курăнаççĕ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1611-мĕш çулта чăвашсем Теччĕ хулинчен 15 çухрăм кăнтăрарах çак яла никĕсленĕ [1]. Ялпа юнашар Теччĕ заска йĕрĕ иртнĕ [2]. 1618-мĕш çулхи августăн 4-мĕшĕнче, хурал çырсатухăвĕпе килĕшуллĕн, ялта 40 кил пулнине палартнă. Çынсенчен ытларахăшĕ 2 е 3 çул кунта пурăнма ĕлкĕрнĕ ку тĕлте. Таркăн ясак тÿлекен хресченсем ăçтан килни те паллă: 20 кил — Сĕве уесĕнчен, 10 кил — Çĕрпÿ уесĕнчен, 7 кил — Шупашкар уесĕнчен, 2 кил — Кăрмăш уесĕнчен, 1 кил — Кадом уесĕнчен. 1619-мĕш çулхи хурал çырсатухăвĕнче чăвашсем тата латышсем пурăнакан ял тенĕ. Ăçтан килсе лекнĕ-ха юлашкинчен асăннисем? Вăрçă-харçăсенче тыткăна лекнĕ латышсене кунта илсе килсе вырнаçтарнă теес пулать.[3]
Паллă çыннисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Якушкин Николай Михайлович - экономика ăслăхĕсен докторĕ, Тутарстан республикин ялхуçалăх министăрĕн çумĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Г. Перетяткович. Поволжье в 17 и начале 18 века. 1882 г. 2013 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Казанский край в ХVII в. 2008 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Димитриев В.Д. Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993. — С. 196.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сувар хаçат Кив Ял çинчен 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- © "Литературная газета", 2002
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |