Контент патне куҫ

Иран

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Ислам Республики Иран ҫинчен куҫарнӑ)
جمهوری اسلامی ايرا

Иран

Иран ялавĕ Иран гербĕ
Иран ялавĕ Иран гербĕ
Иран тĕнче картти çинче
Патшалăх чĕлхисем фарси
Тĕп хула Тегеран
Чи пысăк хула Тегеран
Президент Хасан Рухани
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
17 вырăнта
1 648 000 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2007)
 - Йышлăхĕ
18 вырăнта
71 208 000
42/км²
Валюта ячĕ Иран реалĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +3 пуçласа +3 таран
Патшалăх гимнĕ «سرود ملی اﻳﺭﺍﻥ» «Соруде меллийе Иран»
Тетел доменĕ .ir
Тел. префиксĕ +98

Иран (перс. ایران), официаллă Ислам Республики Иран (перс. جمهوری اسلامی ایران — Джомхурийе Исламийе Иран) — Азин кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă патшалăх. Шĕкĕр хули — Тегеран.

Иран тĕнчери чи авал патшалăхсенчен пĕри шутланать. Чылай ĕмĕр тăрăххипе Тухăçра паллă ĕç-пуçа тытса тăнă. Перси импермйӗн территорийĕ Дарий I чухне Греципе Киренаикирен пуçласа Инд (юханшыв) юханшывĕ таран сарăлнă. 1979 çулта Иранра Хомейни имам ертсе пынипе революци пулса иртет, монарх йĕркине пăсса ислам республикине туса хунă.

Паянхи Иран, хуçалăхпа техника енчен Çывăх Тухăçри аталаннă çĕршыв шутланать, Евразин стратеги енчен паллă çĕрте вырнаçса, тĕнчери хутшăнусенче сумлă ĕçсене тытаса пырать. Иранра нефтьпе çутçанталăк газĕн пысăк янтăхĕсем упранаççĕ, çаплах хăйĕн атăмлă программин тĕпчев ĕçĕсене малалла аталантарать.

Иранăн хальхи ячĕ (ايراﻥИран, Ирон, Эрон) авалхи Аиранам сăмахран килет, вăл «арисен çĕршывĕ» тени пулать, в противоположность Анерану (страна неарийцев). Эраншахр термин (), «Арисен çĕршывĕ» пирĕн эрăччен VI ĕмĕрпирĕн эрăччен V ĕмĕр тапхăрĕнчи ĕçсене аса илтерет. Страбон ĕççĕсенче Ари ячĕ тĕл пулать. X ĕмĕрте Туран ячĕ чапа тухать. Персăсен харпăр палăртăвĕ — ирани. Паянкунхи ятне Иран официаллă 1935 çулта çирĕплетнĕ.

Тĕп статья: Иран кун-ҫулӗ

Çурçĕр-анăçра Азербайджанпа, Арменипе тата Турципе, анăçра — Иракпа, çурçĕрте — Туркменистанпа, тухăçра — Афганистанпа тата Пакистанпа чикĕсем тытать. Çурçĕртен Иран Каспи тинĕсĕпе, кăнтăртан — Перси заливĕпе çăвăнать. Иран тĕнчери чи авалхи патшалăхсенчен пĕри шутланать. Темиçе ĕмĕр хушши çĕршыв Хĕвелтухăçĕнче паллă вырăн йышăнса тăна. Перс импери Дарий I вăхăтĕнче Греципе Ливирен пуçланса Инд юханшывне çити сарăлнă. Малти Хĕвелтухăçри чи аталаннă çĕршыв пулнă май тĕнчери халăхсен хутшăнăвĕсенче Иран паян сумлă вырăн йышăнать. Иранăн çĕр упранăвĕсенче темĕн чухлĕ нефть тата газ упранăвĕсем пур, çавăн пирки Ираншăн Анăç этемлĕхĕн çĕршывĕсемпе хирĕçӳ тытăмĕн хаярлăхĕ пĕрмаях хĕрсе тăрать.

Çурçĕр-тухăç Эльбурс

Иранра арид климачĕ. Каспи тинĕсĕ çумĕнче — субтропиклă. Çĕршывăн çурçĕрĕнче хĕллехи температура часах 0°С аяла анать, утă уйăхĕнче сайра 30°С çитет. Анăç çĕрĕсенче çул хушшинчи нӳрĕкĕн вăта шучĕсем — 1700 мм, типĕрех тухăçĕнче — 680 мм. Пушхирте çуллахи температура 40° çӳле хăпарать. Иранăн анăçĕнче, Загрос тăвĕсенче температура яланхиллех 0° аяларах, юр ытлă-çитлĕ ӳкет, вичкĕн çил улать. Тӳремсенче Перси кӳлмекĕ çумĕнче хĕл ытларах ăшă, çу — шăрăх та нӳрĕк.

Патшалăх тытăмлăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хасан Рухани — Иран президенчĕ

1979 çулта йышăннă конституци тăрăх, Иран ислам республики шутланать. Иран патшалăхĕн Пуçлăхĕ Çӳл ертӳçи пулать. Вăл çĕршывăн пĕрлĕхлĕ политикине палăртса пырать.

Административлă пайĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Иранăн административлă пайланни

Иранăн административлă тĕп пайĕ остан (استان}} — ostān, хисеп шучĕпе — استانﻫﺎ — ostānhā) пулать, вăл шахрестансем (شهرستان) çине таткаланать. Шахрестан бахшисенчен (بخش). пуçтарăнать. Останăн чи пысăк шĕкĕр хули тĕп хули (مرکز — markaz) шутланать. Кашни остана кĕпернетĕр (остандаром — استاندار) тытса тăрать. Иран çĕрĕ 30 останран пуçтарăнать:

1950 çулчен Иран 12 останран — Ардалян, Азербайджан, Белуджистан, Фарс, Гилян, Араки-Аджам, Хурасан, Хузестан, Керман, Ларестан, Лурестан тата Мазендеран — пуçтарăнса тăнă. 1950 çулта вĕсен шутне 10 çити чакарнă, кайран 1960 - 1981 28 таран нумайлатнă. 2004 çулта Хурасантан 3 остана йĕркеленĕ.

1. Тегеран
2. Кум
3. Тĕп остан
4. Казвин
5. Гилян
6. Ардебиль
7. Зенджан
8. Тухăç Азербайджан
9. Анăç Азербайджан
10. Курдистан

11. Хамадан
12. Керманшах
13. Илам
14. Лурестан
15. Хузестан
16. Чехармехаль тата Бахтиари
17. Кохгилуйе тата Бойерахмед
18. Бушир
19. Фарс
20. Хормозган

21. Систан и Белуджистан
22. Керман
23. Йезд
24. Исфахан
25. Семнан
26. Мазендеран
27. Голестан
28. Çурçĕр Хурасан
29. Хурасан Резави
30. Кантăр Хурасан

Тĕп хулисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

67 % халăхĕ хуласенче пуранать. 2030 çул тĕлнелле 80 % çитме пултарать. Чи пысăк хули — 7,1 млн çынлă Тегеран (14 млн — агломераципе). Тегеранра патшалăх промăçлăхĕн çурри ытла ĕçлет, çав шутра — автомобиль тăвакан, электронлă, хĕçпăшал, хими, апат-çимĕç хатĕрлекен. Калăпăшĕпе иккĕмĕш хула — Мешхед, шиитсен таса хули.

Хĕрупраçсемпе хĕрарăмсем. Иран. Çурла-авăн, 2007
Иран халăхĕ ӳсни


Халăх йышлăхĕ:

  • 1960 ç. - 20,1 млн. çын
  • 1977 ç. - 34,3 млн. çын
  • 1987 ç. - 47,0 млн. çын
  • 1996 ç. - 62,2 млн. çын
  • 2005 ç. - 68,0 млн. çын

Хулара пурăнакансем — 67 %.

Ислам революцийĕ хыççăн тапхăрĕнче çĕршывра халăх шучĕ пĕрмаях ӳссе пырать. 1979 çултанпа халах йышĕ икĕ хут хăпарчĕ те 2006 çул тĕлне 70 млн çитрĕ. Анчах та 90-мĕш çулсенче çуралнăлăхĕ самаях чакрĕ. Сăнаса тĕпченĕ май, 2050 çул тĕлнелле Иранăн çын йышĕ 90 млн пулма пултарать. Кашни виççĕмĕш çын 30 çултан çамрăк. Çыруллăха пĕлни — 79 %. Хулара пурăнн — 67 %.

Чылайăшĕ — мăсăльмансем. 90 % халахĕ — шиитсем (патшалăх тĕнĕ). Иран патшалăхĕнче, Иракпа Бахрейнри пекех, шиитсен шучĕ 50% ытла. Иранра шиитсен икĕ таса хули: Мешхед (Имам Реза мавзолейĕ) тата Кум вырнаçнă. Кум хули исламăн чаплă тĕпĕ, кунта ислам семинарисемпе университечĕсем чылай.

Суннитсен шучĕ 8 % яхăн. Ыттисем — бахайсем, мандейсем, индуссем, езидсем, сартăшсем, иудейсем тата христиансем — 2 %. Юлашки 3 ушкăнне конституципе официаллă хӳтĕленĕ. Çак тĕнĕсен элчисемшĕн Меджлисре вырăнсене хатĕр тытаççĕ, çав чухнех суннитсен ун пек привилеги çук. Çапах та, бахайсене (чи сахаллă тĕн ушкăнĕ) хĕсĕрлеççĕ.[1] Харпăр енчен, арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинче танлăх çук (çапах та танмарлăх патшалăхра урăх мăсăльман çĕршывсенчи евĕр ытла хытах мар).

Лютфалла Шейхăн мечетĕн шалти

Иранăн çулçӳрев индустрийĕ Иран-ирак вăрçи пынă чух чылай асапа кĕчĕ, çапах та халĕ аталана пуçларĕ. 2003 çулта 300 пин çулçӳрев ирĕклĕх хутне панă, чылайăшне — Мешхедпа Кума каякан çынсене. 2004 çулта Ирана 1,7 млн ют çĕр çыннисем çитсе курнă. Мăсăльманшăн таса вырăнĕсем кăсăк туртăмĕ пулаççĕ пулсан, европейсен кăмăлне археологи хусăклăвĕсемпе авалхи палăксем иллентереççĕ. 2004 çулта çулçӳрев индустри тупăçĕ 2 миллиарда доллара çитет. Çапах та инфраструктурă начарри чăрмав кӳрет.

Иранăн транспорт инфраструктури лайăх аталаннă. Автомобиль çулĕсен тăршшĕ 178 пин çм, вĕсенчен 2/3 — хытă витĕнчĕклĕ. 1000 çын шутне 30 автомобиль пулать. Чукун çулĕсен тăршшĕ — 8400 çм (2005). Чукун çулпа Арменипе (ĕçлемест), Азербайджанпа, Пакистанпа, Турципе тата Туркменистанпа çыхăннă. ХорремшехрБасра (Ирак) сыпăкне çул хураççĕ. Колей анлăшĕ — 1435 мм. Чи пысăк порчĕ — Перси кӳлмекĕнчи Бендер-Аббас, Каспи тинĕсĕ хĕрринче — Энзели. Иранра 321 аэропорт, вĕсенчен 129 хытă витĕнчĕклĕ вĕçсе-хăпармалли ярăмсемлĕ. Ултă хулара метро тăваççĕ. Пăрăхсен тăршшĕ — 34 пин çм; вĕсенчен 17 пин — газопăрăхĕсем, 16 пин — нефтепăрăхĕсем, 1 пин — шĕвеклетнĕ газпа газоконденсата куçармалли.

Авалхи Иран. Пĕрремĕш çĕршыв пуçтарăнăвĕ — Элам (хĕрлĕ тĕс)тата пускил халăхсем — персăсем, парфянсем, мидисем, касситсем, çаплах — Пайпăл тата Ассири патшалăхĕсем

Иран тĕнчен ĕлĕк-авалхи патшалăхсенчен пĕри шутланать. Темиçе ĕмĕр тăсăлăвĕнче вăл Тухăçра йăлмак евĕр çĕршыв пулса тăрать. Перси империйĕ Дарий I тапхăрĕнче Греципе Ливине хушшинче Инд шывĕ патне çити сарăлса вытрать. XVII и XVIII ĕмĕрсенче Перси хăватлă сумлă патшалăх пулнă, анчах та XIX ĕмĕр вĕçнелле хавшакланса пырать. Перси çурма колониллĕ патшалăх шайне ӳкет. 1935 çулта Перси ятне Иран теме тытăнать. 1979 çулта ислам революцийĕ çĕнтерсен Иран çумне ислам республики палăртăвĕ хушăнать.

Ислам умĕнхи Иран

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ислам тапхăрĕнчи Иран

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Исмаил I

шиит йӳнлĕ ислама Иранра 1501 çулта патшалăх тĕнĕ шайне Сефевидсен ăрăвĕн Исмаил I хан астулра ларнă чух хăпартаççĕ. 1503 çулта Исмаил Ак-Коюнлуна çапса аркатать те унăн ишĕлчĕкĕсем çинче çĕнĕ патшалăх туса хурать, тĕп хулине Тебриз ят парать.

Сефевидсен империйĕ хăйĕн çӳл мăнаçлăхне Аббас I чух, Осман империне аркатса хăйĕн çумне паянкунхи Ирак, Афганистан территорине, Пакистанăн пайне, Азербайджан, Армени тата Грузи, çаплах Каспи тинĕсĕ хĕрринчи Гилян тата Мазендеран провинцисен çĕрĕсене хушса çитет. Çапла вара, Иранăн харпăрлăхĕ Тигртан Инда таран тытăнса тăнă.

Тĕп хули Тебризран Казвина куçать, каярах тата Исфахана. Туртса илнĕ территорисем Ирана чылай пурлăхпа хӳхемлĕхӳ кӳнĕ. Культура аталанса кайнă. Иран вăта çĕрлĕ патшалăха кĕрсе каять, хĕçпăшаланнă вăйĕсенче хăватлăх çĕнĕлетĕвне ирттереççĕ. Анчах Аслă Аббас çĕре кĕрсен импери сӳнме тытăнать. Хайласăр тытăмлăха пула империрен Кандагарпа Багдад уйрăлса тухаççĕ. 1722 çулта афгансем Иран çине харçăпа тухаççĕ, тӳрех Исфахана ярса илеççĕ, унта астула Махмуд-хана лартаççĕ. Çакăн хыççăн Надир-шах çарпуç Сефевидсен юлашки тăранне Тахмаспа II-не тата унăн ывăлне вĕлерет те Иранра Афшаридсен тытăмлăхне йĕркелесе ярать.

Чи малтанах Надир-шах патшалăх тĕнне суннисăма куçарать, хыççăн Афганистана çапса çĕмĕрет те Перси картине Кандагара тавăрать. Афган çарĕсем Индине тараççĕ.

Надир-шах инди моголне, Мохаммед-шаха вĕсене ан йышăн тесе хушать, анчах леш килĕшменнине пула шах Индине тапăнса кĕрет. 1739 çулта Надир-шах çарĕсем Дели хулине кĕреççĕ, анчах часах хулара пăлхав хыпса тухать. Перссем хулара халаха касма тытăнаççĕ, хыççăн çĕршыва пĕтĕмпех тустарса Ирана таврăнаççĕ. 1740 çулта Надир-шах Туркестана харçăпа каять, çакăн хыççăн Иран чикки Амударьяна çити тăсăлать. Кавказра перссем Дагестан çĕрĕсене çитнĕ. 1747 çулта Надир-шаха вĕлереççĕ.

1750 çулта тăрăм Карим-ханăн Зендсем ăрăвне куçать. Карим-хан 700 çул тапхăрĕнчи пĕрремĕш перс-ертӳç пулса тăрать. Вăл тĕп хулине Шираза куçарать.

Пехлеви вăхăтĕнче Шаханшах («патшасен патши») термина пурнăçа кĕртнĕ. Унăн чухне Иранăн мăнаçлă индустриализацийĕ тапранать, пĕтĕм инфраструктурăна çĕнелетеççĕ. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнче шаханшах Аслă Британипе Совет Союзĕ хăйсен çарĕсене Иранра вырнаçтарма ыйтнипе килĕшмен. Вара тамăрсем Ирана кĕрсе кайса, шаха астулран кăларса пăрахнă та чукун çулпа нефть упранăвĕсене тĕрĕслеве илнĕ. 1942 Иранăн суверенитетне тавăрнă, Мохаммеду шаха астула йышăнтарнă. Çапла пулин те, Совет Союзĕ, Турци тапăнассинчен сыхланса, хăйĕн çарĕсене çурçĕр Иранра 1946 çулхи çу уйăхĕчченех тытса тăнă.

Вăрçă иртсе кайсан Мохаммед Реза хастарлă политикă тытса пынă, анчах та халăха вăл пурнăçа анăç тĕслĕ тăвасси тата ислама пĕтересси килĕшмен. 1963 çулта çĕршывран Хомейни аятоллана кăларса янă. 1965 çулта «Федаяне Ислам» ушкăнĕн хастаррисем Хассан Али Мансур премьер-министăра вĕлереççĕ. 1973 çулта мĕн пур политикă партийĕсемпе пĕрлĕхĕсене салатса янă, вăрттăн полици йĕркелесе хунă. 1970-мĕш çулсем вĕçнелле Иранра нумай шутлă халăх хумханăвĕсем пуçланаççĕ, çавна пула Пехлеви тăрăнлăхне пĕтереççĕ, монархи йĕркине пĕтĕмпех пăрахăçлаççĕ. 1979 çулта çĕршывра ислам революцийĕ пулса каять, Ислам республикине тĕпĕлеççĕ.

Хаçатсем, телекурав, радио

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хаçатсем: Кейхан, Эттелаат Радиопа телекурав:

Иранăн ядерлă программи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2006 çулхи авăн, 21 ООН-ăн Нью-Йоркри Мăн Ассамблейи вăхăтĕнчи пресс-конференцинче Махмуд Ахмадинежад Иранăн ядерлă программи лăпкă пурнăçлă тĕслĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетсе каларĕ. Вăл палăртнипе, Тегеран урана тачăлатас ĕçсене чарса лартас ĕç ыйтăвĕсене сӳтсе явма хатĕр, анчах та çак ĕçре тĕнчери пĕрлĕхлĕх енчен шантару пани кирлĕ. 2006 çулхи раштав, 23 ООН-ăн Хăрушсăрлăх канашĕ пĕр майлă пулса хăйĕн ядерлă программине чарма шутламасть тесе Ирана хирĕç чараксем кĕртес резолюцине йышăннă. Çак сĕнӳпе тĕнчери пур çĕршывсене ядерлă тата ракетă программисенче усă курма кирлĕ материалсене, хатĕрсене, технологие Ирана сутма юраман. Иранăн ют çĕршыв министерстви ООН-ăн Хăрушсăрлăх канашĕн çак сĕнĕвне "чăн мар" тата "саккунсăр" тесе хăйсенчен сирсе янă..

Хĕçпăшаллă вăйĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шахаб-3 ракетă тӳпене çĕкленни Иранăн Хĕçпăшаллă вăйĕсем икĕ никĕсрен тăраççĕ: Хӳтлĕх министерстви çарĕçем тата Çӳл ертӳçи пăхăнăвĕнчи Ислам революцине сыхлакансен корпусĕ, вĕсенче пĕтĕмпе 545 пине яхăн çын хĕсметре. Резервĕ 350 пин çына çитет. Иранра ИРСК ертĕвĕпе çаплах парă-çар ушкăнĕ — Басидж ĕçлет, унта пĕрмай хĕсметре 90 пин тысяч добровольцев тата 11 миллион резервисчĕсем, çав шутра хĕрарăмсем те. Çакăн пек, хĕçпăшаллă вăйсенче резерва та шута кĕртсе, Иранра 12 миллион çына яхăн пулать. Çак пысăккăшпе Иран тĕнчере пĕрремĕш вырăнта шутланать, хăшпĕр шутсемпе Китайăн, АПШ-ан тата Раççейĕн пĕтĕм хатĕр вăйĕсенчен ытларах пулнипе. Иранăн çар хатĕрлĕхне çирĕп вăрттăнлăхра тытаççĕ. Паллă, 1992 çултанпа Иран харпăр танкĕсене, бронетранспортерсене, йертсе пымалли ракетăсене, шывай киммисене тата истребительсене те туса кăлараççĕ. Юлашки çулсенче баллистикă ракетисене, çав шутра Шахаб-3 туса хатĕрлеççĕ. Иран çар-вăрçă хатĕрлĕхне ВВП 3,3% тăкать, Çывăх Тухăçри ытти çĕршывсемпе танлаштарсан ку çав тери сахал тухать. Патшалахăн вăрçă доктринине хăйсен территори чăмăртанлăхне хӳтĕлес енĕпе çеç хатĕрленĕ.



Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Дискриминация бахаи в Иране 2007 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
Правительство сайчĕсем
Ыттисем