Контент патне куҫ

Агаков Леонид Яковлевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Агаков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Леонид Яковлевич Агаков
Çуралнă вăхăт: 1910, ака, 18
Вилнĕ вăхăт: 1977, авăн, 16
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçи, драматургĕ, сатирикĕ, театр тишкерӳçи
Жанр: проза, публицистика
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Чыславсем: Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ | Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ | Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ | Чăваш халăх çыравçи (1974)

Леонид Яковлевич Агаков (1910 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕ, Етĕрне уесĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Етĕрне районĕ) Çуткасси ялĕ1977 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕ, Шупашкар), — чăваш прозăçи, драматургĕ, сатирикĕ, театр критикĕ.

ССРП ÇП пайташĕ (1939 ç.), Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш Енĕн Комсомол парнин лауреачĕ (1967 ç.), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ ( 1968 ç.), Чăваш халăх çыравçи (1974 ç.).

О.Я. Агакова актрисăн пиччĕшĕ[1][2][3].

Леонид Агаков (1910 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Етĕрне районĕ) Çуткасси ялĕнче çуралнă.

Етĕрнери икĕ класлă шкулта, Етĕрнери педагогика училищинче, Мускаври А.В. Луначарский ячĕпе хисепленекен театр ӳнерĕн институтĕнче драма факультечĕнче вĕреннĕ.

«Хатĕр пул» журналăн тата Канаш хаçатăн редакцисенче ĕçленĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине тата Совет-финн вăрçине хутшăннă.

Вăрçăран таврăнсан Леонид Агаков Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ, Чăваш АССР ÇП председателĕ, Тăван Атăл журналăн тĕп редакторĕ вырăнĕсенче ĕçленĕ.

1977 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Литература пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература ĕçлевне Леонид Агаков 1928 çулта «Тумхахлă çул» калавпа кĕнĕ. Ун хыççăн çăмрăк çыравçă «Вĕтлĕхри отряд» (1931), «Юлашки юмах» (1931) новеллăсем тата «Хăват» (1932), «Ултав» (1934) пьесăсем хайланă.

1940 çулта çырнă «Пĕрре, çуркунне...» повĕçре ял çĕр ĕçтешĕсен психологине, халăх йăлине, выçă çулсенчи йывăрлăхсене кăтартать. Кулаксен сăнарĕсене гротеск, сатира енĕпе ӳнерленĕ. «Фронтри ачасем» (1943), «Тăван юншăн» (1943), «Çапăçу хирĕнче» (1944) новеллăсен пухăмĕнче çыравçă фашистсемпе çапăçакан маттур çынсене кăтартнă.

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăрçă вĕçленсен Агаков паттăрлă тата авантюра повеçĕсене хайланă: «Партизан Мурат» (1947, 1965), «Ылтăн вăчăра» (1948), «Пĕр хулара» (1952), «Салтак ачисем» (1965), «Юманлăхра çапла пулнă» (1964).

Автор романтика мелĕпе чылай ĕçленĕ, унăн паттăрĕсем харсăр. 1971 çулта пичетрен «Шанчăк» романĕ тухать. 1974 çулта Агаков «Чи хакли» романа çутта кăларать.

Çыравçă камит жанрĕнче те тăрăшса ĕçленĕ (10 ытла пĕр актлă камит), чылай сатира калавĕ «Кулас килет» (1955), «Качака такисем» (1958), «Лайăх эмел» (1969), «Вăрттăн упăшка» (1977).

Пурĕпе пичетленнĕ 55 кĕнеке йышĕнчен 10 вырăс, украин тата беларус чĕлхисемпе пичетленсе тухнă.

  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
  • Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕ.
  • Чăваш АССР халăх çыравçи
  • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ
  1. «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .
  2. Дедушкин Н. С. Писатель–салтак. – Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд–ви, 1974.– 72 с.
  3. Агаков, Л. Писатель шкулĕ – пурнăç / Л. Ашаков // Литература вучахĕ : статьясен пуххи. – Шупашкар, 1986. – С. 22–30.
  4. Власова, Р. “Вилнисене те, пурăнакансене те чыслама пĕлместпĕр” / Р. Власова // Хыпар. – 2000. – 20 ака.
  5. Дедушкин, Н. Нумай енлĕ талант // Дедушкин, Н. Пурнăç илемĕпе хавхаланса / Н. Дедушкин. – Шупашкар, 1988. – С. 79–93.
  6. Дедушкин, Н. Халaх хисепe // Дедушкин, Н. Кунcул уттипе / Н. Дедушкин. – Шупашкар, 1975. – С. 194–198.
  7. Eфимов, Г. Аса илнисем / Г. Eфимов // Тaван Атaл. – 2003. – № 3. – С. 46–48.
  8. Eфимов, Г. Писатель – салтак / Г. Eфимов // Тaван Атaл. – 1995. – № 4. – С. 63–64.
  9. Малов, А. Сукмаклa сасa / А. Малов // Ялав. – 1990. – № 4. – С.28–29.
  10. Прокопьев, И. “Тата витeмлeрех каласа кaтартас килет...” / И. Прокопьев // Ялав. – 1996. – № 2. – С. 110–112.
  11. Сементер, Ю. Нимeн те шухaшласа кaларман...” / Ю. Сементер // Чaваш ен. – 1995. – 29 ака–6 cу (№ 18). – С. 13.
  12. Станьял, В. Паттaрлaх cутипе / В. Станьял // Тăван Атăл. – 1990. – № 4. – С. 65–67.
  13. Агакова, И. Герой моего рода : внуки о дедах / И. Агакова // Грани. – 2000. – 6 июня.
  14. Вихров, Г. Памяти Леонида Агакова / Г. Вихров // Республика. – 2000. – 21 апр.
  15. Дедушкин, Н. Оружием и пером / Н. Дедушкин // Совет. Чувашия. – 1990. – 18 апр.
  16. Долгов, В. Горячее сердце писателя / В. Долгов // Лауреаты премии комсомола Чувашии им. М. Сеспеля : сб. ст. – Чебоксары, 1979. – С. 23–30. – то же // Совет. Чувашия. – 1992. – 9 янв.
  17. Мытиков, Г. Талантливый писатель / Г. Мытиков // Знамя труда (Ядрин. р–н). – 2000. – 19 апр.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]