Именкасси (Патăрьел районĕ)
Именкасси
|
Именкасси, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. Ялта шкул, фельдшер пункчĕ, клуб пур. Чăвашсем (вĕсем ытларах) тата тутарсем пурăнаççĕ.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1868 çулта ялта 36 кил пулнă, вĕсенче 92 арçынпа 103 хĕрарăм пурăннă.
1911 çулта ялта 72 кил пулнă, вĕсенче 213 арçынпа 1097 хĕрарăм пурăннă. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 389 çын, çав шутра 199 арçын, 190 хĕрарăм пурăннă[1]. Ялйышăн тутар пайĕ Пĕртăван Шигабедтиновсен урамĕнче, халăхра Тутаркасси текенскерте, пурăнать. Унта пурĕ 20 (çирĕм) кил. Мичĕт пур. Мăссăльмансен 21-мĕш номĕрлĕ приххучĕ. Тутарсем кунта кÿршĕри Хирти Пикшик ялĕнчен XIX ĕмĕр вĕçĕнче куçса килнĕ[2].
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Именкассипе Тикеш ялăсем хушшинче X-XI ĕмĕрсенчен юлнă хулаш (хула вырăнĕ) пур.
Ял 16 ĕмĕр варринчех пулнă. 1608/09 çулхи документсенче яла асăннă.
Хальхи Красноармейски районне кĕрекен Именкасси ялĕнчен куçса кайнă чăвашсем пуçласа янă. Ял ячĕ тутарла имен (юман) тенине пĕлтерет. Патăръел Именкассийĕнче тутар (мишер) урамĕ те пур.
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[3]..
Паллă ентешсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Лисина Ева Николаевна, — чăваш ача-пăча çыравçи.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ ЧУАШСТАН МӨСЕЛМАННАРЫ МУСУЛЬМАНЕ ЧУВАШИИ 2020 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Патăрьел районĕн пурăнан вырăнĕсем |
||
---|---|---|
Алманчă • Анат Атăк • Анат Тăрмăш • Анат Туçа • Анат Чакă • Аслă Чемен • Апрушнай • Вăрманхĕрри Шăхаль • Вăтаел • Еншик • Именкасси • Ишлĕ-Шетмĕ • Йăлăм Патăръел • Каншел • Кĕçĕн Арапуç • Кĕçĕн Шăнкăртам • Кĕçĕн Чемен • Кивĕ Ахпӳрт • Кивĕ Катек • Кословккă • Ксыл-Камыш • Ксыл-Чишма • Люля • Начар Упи • Нăрваш Шăхаль • Пăлакасси • Пăлапуç Нурăс • Пăлапуç Пашьел • Пăлаçи Атăк • Патăрьел • Первомайски • Пӳртлĕ • Сăкăт • Сител • Çăл Атăк • Çĕнĕ Ахпӳрт • Çĕнĕ Чаткас • Çĕнъял • Татмăш • Тăрăн • Тикеш • Треньел • Тури Тăрмăш • Тури Туçа • Тури Чакă • Турхан • Тутар Сăкăчĕ • Тутар Тимешĕ • Ульяновка • Упамса • Хирти Пикшик • Хурама Тăвар • Чăваш Ишек • Шăнкăртам • Шăхаль • Шăхач • Шетмĕ • Ырлăх • Ыхра Çырми |