Çĕрпӳ районĕ
Çĕрпӳ районĕ | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Чăваш Ен | ||
Администраци центрĕ | Çĕрпӳ хула | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1927 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Павлов Андрей Валериевич | ||
Официаллă чĕлхе | чăваш, вырăс | ||
Пурăнан халăх (2017) |
36 023 (2,91 %, 5-мĕш вырăн) | ||
Йышлăх | 45,55 çын/çм² | ||
Наци йышĕ | чăвашсем - 90% | ||
Конфесси йышĕ | православсем | ||
Лаптăк | 790,80[2] çм² (11-мĕш вырăн) | ||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Телефон кочĕ | +7 83535 | ||
Почтă индексĕсем | 429240 | ||
Сайчĕ | |||
Çĕрпӳ районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).
Чăваш Енĕн варринчен çурçĕр еннерех вырнаçнă. Район администрацин центрĕ — Çĕрпӳ хули.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Район Чăваш Республикин çурçĕр-тухăç пайĕнче вырнаçнă. Çурçĕр тата çурçĕр-анăç енче Шупашкар, çурçĕр-тухăç енче — Сĕнтĕрвăрри, тухăç енче — Куславкка, кăнтăр-тухăç енче — Вăрмар, кăнтăр енче — Канаш, анăç енче — Красноармейски районĕсем вырнаçнă. Район территорин лаптăкĕ — 790,8 км².
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халăх йышĕ, район тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1999 çул пуçламăшĕ тĕлне районта 37,1 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 11,2% (ку вăл 30%) — хула çыннисем, 25,9% (е 70%) — ял çыннисем. Пер тăваткал çухрăм çине вăтамран 47,5 çын килет. Ялсен шучĕ 138, вĕсенче вăтамран 202 çын пурăнать. 90% — чăвашсем.
Çутçанталăк
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕрпӳ районĕ Чăваш платойĕ çинче вырнаçнă. Тавралăхĕ сăртлă, çырмасемпе юханшывсем нумай. Çырмасен тарăнăшĕ 5-35 метр, тăршшĕ 10-12 çухрăм таран. Çĕр айĕнчи пурлăх енчен район чухăн. Торф вырăнĕсем пур (Çавалпа Ункă шывсен хĕррипе), ăна ял хуçăлăхĕнче çĕре пуянлатма усă кураççĕ. Антрак ялĕ патĕнче акшар кăлараççĕ. Асăннă вырăнсем пуçне районта тата 3 çĕртре кирпĕч тума юрăхлă тăм кăлараççĕ. Çĕрпӳ çывăхĕнчи тăма çĕç кирпĕч кăларма усă кураççĕ.
Район климачĕ вăтам контитентлă. Хĕлĕсем вăтăм та сивĕ, çĕвĕсем вăта, шăрăх. Кăрлач уйăхри вăтам температура -12,8°С, чи пĕчĕкки -46°С танлашать. Утă уйăхĕнчи вăтам температура — 18,8°С, чи шăрăх кун температура 38°С таран хăпарнă. Çулталăк хушшинче вăтамран 446 мм юр-çумăр çăвать.
Юханшывсене илес пулсан район тăрăх çаксем юхаççĕ: Мăн Çавал, Кĕçĕн Çавал, Ункă, Енĕш. Мăн Çавал район тăрăх 50 çухрăм тăршшĕпе юхать. Кĕçĕн Çавалăн районти тăршшĕ — 20 çухрăм. Юханшывсем ютларах юр шывĕпе тулаççĕ.
Районти тăпрасем ытларах енĕпе çерем-сахал кĕллĕ. Районăн анăç енче çавăн пекех çутă чакăр вăрман тăпри, тухăç енче вара ахаль тата тĕксĕм чакăр вăрман тăприсем тĕл пулаççĕ. Икĕ Çавал хушшинчи çĕрсем вара кĕллĕ хура тăпрасем шутланаççĕ.
Район çĕрĕсем ытларах енĕпе уйлă, сайра вырăнта çеç юманлăхсемпе хурăнлăхсем тĕл пулаççĕ. Çĕрпӳ районĕнче вăрмансем сахал, вĕсем пурĕ те 9,3% кăна йышăнаççĕ.
Администрациллĕ тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çул-йĕр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕрпӳ районĕ тăрăх автомобильпе чукун çулĕсем иртеççĕ. Чукун çул тăршшĕ 31 çухрăм, автомобиль çулĕсен — 310 çх. Автомобильпе чукун çулĕсен йышĕ Чăваш Енĕн вăтам кăтартăвĕпе танлаштарсан икĕ хут пысăкрах.
Çурçĕр-хĕвелтухăç енче Канаш-Шупашкар чукун çулĕ иртет. Район урлă федераллă шайри автомобиль çулĕсем те иртеççĕ: Чулхула-Хусан; Çĕрпӳ-Чĕмпĕр-Сызрань. Çавăн пекех район урлă республика шайĕнчи Йошкар-Ола-Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри-Çĕрпӳ, Çĕрпӳ-Красноармейски çулсем те иртеççĕ.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Иванова Олимпиада Владимировна, - Олимп вăййисен чемпионĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт асти.
- Ефимова Серафима Мироновна, — СССР тава тивĕçлĕ чăваш радисчĕ.
- Котлеев Виталий Иванович, — чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- Лебедева Елена Алексеевна, — чĕлхе тĕпчевçи.
- Львов Петр Константинович, — çыравçă.
- Петров Василий Петрович, — çыравçă.
- Ĕçхĕл Аркадий Александрович, - çыравçă.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çĕрпӳ администрацийĕн сайчĕ
- Çĕрпӳ районĕн сăнĕсем 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Çĕрпӳ районĕнчи муниципаллă йĕркеленӳсем |
|||
---|---|---|---|
Апакасси • Вăрманкас Кĕçтемĕр • Йĕкĕрвар • Конар • Метикасси • Михайловка • Опытный • Паваркасси • Патăрьел • Рынкă • Çырмапуç • Тавăшкасси • Туçи • Чиричкасси • Чурачăк • Ямаш |
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |