Писко
Писко - ( Pisco ) - хаяр ( 38-43 % ) иçĕм алкоголь ĕçми.Кечуа халăх чĕлхирен "писко" - "вĕçнĕ кайăк" куçарма пулать.Писко Перу тата Чили çĕршывсемче тăваççĕ.
Писко Чили
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чили кашни çул яхăн 40 млн литр писко кăларать.Ку шутран 12 % кăна урăх çĕршывсемре сутаççĕ.
Иçĕм сорчĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1986 çулхи сакунпа писко тума ирĕк панă иçĕм сорчĕсем : Мускат, Торронтес тата Педро Хименес.Иçĕм çырлисем нарăс уйăхра пуçтараççĕ.
Писко тăрăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чилире иккĕ писко тăвакан тăрăхсем ( zona pisquera ) : Атакама ( Atacama ) тата Кокуимбо ( Coquimbo ).Пĕтĕм иçĕм пиллĕк айлăмсемче ӳстереççĕ : Элки ( Elqui ),Чоапа ( Choapa ),Копиапо ( Copiapo ),Лимари ( Limari ) тата Вальнар ( Vallenar ).Айлăм ячĕсем часах кĕленче этикеткинче курма пулать.
Технологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Алсемпе пуçтарса иçĕм çырлисене хурçă валашкире ватаççĕ.12 кун ăсла йӳçет.30 кун каннă хыççăн ăсла пысăк пăхăр юхтармалли савăтра ( куб ) пĕр хут пăслан-тарса тасатаççĕ.Шывпа хуштарма юрамасть.Пулнă 38-43 % хаярлăхпа ĕçми юман пичкере усравлаççĕ.Писко усравланă вăхăчĕпе классификаци панă :
- pisco tradicional - иккĕ уйăх пичкере усравланă писко, 30-33 % хаярлă ;
- pisco especial - 4 уйăх, 35 % хаярлă ;
- pisco reservado - 6 уйăх, 40 % хаярлă ;
- gran pisco - 10 уйăх, 45 % хаярлă.
Чилире чилайăш 35 градуслă Pisco especial тăваççĕ.
Писко Перу
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Перу , Чилипе танлашсан, писко сахалрах тăвать - 1.5 млн. литр кăна.Ку шутран 100 пин литр ытла урăх çĕршывсемче сутаççĕ.Юлнă "арăслан пайĕ" перуанецсем ĕçеççĕ.
Иçĕм сорчĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Малтанах перуанецсем писко Квебранта иçĕм çырлисемчен тунă.Паян техĕмлĕ писко Мускат, Альбильо тата Торонтель сортсемчен тăваççĕ.Тĕрлĕ сортсемчен тĕрлĕ писко пулать :
- Puro ( "Таса" ) - Квебранта ;
- Aromatico ( "Техĕмлĕ" ) - Мускат, Альбильо тата Торонтель ;
- Acholado ( "Хутăшнă" ) - Квебранта,Торонтель тата Мускат ;
- Mosto verde ( "Симĕс ăсла" ) - йӳçĕхсе çитмен ăсла пăслантарса тасатаççĕ.Чи çемçе, чи хаклă писко.
Писко тăрăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Перура пиллĕк писко тăвакан енсем ( ) : Лима ( Lima ), Ика ( Ica ), Арекипа ( Arequipa ), Мокегуа ( Moquegua ) тата Такна ( Tacna ).
Технологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Иккĕ эрне йӳçĕхнĕ ăсла пĕр хут пăслантарса тасатаççĕ.Пулнă хаяр алкоголь ĕçми ( яхăн 42 % ) хурçă пичкере 3-6 уйăх усравлаççĕ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Писко Капель" компани официалнăй сайчĕ 2011 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
Алкоголлĕ ĕçмесем |
|
---|---|
Питĕ хаяррисем, 66—96 % | |
Хаяррисем, 31—65 % |
Авамори • Аквавит • Арак • Арманьяк • Бальзам • Бехеровка • Боровичка • Бренди • Бумбо • Бурбон • Буха • Виски • Водка • Граппа • Джин • Дивин • Егермайстер • Зубровка • Кальвадос • Киршвассер • Коньяк • Маотай • Мескаль • Метакса • Настойка • Палинка • Писко • Полугар • Раки • Ром • Самбука • Аншарли • Сливовица • Текила • Узо • Чача • Шнапс |
Вăтаммисем, 9—30 % | |
Хаярмаррисем, 1,5—8 % |