Контент патне куҫ

Чăваш наци юхăмĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чăваш наци юхăмĕчăваш халăхĕ хăйĕн наци ирĕклĕхĕпе пĕртанлăхĕшĕн кĕрешни. Çакнашкал хăй тĕллĕ тĕрлĕ формăллă элементсене 16 ĕмĕртенпе асăрхама пулать. Чăвашсем налук-куланай тӳлесрен аяккалла пăрăннă, хĕçпăшалланса çапăçнă, влаçсене пуç çапса пулăшу ыйтнă, патшалăх кăшт çеç контроллеме пултарнă регионсене куçса кайнă, правительствăна хирĕçле вăрçма тухнă, Христос тĕнне вăйпах кĕртессине хирĕç тăнă (Степан Разин ертсе пынă çĕр ĕçтешĕсен пăлхавĕ, Е. И. Пугачёв ертсе пынă çĕр ĕçтешĕсен пăлхавĕ, 1842 çулта чăваш тата мари çĕр ĕçтешĕсем пăлханни). Чăваш этносĕн хирĕç тăрас потенциалĕ вăйланса пынă[1].

Историри тапхăрсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш халăхĕ пĕрле чăмăртанни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XIX–XX ĕмĕрсен чиккинче чăвашсем этнонаци статусне куçаççĕ. Вĕсен пĕрлехи чĕлхи литература шайне хăпарать, профессиллĕ культура, наци интеллигенцийĕ ура çине тăрать. Чăвашсене чĕлхепе культура енчен чăмăртанма халăх чылайрахăшĕпе пĕр территорире пурăнни питĕ майлă пулнă, ытарлă каласан, пĕр хуранта пиçни пулăшнă. XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче 78% таран чăвашсем пурăнакан çĕрсем пĕрпекленсе тĕпленнĕ, администрацилле Хусан тата Чĕмпĕр кĕпĕрнисене кĕнĕ пĕр-пĕринпе юнашар 7 уесре вырнаçнă. Этноса пуçтаракан процессем тата чăвашсем хăйсене пĕрлĕ туйни ӳссе пынă май 20 ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче наци юхăмĕн элеменчĕсем çуралнине кăтартаççĕ. XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш вунçуллăхĕнче наци çутлăхçисем, тăван çĕршыва юратакан çутĕçпе культура ĕçченĕсем пĕтĕм халăх хушшинче наци-патриотика агитацине сарса пынипе чăваш наци юхăмĕ аталанса каять. Тепĕртакран çакнашкал ĕçсем хунаса кайса политика касине кĕрсе каяççĕ, наци организацисем йĕркеленеççĕ, халăхăн уçăмлăхĕ питĕ хăвăрт çӳле хăпарать.

Пĕрлĕх-политика ĕçĕсем çурални

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Патшалăх думин II чĕнĕвĕн Хусан кĕперни депутачĕсем. Хыçалта: Г. И. Петрухин, А. Ф. Фёдоров, С. Н. Максудов, Г. М. Мусин; малта: З. М. Таланцев, М. В. Батуров, М. Я. Капустин, Д. А. Кушников С. Т. Максютов.

Атăл тăрăхĕнчи халăхсен наци юхăмне Пĕрремĕш вырăс революцийĕ (1905–07) самаях хускатать. Çак революцие Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренсе тухнă чăваш интеллегенцийĕ - вĕрентӳçĕсем, артистсем, юристсем, чиркӳ ĕçтешĕсем — питĕ анлă хутшăннă. Вĕсенчен чылайăшĕ эсерсен партийĕ майлă тăрăшнă. Çав хутлăхра ĕнтĕ чăвашсен наци ертӳçисем, чăваш наци юхăмĕн идеологийĕ шăраннă. Чăваш эсерĕсем наци-культура автономишĕн тăнă. «Хыпар» хаçат (1906 çул, кăрлач) тухма тытăнни нацин малта утакан вăйĕсене чăмăртанма, халăха пĕрлĕх тата культура çулĕсемпе чĕрĕлтерме пулăшнă. «Хыпар» наци публицистикине ура çине тăма пулăшнă. Чăвашсен пĕрлĕх шухăшĕ çав тери хăватланнă, унчен çутĕç ыйтăвĕсене ертсе пынă пулсан, халĕ вара социум-политика, патшалăх-право проблемисене хускатса ăнлантарнă. Патшалăх думине суйлас умĕн хаçат питĕ пысăк ĕç тунă. Чăваш парламентарисем (Я.А. Аб­рамов, Н.П. Ефремов, Д.А. Кушников, К.В. Лаврский, И.И. Соколов, З.М. Таланцев, А.Ф. Фёдоров), хăйсем темле партире тăрсан та, депутат ĕç-хĕлĕнче çутĕçе аталантарасcишĕн, нацисен пĕртанлăхне хӳтĕлессишĕн тăрăшнă.

Наци идеологийĕ пуçне çĕклени

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш вырăс революци çулĕсенче чăваш çĕр ĕçтешĕсем вăранаççĕ, аграри ыйтăвĕсемпе пĕрле пĕрлĕх-политика прависене – граждансен пĕртанлăхĕ тата ирĕклĕхĕ, чĕлхесен пĕртанлăхĕ, шкулса тăван чĕлхепе вĕренесси, тӳресене вырăнти халăхăн суйласси, чăваш чĕлхине тӳре ĕçенче усă курассии, вырăнти хăйтытăмлăхне наци йышне шута илсе йĕркелесси т.ыт. те — хускатаççĕ. 1905–07 çулсенче чăвашсен пĕрлĕх пурнăçĕн сцени çине çĕнĕ вăйсем — çамрăксем тата политикăри радикалсем — тухаççĕ, вĕсем ĕнтĕ чăваш халăхĕн наци енĕпе пĕрлешĕнмелли концепта элем пек çĕклеççĕ: чăваш халăхĕн ăс-тăнĕнче ирĕклĕхе çĕнсе илес кĕрешĕвĕ ӳссе пынине туйса халăха май пур таран çутта туртмалла, культурăна кĕртмелле тесе малалла чĕнеççĕ. Чăвашсен пĕрлĕхпе политика шухăшĕнче те пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Çутĕçпе ирĕклĕх шухăшĕсем наци идеологине йĕркелесе пынă пулин те нацин культура автономийĕ шайĕнчен çӳлерех кармашайман. Территориллĕ автономи пирки чăваш культурин хăш-пĕр ĕçченĕсем çеç — И.Н. Юркин тата Г.А. Кореньков — ĕмĕтленнĕ.

Февраль революцийĕ хыççăн

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Буржуази революцийĕ çĕнтерсен Атăл-Чуман Атăл регионĕнчи халăхсем полиэтнос-территориллĕ органсене туса хунă пулнă: пĕрлĕхсем (кайран Атăлçи вак халăхĕсен пĕрлешĕвĕ) тата Атăлçи вак халăхĕсен съезчĕсем. Чăвашсен пĕрремĕш пĕрлешĕвĕсем 1917 çулта çуркунне йĕркеленеççĕ: пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ĕпхӳре чăваш наци пĕрлĕхне тăваççĕ (председателĕ — Г.И. Комиссаров), çăва кĕриччен кĕпернесенче кăна мар, уессемпе ялсенче те, чăваш наци организацисем ĕçлеме тытăнаççĕ.

Халăх çĕкленни чиркӳ ĕç-хĕлне хăйне евĕр кĕрсе каять. Сăваплăх хĕсметçисем — П.П. Шленкин, Д.Ф. Филимонов, Т.А. Земляницкий, Г.Т. Тихонов, А.С. Иванов, К.П. Прокопьев тата ур. — Чăваш наци юхăмĕн хастар ĕçченĕсем пулса тăраççĕ. Вĕсем çакнашкал çивĕч ыйтусем лартаççĕ: чăваш прихучĕсене чăваш сăваплăх хĕсметçисене памалла, чиркӳре турăна чăвашла кĕл тумалла, чăваш ар­хиерейĕ ĕç вырăнне йĕркелемелле.

1917 çулта çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕрен тухма тытăннă «Хы­пар» хаçат чăвашсене пĕрле пулма йыхравлать, пĕрлĕхпе политикăра халăха малалла пĕрле хастар утма хистет.

Февраль хыççăнхи тапхăрĕнче политика институчĕсене питĕ тарăн демократизациленипе тата çĕнĕрен тунипе уйрăлса тăрать. Пĕрремĕш хут Çĕрпӳ, Шупашкар тата Етĕрне çĕрĕсен управисене чăвашсене суйланă. Тепĕр енчен чăваш халăхне пĕрлĕ-политика пурнăçне хăйĕн элчисене кĕртме çĕр ĕçтешсен депутачĕсен канашĕсем, съезчĕсем тата пĕрлешĕвĕсем, салтаксен организацисем ĕçлеме тытăнаççĕ. Наци спецификине уесри çĕр ĕçтешĕсен съезчĕсенче асăрхама пулать, унта халăхсен наци хăйне палăртас тата Раççейре администрациллĕ-территориллĕ тытăмлăхĕ пирки ыйтусене тăратнă. Наци еннелле тăракан чăваш çар çыннисем пĕрлешĕнеççĕ (Чăваш çар комитечĕсем тата ентешлĕхĕсем), вĕсен хутлăхĕнче çĕнĕ политик-ертӳçсем çуралаççĕ (А.Д. Краснов, Д.П. Петров, Г.Т. Титов тата ур.). Çаплах Учительсен пĕрлешĕвĕ, Чăваш çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕ йĕркеленеççĕ. Вĕсе хăйсем умне наци политикин программин тĕллевĕсене лартман пулин те, чăваш халăхĕн пĕрлĕхне тата граждансен инициативине аталантармашкăн социаллă уçлăха сарса пынă.

Политика партисем йышланаççĕ, пĕрремĕш плана либерализм тата социализм партисем тухаççĕ, хăйсен программисенче наци проблемисене уçса памалли мелсене кăтартмалла пулнă. Чăваш Енри политика партисем, черная сотнясăр пуçне, Раççей патшалăхне демократи е федераци шайне куçарса автономишĕн кĕрешмелле тенĕ.

Эсерсен лидерĕсем программăри тĕллевĕсене 1917 çулхи çулла çапла палăртнă: демократи республикине туса ăна федераци патшалăхне, социаллă-политика условисем пиçсе çитсен çитермелле; чăвашсем валли наци-культура автономине тумалла, влаç органĕсенче нацисене пропорциллĕ тăратмалла.

Чăваш наци юхăмĕн наци çĕклес стратегипе идеологи платформине мĕнпур чăваш наци форумĕнче Чĕмпĕрте 1917 çулта çĕртмере йышăннă, унтах тĕп чăваш организацине – Чăваш наци пĕрлĕхне (ЧНП) йĕркеленĕ.

Октябрь революцийĕ хыççăн

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1917 çулта юпа уйăхĕнче Вăхăтлă правительствăна çапса антарсан влаç большевиксемпе сулахай эсерсен аллине лекет, çĕршывра политика вăйĕсен çĕнĕ конфигурацийĕ пулса тăрать. Канаш правительстви хăйĕн декречĕсенче де-юре Раççей халăхĕсем хăйсен ирĕкĕпе хăйсен патшалăхне туса уйрăлма пултарнă. Çакна пула ĕнтĕ 1917 çул вĕçĕнче тутарсемпе пушкăртсен ертӳçисем Вăтам Атăлçипе Уралçум автономи облаçне (Атăл-Урал штачĕ, Урал-Атăл штачĕ, Вăтам Атăл тата Кăнтăр Урал штачĕ, Атăл-Кама штачĕ, Атăл-Урал Канаш республики е Тутар-Пушкăрт Канаш республики) тăвас плана хатĕрленĕ.

Автономи облаçне тăвас дискуссисенче чăваш элчисем пур халăха пĕр тан правапа, суверенитетпе тивĕçтермелле, наци культурин автономине памалла тесе кĕрешнĕ; тумалла штат Раççейĕн татса илмелле мар пайĕ тесе шутланнă, шалти администрациллĕ тытăмлăхĕпе – «нацисен регионри (облаçри) федераци республики» пулмалла тенĕ. Тутар-Пушкăрт Канаш республики пирки тавлашнине Пĕтĕм чăваш рабочи-хресчен съездĕнче (çĕртме, 1918) çак çĕрсенче пурăнакан чăвашсем хирĕç пулнине татса панă.

1918 çулта нарăс уйăхĕн вĕçĕнче – пуш уйăхĕнче Чăваш наци юхăмĕ пайланать, сулахай вăйсен блокĕ (совет влаçне йышăннă сулахай эсерсем, чăваш социал-националистчĕсем тата партисĕр çар çыннисем, вĕрентӳçĕсем тата вĕренекенсем) çĕнтернĕ. Сулахай блока кĕрекенсем сылтăм эсерсен «Хыпар» хаçат редакцин пурлăхне ярса илнĕ те çĕнĕ пичет органне — «Канаш» — йĕркеленĕ.

Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш сулахай социализм комитечĕ йĕркеленнĕ, вăл хистенипе Хусан кĕперни канашĕ çумĕнчи чăваш ĕçĕсен комисариатне уçнă. Юлашкин тĕппипех ЧНП ертӳçисем 1918 çулта çулла уйрăлаççĕ, ун чухне чылай наци ĕçченĕ, ЧНП хастар пайташĕсем, Йĕркеленӳ пухăвĕн чăваш делегачĕсем (Г.Ф. Алюнов, С.Н. Николаев, Д.П. Петров, Г.Т. Титов, И.В. Васильев) советсене хирĕçле тăнă.

Канаш-парти организацисем йĕркеленсе пыраççĕ. 1918–19 çулсенче Хусан, Чĕмпĕр, Самар тата Сарăту кĕпернисенче советсен ĕçтăвкомĕсен уйрăмĕсенче чăваш пайĕсем уçăлаççĕ, çавăн пек секцисем РКП(б) кĕперне комитечĕсем çумĕнче те вырнаçаççĕ; чăваш секцисем çаплах Хĕрлĕ Çарта та реввăрканашсемпе штабсен политуйрăмĕсенче те ĕçленĕ. РСФСР националлĕхсен ĕçĕсен халăх комиссариачĕ çумĕнчи Д.С. Эльмен ертсе пынă чăваш уйрăмĕ чăвашсен Тĕп канаш йĕркеленĕвĕ пулса тăрать.

1918 çулăх иккĕмĕш пайĕнче ЧНЮ ертӳçисем наци-территориллĕ автономи (чăваш администрациллĕ-территориллĕ виçине тумалла!) идейине тытса пыма тытăннă. Документсене тĕпченипе çак паллă: Чăвашсен ĕç коммуни проекчĕ пулнă. Чăвашсем валли уйрăм наци-территориллĕ виçене тăвас ĕмĕте пурнăçа кĕртесси Чăваш автономи облаçне туса хунипе тулать, каярах Чăваш АО Чăваш АССР çине çитет.

Чăваш наци юхăмĕ автономире пурăннă чăвашсене нацилле аталантарас проблемăна çеç ăсра тытса пуçланă. 1920-мĕш çулсенче чăваш диаспорине кирлĕ чухлĕ аталанма пулăшнă. Наци аталанăвĕ ыйтăвĕсене сӳтсе явнă чухне мĕнпур чăваш халăхне, автономирине çеç мар, шута илнĕ. Çакăн пирки çав тапхăрта пулса иртнĕ пĕтĕм чăвашсен, мĕнпур чăвашсен, пĕтĕм раççей чăвашĕсен конференцисенче, съездсенче калаçнă.

Наци вĕренӳ шкулĕсем – Пушкăртстанра, Тутарстанра, Чĕмпĕр, Самар тата урăх кĕпернесенче — пулнă. Самарта тата Хусанта чăвашла хаçатсем тухнă. Совет Союзĕнчи чăвашсем валли Мускавра чăвашла «Ĕçлекенсен сасси» хаçат пичетленнĕ. Пушкăртстанра, Тутар АССР, Чĕмпĕр, Сарăту кĕпернисенче, Казахстанра тата Çĕпĕрте чăваш наци администрациллĕ-территориллĕ виçесене йĕркеленĕ. 1920-мĕш çулсенче тĕп парти тата канаш органĕсенче, совет органĕсенче чăваш элчелĕхĕсем пулнă.

Çĕнĕ экономика политикине (ÇЭП - НЭП) пăрахăçланă хыççăн, пĕрлĕхе тоталитаризм тĕсне куçарнă чухне нацисен хутшăнăвĕсенче демократи процессĕсене сакайне янă: 1930-мĕш çулсен пуçламăшĕнче унификацилеме тытăннă. Националлине национализм теме пуçланă, интернационализма хирĕçле тенĕ. Мускаври чăваш элчелĕхĕсене пĕтернĕ, чăвашсен «Коммунар» тĕп хаçатне тухма чарнă. «Национализмпа» кĕрешетпĕр тесе мĕнпур тĕрлĕ çĕрсенчи чăвашсен интересĕене шута илме пăрахнă, официаллă документсенчен республика тулашĕнче пĕрле пĕр çĕрте пурнакан чăвашсем пирки калаçма юраман; чăваш чĕлхине тымар яртарса аталантарас процессене пусарнă. 1960-мĕш çулсен варринче нацисем хушшинчи уйрăмлăхсене якатас, нацисене пурне те пĕр «канаш/совет халăхĕ» тăвас теори хуçаланма тытăннă.

Перестройка

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нацисем хушшинчи хутшăнусем сферинчи ситуаци перестройка саманинче улшăнма тытăнать. 1980-мĕш çулсен вĕçĕнче каллех Чăваш наци юхăмĕ çĕкленет. Унăн организациленнĕ формисенчен пĕри Комсолăн Чăваш обкомĕ çумĕнчи пултаруллă çамрăксене пулăшакан координаци центрĕ (ÇПКЦ) шутланнă, ăна 1987 çулта ака уйăхĕнче уçнă. ÇПКЦ йышне çамрăк литераторсем, ӳнерçĕсем, актёрсем, ăсчах-гуманитарисем, студентсем кĕнĕ. ÇПКЦ мероприятисенче тем тĕрлĕ темăпа та çивĕч дискуссисем иртнĕ.

1988 çулта çуркунне ЧПГĂИ тата ЧПУ ăслăх ĕçтешĕсен ушкăнĕ И.Я. Яковлев ячĕллĕ Пĕрлĕхе тăвас ĕмĕтпе çӳренĕ, Пĕрлĕхĕн программине тата уставне хатĕрленĕ пулнă.

Тĕллевсем тата палăртнă ĕçĕсем хушшинче пĕрлĕхе мораль тата нациллĕх енчен чĕрĕлтересси, мĕнпур чăвашсен наци-культура ăнтăлăвне пĕрлештересси, Чăваш АССР экономика, политика тата культура сферинчи суверенлĕхĕ, халăх йăлисене упраса аталантарасси, чăваш челхине патшалăх статусне парасси, И.Я. Яковлев эткерлĕхне тĕпчесе халăхра сарасси тата ур. Республикăри МИХсенче дискусси иртнĕ, 1998 çулхи чӳкĕн 30-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ пĕрлĕхĕн программине анлăн сӳтсе явнă.

Инициативăна ССКП Чăваш обкомĕ хирĕç тăнипе 1989 çулхи ака уйăхĕнче палăртнă Йĕркеленӳ съездне ирттерме чарнă.

ЧПКЦ/ЧНК/НКП/НКА

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Альтернатива вырăнне 1989 çулта раштав уйăхĕнче Чăвашсен пĕрлĕхлĕ культура центрĕн (ЧПКЦ) йĕркеленӳ съездне ирттернĕ, председателĕпулма Юхма Мишшине суйланă. Нарăс–пуш уйăхĕсенче Чăваш АССР Министрсен Канашĕ ЧПКЦ уставĕпе платформине çирĕплетнĕ. 1991 çулта пуш уйăхĕнче Чăваш аталану партин (ЧАП) йĕркеленӳ съезчĕ иртнĕ, унăн программинче Чăваш Республикине экономикăпа политика суверенитетне çитермелле. 1992 çулта юпан 9-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн (ЧНК) йĕркеленӳ съезчĕ пуçтарăннă, унăн лейтмотивĕ — патшалăх суверенитетне туллинех çитермелле. ЧНК председателĕ пулма А.П. Хусанкая суйланă.

1980-мĕш çулсен вĕçĕнче Раççейрие тĕрлĕ регионсенче, уйрăмах Урал-Атăлçи таврашĕнче (Пушкăртстан тата Тутарстан, Чĕмпĕр тата Самар облаçĕ), пурăнакан чăвашсен наци-культура пĕрлешĕнĕвĕсем (НКП) чăмăртанма тытăнаççĕ. Кунта, Чăваш Енĕн тулашĕнче пĕр çĕртре вырнаçнă чăваш халăхĕ. НКП тĕрлĕ формăпа Мускав тата Санкт-Петербург хулисенче, ИПТ (Казахстан, Молдова, Украина) тата Балти (Латви, Эстони) çĕршывĕсенче пуçтарăннă. Раççей Федерацин «О национально-культурной автономии» (1996) федераци саккунне йышăнсан чăваш наци-культура автономисем (НКА) тĕпленме тытăнаççĕ. 2011 çул тĕлне Раççей Федерацинче 85 чăваш НКП, çав шутра 25 НКА, шутланнă. 2001 çулта Раççей чăвашĕсен федерацири наци-культура автономине экстерриториллĕ пĕрлĕх-патшалăх йĕркеленĕвĕ пек çирĕплетнĕ.

Чăвашсен НКП тата НКА ытларахăшĕ культура-çутĕç ĕçĕ-хĕлĕпе – фольклор ушкăнĕсене пухăнаççĕ, чăваш йăлинчи уявсене пĕрле ирттереççĕ, вырăнти хаçатсене, кĕнекесене кăлараççĕ, шкулта тăван чĕлхепе вĕрентес тесе хистеççĕ, вырăнта чăваш радио- тата телепрограммăсене хатĕрлеççĕ.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • С.В. Щербаков, "Чувашское национальное движение 1917-1921 годах. Взлёты и падения."

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]