Тутарсен Раççейри вырнаçăвĕ
Тутарстанра Раççейри пĕтĕм тутар халăхĕн 33,3 % яхăн пайĕ пурăнать, ыттисем урăх çĕрсенче вырнаçнă. Тутарсен чи сахал йышлă регионĕ — Ингушети Республики, унта пурĕпе 151 çын пурăнать.
Пĕтĕмĕшле кăтарту
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Аялтарах Раççейĕн 30 регионĕнче пурăнакан тутар халăхне кăтартнă:
Регион | Тутарсен пур йышĕ | халăх % |
---|---|---|
Тутарстан | 2000116 | 52,92 |
Пушкăрт Республики | 1440702 | 35,14 |
Челепи облаçĕ | 205087 | 5,69 |
Чĕмпĕр облаçĕ | 168766 | 12,20 |
Свердловск облаçĕ | 168143 | 3,75 |
Мускав | 166083 | 1,6 |
Ăренпур облаçĕ | 165967 | 7,61 |
Пермь Ен | 136597 | 4,84 |
Самар облаçĕ | 127931 | 3,95 |
Удмурт Республики | 109218 | 6,96 |
Хантă-Манси автономи тăрăхĕ — Югра | 107637 | 7,51 |
Тĕмен облаçĕ | 106954 | 8,07 |
Пенза облаçĕ | 86805 | 5,97 |
Аçтăрхан облаçĕ | 70590 | 7,02 |
Сарăту облаçĕ | 57577 | 2,16 |
Мускав облаçĕ | 52851 | 0,8 |
Кемĕр облаçĕ | 51030 | 1,76 |
Чулхула облаçĕ | 50609 | 1,44 |
Омск облаçĕ | 47796 | 2,3 |
Мордва Республики | 46261 | 5,21 |
Красноярск Ен | 44382 | 1,5 |
Киров облаçĕ | 43415 | 2,89 |
Мари Эл | 43377 | 5,96 |
Чăваш Ен | 36379 | 2,77 |
Санкт-Петербург | 35553 | 0,76 |
Волгоград облаçĕ | 28641 | 1,06 |
Çĕн Çĕпĕр облаçĕ | 27874 | 1,04 |
Ямал-Ненец автономи тăрăхĕ | 27734 | 5,47 |
Иркутск облаçĕ | 26966 | 1,1 |
Краснодар Ен | 25589 | 0,5 |
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Раççейри тутар йышĕ 500 000 çынран ытла пулман. XIX ĕмĕр вĕçнелле вĕсен шучĕ пиллĕк хут ӳсет. XX ĕмĕрте йышĕ тата икĕ хут нумайланать. Атăл-урал тутарĕсен йышĕ 11,2 хут, çĕпĕртисен — 3,3 хут кăна ӳснĕ. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче тутарсем хулана куçма тытăнаççĕ. XVIII ĕмĕр — XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Атăл-Урал регионĕнчи хула тутар халăх йышĕ 77 хут ӳсет. Чылайăшĕ пысăк хуласенче —Хусан, Ӗпхӳ, Ăренпур, Самар, Чĕмпĕр, Сарăту, Чулхула, Кострома, Пенза, Екатеринбург, Пермь, Челепи, Троицк тата урăххисенче пурăннă.
1920—30-мĕш çулсенче тутарсен нумайрахăшĕ РСФСР-та вырнаçнă пулнă. РСФСР тулашĕнчичи пысăк диаспори Казахстанра тата Вăтам Азире пурăннă (991,2 пин çын 1926 çулта, 129 пин çын 1937 çулта). 1959 çул тĕлне çак регионти тутарсен йышĕ 780 пине, 1979 çул тĕлне 1154 пине çитет.[1]
Атăлçи федераци тăрăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Атăлçи федераци тăрăхĕнче 4 513,7 пин атăл-урал тутарĕ (хусан тутарĕ) пурăнать, çак тăрăхри халăхăн 14,92 % шутланать. Çак территорире Хусан ханлăхĕ пулнă.
Тутарстан
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тутарстанра 2 000,1 пин тутар пурăнать, ку республика халăхĕн 52,92 % пулать.
Пушкăртстан
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пушкăртстанра 1440,7 пин тутар пурăнать, ку республика халăхĕн 35,14 % пулать. Пушкăртстан çĕрĕнче тутар халăх ытларахăшлĕ 1000 яхăн пурăну вырăнĕ. 1127 шкулта тутарла вĕрентеççĕ (1997 çул тĕлне), 2 тутар гимназийĕ (Ӗпхӳ, Пелепей), Пушкăрт университетĕнче, Пушкăрт, Бирск, Çтерлĕ педагогика институтĕнче тутар уйрăмĕсем. Тутар этем пĕрлĕх центрĕ (Ӗпхӳ, 1989 çултанпа), тутар этем пĕрлĕх центрĕ «Мирас» (Çтерлĕ, 1990 çултанпа), тутар демократи партийĕ «Идель-Урал» (1991 çултанпа), «Азатлык» тутар çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕ (1990 çултанпа), Тутар мăрсисен меджлисĕ (1993), Пушкăрт Республикин тутар чĕлхиллĕ çыравçăсен пĕрлешĕвĕ. «Кызыл таң», «Умид», «Азатлык нуры» (1997), «Җидегән», «Тулпар» журнал (1995) пичетленет. Тутар театрĕ «Нур» (Ӗпхӳ), Тутар патшалăх драма театрĕ (Туймаçи)[2].
Чĕмпĕр облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чĕмпĕр облаçĕнче 168,8 пин тутар пурăнать, ку вара республикăри халăхăн 12,20 % шутланать. Тутарсем ытларах Чĕмпĕрте, Димитровградра тата йышлăн Кивĕ Кулатка, Мелекес, Çĕнĕ Малыкли (XVIII ĕмĕртенпе), Чердаклă (XVII ĕмĕрĕн вĕçĕнчен) районсенче пурăнаççĕ. 102 пурăну вырăнĕсенче тутарсем йышлăн ввырнаçнă. Тутар чĕлхипе 99 шкул ĕçлет. 44 мечет (на 1994) и 4 медресе. Тутар этеплĕх центрĕ «Туган тел»[3] (Чĕмпĕр, 1990 çултанпа), Тутар этем пĕрлĕх центрĕ, «Мәдәният[4] тата «Мөслимә» » этем пĕрлĕхĕсем, çамрăксен клубĕ «Мирас» (Чĕмпер), çутĕç этем пĕрлĕхĕ «Өмет» (Димитровград). «Өмет» хаçат пичетленет[5] (Чĕмпĕр, 1989 çултанпа), «Күмәк Күч»[5] (Кивĕ Кулатка районĕ, 1930 çултанпа). Телекăларăм «Чишмә»[5] (1989 çултанпа). 2 халăх театрĕ (Вăтам Сантимир тата Кивĕ Кулатка), 30 пултарулăх тутар театрĕпе ушкăнĕ, ансанбль «Сембер»[6] (Чĕмпĕр).
Тутарсен районсемпе вырнаçăвĕ:
Район | Тутарсен пайĕ |
---|---|
Сызган Пасар | 22,0 |
Барыш | 16,0 |
Вешкайма | 2,0 |
Инза | 3,3 |
Карсун | 10,0 |
Кузоватово | 0,7 |
Майна | 4,7 |
Мелекес | 17,0 |
Николаев | 23,0 |
Çĕнĕ Малыкла | 31,6 |
Çĕнĕ Сăпас | 7,5 |
Павлă | 20,0 |
Радищево | 8,7 |
Çĕнĕ Кил | 5,0 |
Кив Кулатка | 95,0 |
Кивĕ Майна | 9,0 |
Сăр | 1,0 |
Теренькӳл | 4,0 |
Ульянов | 11,0 |
Чăнлă | 13,0 |
Чартаклă | 21,0 |
Ăренпур облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ăренпур облаçĕнче 166,0 пин тутар пурăнать, ку облаç халăхĕн 7,61 % шутланать. Тутарсем пĕр шышлăн Абдули, Александров, Асекеев, Гай, Бугуруслан, Илек, Хĕрлĕ гварди, Кувандык, Матвеев, Сакмар, Соль-Илец, Ташла, Тоцк, Шарлык районĕсенче вырнаçнă.
Пермь Ен
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пермь Енче 136,6 пин тутар пурăнать, çак енри халăхăн 4,84 % пулать. Тутарсем Пермь, Березники, Гремячинск, Губаха, Чайковский хулисенче тата пĕр йышлăн Бардым, Березовски, Куедин, Кунгур, Октябрь, Урта, Осински, Пермь, Суксу, Уин, Чайковский, Чернушинский, Чусовский районĕсенче вырнаçнă. 150 ытла тутар ялĕ, 25 мечет (1994), 95 тутар шкулĕ (1996) ĕçлет. Тутар-пушкăрт М. Вахитов ячĕллĕ центр (Пермь, 1989). Оса педагогика училищинче тутар уйрăмĕ пур. «Халык чишмәсе» (Пермь, 1991), «Таң» (Бардым районĕ, 1931) тата «Тарикъ» (Пермь, 2009) хаçатсем пичетленеççĕ. «Кардәшләр» (1993) тутарла радиокалаçусем (Пермь) эфира вĕçеççĕ. Тутар халăх театрĕ (Барда ялĕ). Халăх музейĕсем (Барда, Бардым районĕ тата Уинское, Уин районĕ[2].
Самар облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Самар облаçĕнче 127,9 пин тутар пурăнать, ку облаç халăхĕн 3,95 % шутланать. Тутарсем пĕр йышлă Мăн Черкали, Елхов, Исакли, Хăмăшлă, Клевлĕ, Кушкă, Похвиçнĕ, Шăнталрайонĕсенче вырнаçнă. 48 тутар ялĕ, 29 тутар шкулĕ, 36 мечет (1996), медресе «Галия» (Самар). «Туган тел» тутар этеплĕх центрĕ (Самар, Похвиçнĕ, Сызрань), Ислам этем пĕрлĕх политика центрĕ (Тольятти), «Азатлык» çамрăсен клубĕ, «Ак калфак» хĕрарăм клубĕ ĕçлет. «Бердәмлек» (Самар, 1990), «Азан» хаçатсем тухаççĕ. Тутарла радиокалаçу станцисем «Радио-7 Самартан», радиопрограмма «Ак бәхет» эфира вĕçеççĕ . 15 тутар пултарулăх ушкăнĕ, халăх ансамблĕ «Ялкынлы яшьлек» (Самар), «Ялкын» (Тольятти), «Заман» (Хăмăшли районĕ) ĕçлет[2].
Удмурти
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Удмуртире 109,2 пин тутар пурăнать, ку республикăри халăхăн 6,96 % шутланать. Удмурт Республикинче тутарсем ытларах Ижевск, Сарапул, Можга, Глазов, Воткинск хулисенче тата пĕр йышлан Алнаш, Балези, Юкама районĕсенче вырнаçнă. Удмуртире 20 ялта ытларах тутар халăхе пурăнать. 20 тутар класĕ тата 13 шкул умĕн ача-пăча йĕркелĕвĕ (1995), çаплах Удмурт университечĕ, Ижевск педагогика училищин тутар уйрăмĕсем пур. Тутар этем пĕрлĕх центрĕ (1991), «Иман» тутар çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕ, Тутар этеплĕх центрĕ (Юкама районĕ), Ижевск тутар вулавăшĕ ĕçлет. «Яңарыш» (Ижевск, 1991), радио тата телекалаçусем: «Очрашу», «Хәерле кич» тухаççĕ. «Шаян йодызлар» (Ижевск) халăх ансамблĕ пултарулăхне кăтартать[2].
Пенза облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сарăту облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чулхула облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мордва
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Киров облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мари Эл
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш Ен
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш Енре 36,4 пин тутар пурăнать, ку республикăри халăхăн 2,77 % шутланать. Тутарсем пĕр йышлă Патăрьел, Куславкка, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче вырнаçнă. Чăваш Республикинче 24 тутар, 5 хутăш ялĕ. Тутар чĕлхипе вĕрентекен 19 шкул, 24 мечет (1997 çулĕ тĕлне) пур. Чăваш Енри пĕтĕм тутар этем пĕрлĕх центрĕ (Шупашкар, 1992 çултанпа), Чăваш Енри тутар этем пĕрлĕх этеплĕх центрĕ (Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам чирку ялĕнче, 1993 çултанпа). 1996 çултанпа «Вакыт» хаçачĕ тухса тăрать. Тутар халăх театрĕ (Патăрьел районĕнчи Хирти ПИкшик ялĕ, 1965 çултанпа), (Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнчи «Мишар» фольклор-эстрада ансамблĕ)[2].
Урал федераци тăрăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Урал федераци тăрăхĕнче 636,5 пин тутар пурăнать, ку федераци тăрăхĕн 5,14 % шутланать.
Челепи облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Челепи облаçĕнче 205,1 пин тутар пурăнать, ку облаç халăхĕн 5,69 % шутланать.
Свердловск облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Свердловск облаçĕнче 168,1 пин тутар пурăнать, ку облаç халăхĕн 3,75 % шутланать.
Хантă-Манси автономи тăрăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хантă-Манси автономи тăрăхĕнче 107,6 пин тутар пурăнать, ку автономи тăрăх халăхĕн 7,5 % шутланать.
Тĕмен облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕмен облаçĕнче 107,0 пин тутар пурăнать, ку облаç халăхĕн 8,07 % шутланать.
Ямал-Ненец автономи тăрăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тутарсем — 27,7 пин çын (5,47 %)
Вăта федерации тăрăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тутарсем — 288,2 пин çын (0,77 %)
Мускав
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хулари тутар йышĕ — 166,1 пин çын (1,6 %)
Мускав облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мускав облаçĕнче 52,9 пин тутар пурăнать, ку облаç халăхĕн 0,8 % шутланать.
Кисан облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кисан облаçĕнче 5,6 пине яхăн тутар пурăнать. Мордвапа пĕрле тутарсем регионăн тухăç çĕрĕн авалхи халăхĕ шутланать. Облаçĕн территоринче Касимов ханлăхĕ вырнаçнă, Касимовпа таврашĕнчи ялсенче касимов хĕсмет тутарĕсем вырнаçнă пулнă. Кадом районĕнчи кадом хĕсмет тутарĕсем, Цнан анат юхăм çĕрĕсенче — цна (шац) хĕсмет тутарĕсем йышăннă.
Халĕ тутарсем пĕр йышлă Касимов, Ермишино, Сасов районĕсенче пурăнаççĕ. Ĕçлекен 4 мечет (Касимов, Подлипки, Азеево, Бастаново). Тутар этеплĕх центрĕ (Касимов). 2 тутар фольклор ушкăнĕ (Касимов районĕнчи Ахметово ялĕ тата Сасав районĕнчи Бастаново ялĕ)[2].
Çавăн пекех пăхăр Касимов тутарĕсем, Сасов тутарĕсем.
Çĕпĕр федераци тăрăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тутарсем кунта авалтанах пурăннă. Малтан кунта Çĕпĕр ханлăхĕ пулнă. Çепĕр федераци тăрăхĕнче 252,6 пин тутар пурăнать, ку тăрăхри халăхăн 1,26 % пулать. Кунта çĕпĕр тутарĕсем те, XX ĕмĕрте куçса килнĕ килнĕ атăл-урал тутарĕсем те пурăнаççĕ.
Кемĕр облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кемĕр облаçĕнче 51,0 пин тутар пурăнать, ку облаç халăхĕн 1,76 % пулать.
Омск облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Омск облаçĕнче 47,8 пин тутар пурăнать, ку облаç халăхĕн 2,30 % шутланать.
Красноярск Ен
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Красноярск Енĕнче 44,4 пин тутар пурăнать, ку Енри халăхăн 1,5 % пулать.
Çĕн Çĕпĕр облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕн Çĕпĕр облаçенче 27,9 пин тутар пурăнать, ку облаçри 1,04 % шутланать.
Иркут облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Иркут облаçĕнче 27,0 пин тутар пурăнать, ку облаç халăхĕн 1,1 % шутланать.
Тутар ялĕсем Заларин, Нукут, Зимин, Черемха тата Чун районĕсенче вырнаçнă. Чылай тутар Иркутск, Ангарск, Усолье-Сибирское тата Черемхово хулисенче пурăнать.
Томск облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Томск облаçĕнче 19,6 яхăн тутар пурăнать, ку облаç халăхĕн 1,9 % пулать. Тутарсем ытларах Томск, Стрежевой хуласенче, Зырян, Колпашево, Кривошеино, Томск районĕсенче пурăнать. Виçĕ аул, 1 мечет (Томск). Тутар этеплĕх-çутĕç центрĕ «Туганлык» (Томск, 1990), Тутар этеплĕхĕн облаç центрĕ (с 1994). «Тоян» миниатюрсен театрĕ[2].
Кăнтăр федераци тăрăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тутарсем — 173 578 çын (тăрăхри халăхăн 0,76 %)
Аçтăрхан облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тутарсем 70,6 пин çын (облаçри халăхăн 7,0 %)
Аçтăрхан облаçĕнче тутарсем пĕр йышлă Нариман (облаç халăхĕн 22,4 %), Атăлçи (32,6 %), уйрăм ушкăнлă Ахтуба, Хура Çыр, Икря, Лиман районĕсенче вырнаçнă. 3 тутар, 21 хутăш ял, 27 мечет, 24 тутар шкулĕ (1997), Аçтăрхан педагогика училищин тутар уйрăмĕ. «Дуслык» тутар наци этеплĕх этем пĕрлĕхĕпе унăн çамрăксен «Умид» клубĕ (1989), Мăсăльман этеплĕх ырлăх центрĕ (1995) ĕçлет. «Идель» (1991) хаçат, тутарла «Лотос» телерадиокомпанин «Туган тел» радиокалаçавĕ тухать. Нариман тутар халăх театрĕ (Аçтăрхан (хула), 1959), «Кызан», «Ялкын» фольклор ансамблĕсем, ачасен ансамблĕ «Умырзая» пултарулăхне кăтартать[2].
Çавăн пекех Аçтăрхан тутарĕсем пăхăр.
Волгоград облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тутарсем 28,6 пин çын (облаçри халăхăн 1,1 %)
Ростов облаçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тутарсем 17,9 пин çын.
Ставрополь Ен
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тутарсем 13,0 пин çын
Çурçĕр-Анăç тăрăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тутарсем — 84,7 пин çын (0,61 %)
Санкт-Петербург
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Санкт-Петербургра 35,6 пин çын пурăнать, ку хулари халăхăн 0,76 % шутланать.
Инçет Тухăç тăрăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тутарсем — 55,4 пин çын (0,83 %)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Исхаков Д. М. Татары (популярный очерк этнической истории и демографии) // Татары. — Наб. Челны: КАМАЗ, 1993. — С. 3—50.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 тата 8 Татарский энциклопедический словарь. — Хусан, 1999.
- ^ Татарские общественные объединения в России и за рубежом
- ^ mukcbs.ru, 28 февраля 2005 2008 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ 1, 2 тата 3 СМИ национальных меньшинств Ульяновской области
- ^ Чĕмпĕр литературăпа тăван ен тĕпчев журналĕ «Мономах» № 3(42)-2005(ĕçлемен каçă)