Сĕнтĕрвăрри районĕ
| Статья илемлĕхĕ начар.
Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа хушса кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Сĕнтĕрвăрри районĕ, — Чăваш Ен çурçĕр енче вырнаçнă район. 1927 çулхи авăнăн 5 туса хунă. Çурçĕрпе хĕвелтухăç чикки Атăл юханшывĕ тăрăх иртет. Хĕвеланăç енче Шупашкарпа Çĕрпӳ районĕсемпе, кăнтăр енче Куславкка районĕпе юнашар вырнаçнă. Хĕвеланăçпа хĕвелтухăç енелле 27 çухрăма, çурçĕртен кăнтăралла 36 çухрăма сарăлнă. Лаптăкĕ 686,1 км2 танлашать. Район пуçлăхĕсем Шупашкартан 36 çухрăмра ларакан Сĕнтĕрвăрри хулинче вырнаçнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Халăх йышĕ
1999 çул пуçламăшĕ валли районта пĕтĕмпе 28,2 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 11,1 пин(39%) — хула çыннисем, 17,1 пин(61%) — ял çыннисем шутланнă. хула çыннисем Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнаççĕ, ял çыннисем — 78 ялта. Ялсенче вăтамран 243 çын пурăнать.
Ытларах пайĕпе чăвашсем пурăнаççĕ. Вĕсем пĕтĕм халăх шучĕнчен 79,4% шутланаççĕ.
[тӳрлет] Административлă пайлану
- Аксарин ял тăрăхĕ
- Атăлçум ял тăрăхĕ ял тăрăхĕ – Нерятăв сали.
- Карапаш ял тăрăхĕ
- Кукашни ял тăрăхĕ
- Октябрьски ял тăрăхĕ
- Сĕнтĕрпуç ял тăрăхĕ
- Урхас Кушкă ял тăрăхĕ
- Хуракасси ял тăрăхĕ
- Шĕнерпуç ял тăрăхĕ
- Шуршăл ял тăрăхĕ
- Чăнкасси ял тăрăхĕ
[тӳрлет] Çул-йĕр
Района юханшыв тата автомобиль транспортчĕсем аталаннă. Автомобиль çулĕсен тăршшĕ 129 çухрăмпа танлашать. Юханшыв çулĕсем — 45 çухрăм.
Атăл çинче Сĕнтĕрвăрри пристанĕ вырнаçнă. Ун урлă строительство тата ытти таварсене туртараççĕ. Çыранĕсем çинче ни епле те сооружени туса хуман, тултарас-пушатас ĕçсене хăй тĕллĕн пулнă çыран çинчех иртереççĕ.
Автомобиль транспорчĕ çинче пĕтĕм калăпăшран тавар туртарăвĕсен калăпăшĕ 47%, пассажир туртарăвĕсен калăпăшĕ 87% çитет. Автомобиль транспорчĕ çине районти туртарас ĕçсен ытларах пайĕ килет.
[тӳрлет] Паллă янташсем
- Александров Николай Александрович, — паллă вĕрентекен тата музыкант.
- Васильев Константин Михайлович, — живописец, архитектор, театр ӳнерçи.
- Вдовина Ираида Григорьевна, — чăваш халăх юррисене пухаканĕ, вĕсене юрлаканĕ.
- Вдовичева Евгения Аркадьевна, — живописец.
- Григорьева Ольга Виссарионовна, — спортсмен.
- Ефремов Георгий Осипович, — прозаик.
- Зайцев Юрий Антонович, — живописец.
- Золотницкий Николай Иванович, — чăваш чĕлхине тĕпчекен, энтограф.
- Иванов Пётр Иванович, — актёр.
- Исаев Геннадий Ильич, — живописец.
- Канаш Альберт Георгиевич, — сăвăçă, публицист.
- Константинов Геннадий Николаевич, — йывăç тăрăх касса кăларакан.
- Мадеева Галина Тимофеевна, — актриса.
- Мартьянова Любовь Васильевна, — сăвăçă, прозаик.
- Николаев Андриян Григорьевич, — космонавт.
- Николаев Яков Николаевич, — чăваш Паттăрĕ.
- Николаева Елена Николаевна, — спортсмен.
- Овчинников Николай Васильевич, — живописец, график.
- Осипов Фёдор Прокофьевич, — живописец.
- Родионов Виктор Иосифович, — актёр.
- Рыбкин Анатолий Петрович, — живописец.
- Салампек Иван Яковлевич, — прозаик, драматург.
- Сироткин Михаил Яковлевич, — литературовед, критик, фольклор пухаканĕ.
- Тихонова-Стасенко Мария Матвеевна, — актриса.
- Усли Василий Михайлович, — сăвăçă, куçăруçă.
- Фёдоров Михаил Фёдорович, — сăвăçă, этнограф.
- Фёдоров Николай Васильевич, — пĕрремĕш чăваш президенчĕ.
- Филлипов Орест Иванович, — живописец, график.
- Хирпю Григорий Яковлевич, — кĕвĕçĕ.
- Хлебников-Шанар Геннадий Яковлевич, — критик, литературовед.
- Шарабрин Иван Георгиевич - ăсчах.
[тӳрлет] Каçăсем
| Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен.
Информаци тĕрĕслĕхне кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |