Контент патне куҫ

Пӳлер

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пÿлер (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Пӳлĕр, — Атăлçи Пăлхарти хула. X ĕмĕрте никĕсленĕ. XII-XIII ĕмĕрсенче анлă аталанса çитнĕ. Ку вăхăтра вăл Атăлçи Пăлхарăн тĕп хули те пулнă.

Пӳлĕр сăмаххи авал тĕн çыннине пĕлтернĕ. Пĕлӳ сăмахинчен пулнă. Тепĕр май каласан ăслă та тăнлă çынна пĕлтернĕ.

Вырăс летописĕсенче ăна «Мăнхула» (вырăс. Великий город) тесе çырнă. 1236 çулта хулана монгол çарĕсем аркатса пĕтернĕ.

Археологи ĕçĕсем вăхăтĕнче хула вырăнĕнче кăкшăмсене тата ытти савăт-сапана тупнă. Çавăн пекех Иранран, Вăтампа Малти Азирен, Кавказран, Руçрен тата Китайран илсе килнĕ япаласене тупнă.

Пӳлерти историпе археологи тата çутçанталăк усравĕ музейĕн тапăлĕ

Арап çулçӳревçи Ибн Фадлан каланипе, хулана атăл пăлхарĕсен Алмуш патша астулра чухне, 922 çулта никĕсленĕ[1]. Пӳлер хулашĕнче тупнă пĕрремĕш археологи материалĕсене X ĕмĕрте тунă[1].

Пӳлер Анăç Чулман Атăл лешьенĕнче, Кĕçĕн Çарамсан сулахай çыранĕнче (хальхи Тутарстан Республикин Алексеевски районĕ) вырнаçнă.

Вырăссен истори хроникисенче хулана 1164 çулта пĕрремĕш (Лаврентий çулталăка çырни) Мăнхула Великий Город тесе асăннă. XII ĕмĕртенпе Атăлçи Пăлхарăн тĕп хули[2]. Юлашкинчен Мăнхула пирки 1236 çулта çырни пур, ун чухне монголсем тапăнса килсе хулана çаратнă та çунтарса янă.

Чылай тĕпчевçĕ шухăшĕпе, пушкăртсем хушшинче пăлхар кăкĕнчен тухнă буляр йăхĕ асăннă хуларан тухса пурăнма килнĕ.

Пӳлер хулашне кăтартни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хулаш тикĕс плато çинче вырнаçнă, Кĕçĕн Çарăмсан юханшыв еннелле анса пырать. Хулаш урлă икĕ пĕчĕк шыв — Билярка тата Елшанка (иккĕшĕ те — Кĕçĕн Çарамсанăн сулахай юпписем) юхать. Хулашăн тăваткал хормиллĕ, кĕтесĕсем тĕнче пайĕсем çинелле тĕлленнĕ. Пайĕсем: цитадель, шалти хула, тулаш хула, посад.

Цитадель (юман хӳмесем, лаптăкĕ 20 га яхăн) хула варринче ларнă.

Пӳлер хулашĕн тĕп объекчĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Пӳлер хулашĕн панорами пайĕ: Варринче — мечет комплексĕ, сулахайра — феодал çурчĕ. Хыçалта тата сылтăмра — хӳтĕленме çĕре хăпартни, малти план çинче — консервациленĕ çăл.
Пӳлер хулашĕн панорами пайĕ: Варринче — мечет комплексĕ, сулахайра — феодал çурчĕ. Хыçалта тата сылтăмра — хӳтĕленме çĕре хăпартни, малти план çинче — консервациленĕ çăл.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Исследования Великого города. — М., «Наука», 1976. — 264с. [Билярское городище].
  • Н. А. Кокорина, С. В. Кузьминых Биляр // .
  1. ^ 1 тата 2 Биляр в БРЭ, {{{2}}}
  2. ^ Хăшпĕр историк тĕп Пăлхара тĕп хула тет