Иваново облаçĕ
|
|||||
| Тĕп хули | Иваново | ||||
| Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
72-мĕш 23 900 км² |
||||
| Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
48-мĕш 1 079 650 патнелле(2008) |
||||
| Федераллă округ | Тĕп Федераллă Округ | ||||
| Экономика регионĕ | Тĕп район | ||||
| Регион номерĕ | 37 | ||||
| Патшалăх чĕлхисем | |||||
| Губернатор | Михаил Мень | ||||
| {{{ViceTtl}}} | {{{ViceNm}}} | ||||
| {{{LegislTtl}}} | {{{LegislNm}}} | ||||
| Гимн | Иваново облаçĕн гимнĕ | ||||
| Вăхăт поясĕ | ГВ +0300 | ||||
Иваново облаçĕ — Раççейĕн тĕп пайĕнче вырнаçнă облаçĕ. Тĕп хули — Иваново. Мускавран Ивановăна 318 км.
Тупмалли |
Географи [тӳрлет]
Облаç территорийĕ: 23 900 км2. Юнашар çĕрсем: Ярославль, Улатимĕр, Кострома тата Чулхула облаçĕсем.Облаç Раççейăн Ервопă пайĕн варринче, Атăлпа Клязьма хушшинче вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла - 158 км, хĕвелтухăçĕнчен хĕвеланăçне - 230 км.
Истори [тӳрлет]
1918 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Иваново-Вознеснск кĕперен тĕп хули пулса тăрать. Унта Кострома кĕпернинчи Кинешма, Юрьевец уесчĕсем туллинех тата Нерехта уесчĕн пайĕпе Улатимĕр кĕпернинчи Шуй уесĕпе Ковровпа Суздаль уесĕсен пайĕсем кĕреççĕ. 1929 çулхи чӳкăн 14-мĕшĕнче революциченхи Улатимĕр, Кострома, Ярославль кĕпернисене пĕрлештерсе Иваново промăçлăх облаçне тăваççĕ. Кунта 5 миллиона яхăн çын пурăннă. Продукци хакĕпе ку облаç Мускавпа Ленинградран кăна кая юлнă. Кунта пĕтем союзри 49 % хут, 77 % йĕтĕн пир-авăрне тунă. Облаçра 65 хулапа поселок пулнă, весем хушшинче Иваново-Вознесенск, Ярославль, Улатимĕр, Кострома, Рыбинск, Ковров.
Демографи [тӳрлет]
- Халăх йышĕ 1079,6 пин çын ( 2008 кăрлач) (1114,9 — 2005).
- Йышлăх : 50,4 çын/км² ( 2008 кăрлач) (51,1 — 2005).
- Хулара пурăнакансем: 80,8 % ( 2008 кăрлач).
| Халăх | 2002 йышĕ, пин (*) |
|---|---|
| Вырăссем | 1075,8 |
| Украинецсем | 10,6 |
| Тутарсем | 8,2 |
| Эрменсем | 4,0 |
| Белоруссем | 3,5 |
| Азербайджансем | 3,2 |
| Чикансем | 2,0 |
| Ирçесемпе Мăкшăсем | 1,9 |
| Чăвашсем | 1,6 |
| Молдавансем | 1,2 |
| 1000 çынран нумайрах халăхсене кăтартнă |
Административла пайлани [тӳрлет]
Облаçре 21 район, 4 хула районĕ (Иваново хулинче — Ленин, Совет, Октябрь, Фрунзе), облаçе пăхăнакан 6 хула, района пăхăнакан 11 хула тата 31 рабочи поселокĕ.
| № п/п | Иваново облаçĕн районĕсем | Район тĕпĕсем |
|---|---|---|
| 1 | Тури-Ландех районĕ | Тури Ландех пгт |
| 2 | Вичуга районĕ | Вичуга хули |
| 3 | Гаврилово-Посад районĕ | Гаврилов Посад хули |
| 4 | Заволжск районĕ | Заволжск хули |
| 5 | Иваново районĕ | Иваново хули |
| 6 | Ильинск районĕ | Ильинское-Хованское пгт |
| 7 | Кинешма районĕ | Кинешма хули |
| 8 | Комсомольски районĕ | Комсомольск хули |
| 9 | Лежнево районĕ | Лежнево пгт |
| 10 | Лух районĕ | Лух пгт |
| 11 | Палех районĕ | Палех пгт |
| 12 | Пестяки районĕ | Пестяки пгт |
| 13 | Приволжск районĕ | Приволжск хули |
| 14 | Пучеж районĕ | Пучеж хули |
| 15 | Родники районĕ | Родники хули |
| 16 | Савино районĕ | Савино пгт. |
| 17 | Тейково районĕ | Тейково хули. |
| 18 | Фурманов районĕ | Фурманов хули |
| 19 | Шуя районĕ | Шуй хули |
| 20 | Южа районĕ | Южа хули |
| 21 | Юрьевец районĕ | Юрьевец хули |
| 5 пин ытла пурăнакан вырăнсем 2008 çулхи кăрлачра |
||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Çавăн пекех пăхăр [тӳрлет]
Каçăсем [тӳрлет]
| Иваново облаçĕ Викиампарта? |
- Иваново облаçĕн правительствин сайчĕ
- Иваново облаçĕн википедийĕ
- Иваново Афиши
- Иваново облаçĕ "Вся Россия" справочник-каталогра
- Иваново облаçĕн администрацин сайчĕ
- Ивановопа Иваново облаçĕн предпритисем