Чăваш чĕлхи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
Чăвашлатни |
п Откат правок Чӑвашах (обсуждение) к версии Viktor |
||
38-мĕш йĕрке: | 38-мĕш йĕрке: | ||
=== Вырăнти калаçусем === |
=== Вырăнти калаçусем === |
||
* Сĕнтĕр |
* Сĕнтĕр калаçăвĕ |
||
** Сĕнтĕр вак |
** Сĕнтĕр вак калаçăвĕ |
||
** Пушкăрт вак |
** Пушкăрт вак калаçăвĕ |
||
* Муркаш-Етĕрне |
* Муркаш-Етĕрне калаçăвĕ |
||
** Муркаш вак |
** Муркаш вак калаçăвĕ |
||
** Етĕрне вак |
** Етĕрне вак калаçăвĕ |
||
** Ишлей вак |
** Ишлей вак калаçăвĕ |
||
* Шупашкар |
* Шупашкар калаçăвĕ |
||
* Хĕрлĕ Чутай |
* Хĕрлĕ Чутай калаçăвĕ |
||
* Нурăс-Элĕк |
* Нурăс-Элĕк калаçăвĕ |
||
* Патăрьел |
* Патăрьел калаçăвĕ |
||
** Патăрьел вак |
** Патăрьел вак калаçăвĕ |
||
** Елчĕк вак |
** Елчĕк вак калаçăвĕ |
||
* Первомайски |
* Первомайски калаçăвĕ |
||
* Йĕпреç-Тăвай |
* Йĕпреç-Тăвай калаçăвĕ |
||
** Йĕпреç вак |
** Йĕпреç вак калаçăвĕ |
||
** Тăвай вак |
** Тăвай вак калаçăвĕ |
||
* Çĕрпӳ-Сĕнтĕрвăрри |
* Çĕрпӳ-Сĕнтĕрвăрри калаçăвĕ |
||
* Кĕçĕн Çавал |
* Кĕçĕн Çавал калаçăвĕ |
||
* Вăрмар |
* Вăрмар калаçăвĕ |
||
* [[Пушкарт пуплевĕ]] |
* [[Пушкарт пуплевĕ]] |
||
16:46, 9 Чӳк уйӑхӗн 2016 вӑхӑтри верси
Чăваш чĕлхи | |
---|---|
Патшалăхсем: | Раççей |
Регионсем: | Чăваш Республики, Тутарстан, Пушкăрт Республики, Самар облаçĕ, Чĕмпĕр облаçĕ, Сарăту облаçĕ |
Официаллă статус: | Чăваш Республики |
Калаçакансен пур йышĕ: | ~1,3 млн. |
Статус: | ăнăçсăр |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Алтай çемьйи | |
Çырулăх: | кириллица (чăваш алфавичĕ) |
Чĕлхе кочĕсем | |
ГОСТ 7.75–97: | чув 795 |
ISO 639-1: | cv |
ISO 639-2: | chv |
ISO 639-3: | chv |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисен йышĕнчи пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе. Ку ушкăна тата Атăлçи Пăлхарăн чĕлхипе хазар чĕлхи те кĕнĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче вырăс чĕлхипе пĕр тан патшалăх чĕлхи шутланать. Чăваш чĕлхине пĕлекен йышĕ — 1,3 млн. çын яхăн (2002 çулхи кăтарту). Йăлана кĕнĕ тăрăх чăваш чĕлхине виçĕ диалект çине уйăраççĕ: тури (вирьял), анатри тата мал (е анат) енчи. Чӑваш чӗлхине халаллас тӗллевпе ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енре Чӑваш чӗлхи кунне палăртаççĕ.
Чăваш чĕлхин паллăрах енĕсем
Чăваш чĕлхи - сăмах тытăмĕ енĕпе агглютинациллĕ, фонетика енĕпе сингармонизмлă чĕлхе. Ку енсемпе вăл ытти тĕрĕк чĕлхисенчен ытлашши нимпех те уйралса тăмасть темелле.
Чăваш чĕлхин диалекчĕсем
Хуть те мĕнле чĕлхе те талккăшпех пĕр тĕрлĕ тăрăмра тăмасть. Чăваш чĕлхи те ку тĕлĕшпе ыттисенчен уйрăм мар. Вăл та тĕрлĕрен идиомсем çине пайланать. Çавнашкал идиомсенчен чи паллăраххисем — диалектсем. Калас пулать, паянхи наука чĕлхе тата диалект хушшинчи чикĕсене яр уççăн палăртма пĕлмест. Çавна пула кунта тĕрлĕрен туртăмсем пулма пултараççĕ. Хуть те мĕнле пулсан та, чăваш диалекчĕсене виçĕ тĕрлĕ туса кăтартни вырăнлăрах.[1]
- Тури диалект, е вирьял диалекчĕ.
- Анат енчи диалект.
- Анатри диалект.
Палăртас пулать, чăваш этносĕ этнографилле ушкăнсем çине те çакнашкалах пайланать. [2] Унашкал пайланусем пĕр-пĕринпе мая килни тĕпчевçĕсемшĕн те, ыттисемшĕн те питĕ меллĕ. Диалектсем тата вакрах идиомсем çине — калаçусем çине — пайланаççĕ. Хăш чухне вĕсене пуплевсем тени те пулать.
Вырăнти калаçусем
- Сĕнтĕр калаçăвĕ
- Сĕнтĕр вак калаçăвĕ
- Пушкăрт вак калаçăвĕ
- Муркаш-Етĕрне калаçăвĕ
- Муркаш вак калаçăвĕ
- Етĕрне вак калаçăвĕ
- Ишлей вак калаçăвĕ
- Шупашкар калаçăвĕ
- Хĕрлĕ Чутай калаçăвĕ
- Нурăс-Элĕк калаçăвĕ
- Патăрьел калаçăвĕ
- Патăрьел вак калаçăвĕ
- Елчĕк вак калаçăвĕ
- Первомайски калаçăвĕ
- Йĕпреç-Тăвай калаçăвĕ
- Йĕпреç вак калаçăвĕ
- Тăвай вак калаçăвĕ
- Çĕрпӳ-Сĕнтĕрвăрри калаçăвĕ
- Кĕçĕн Çавал калаçăвĕ
- Вăрмар калаçăвĕ
- Пушкарт пуплевĕ
Чăвашла тухакан массăллă информаци хатĕрĕсем
Чăвашла тухакан хаçат-журнал, радиокăларăмсемпе телепередачăсем Чăваш Енре те, ун тулăшĕнче те тухаççĕ.
Усă куракан кодлăхĕсем
Вырăс кодлăхĕсене хушса тунă 4 ятарлă саспаллисем çакăн пек вырнаçтарнă:
Символ |
HTML |
Latin 1+A |
Unicode |
UTF-8 |
CP1251(чув.) |
CP866(чув.)
|
---|---|---|---|---|---|---|
Ӑӑ |
Ӑ ӑ |
Ă ă |
4D0 4D1 |
D3.90 D3.91 |
8C 9C |
F2 F3
|
Ӗӗ |
Ӗ ӗ |
Ĕ ĕ |
4D6 4D7 |
D3.96 D3.97 |
8D 9D |
F4 F5
|
Ҫҫ |
Ҫ ҫ |
Ç ç |
4AA 4AB |
D2.AA D2.AB |
8E 9E |
F6 F7
|
Ӳӳ |
Ӳ ӳ |
Ÿ ÿ |
4F2 4F3 |
D3.B2 D3.B3 |
8F 9F |
F8 F9
|
Ăнлантаркăч: Latin 1+A кириллица кодлăхĕ пулмасассăн та, ăна пĕтĕм саспалли курăнасси валли тăтăшах усă кураççĕ.
Чăваш чĕлхине тĕпченин историйĕ
Тĕп статья: Чăваш чĕлхине тĕпченин кун-çулĕ.
Чĕлхен хальхи тăрăмĕ
XX вĕçĕнче — XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш чĕлхин аталану хăвачĕ чакать. Пурнăçра усă кураслăхĕ йăшса пырать. Калаçакансен йышĕ хăвăрттăн пĕчĕкленет. Çакăн сăлтавĕсене уçăмлăн тата тĕплĕн палăртасси тата унашкал лару-тăруран тухас çулсене уçăмлатасси хăйне майлă кăткăс ыйту шутланать. Анчах та тÿрех паллă, ку ĕçре патшалăхăн вăйăмĕ пысăк пулма тивĕçлĕ. Влаç ресурсĕне вăя кĕртмесĕр çитĕнÿсем тума майсем çукраххи витĕр курăнса тăрать.
ЮНЕСКО евичĕпе, чăваш чĕлхи тĕнчери чĕрĕ халăхсен çухалса пыракан чĕлхесен ушкăнне лекнĕ.
Чăваш чĕлхине Чăваш Енĕн патшалăх чĕлхисенчен пĕри тесе саккун йĕркипе çирĕплетнĕ пулсан та, республика пуçлăхĕсемпе ытти официаллă çынсем ытларах вырăс чĕлхипе çеç пуплеççĕ, хут ĕçĕсене майлаштараççĕ. Кулленхи хутшăнусенче те чăваш çынни, — хальхи саманари пулăмсене ăнлантарма чăваш терминĕсене пурнăçа кĕртменнипе тата ытти сăлтавсене пула, — чăвашлăхран пăрăнма тăрăшать. Çак вара каллех хальхи тапхăрти чĕлхен лару-тăрăвне хăрушлатать[6][7][8]. Паянкун чăвашсем хушшинче чăвашла-вырăсла тута-масана шута илмесĕр "хутăш" пупленине тăтăшах илтме пулать, сăмахран: "Эп ĕнер сан патна шăнкăравлаймарăм, уçăлса çуреме чĕнесшĕнччĕ. Халь вара аппа патне хулана каяп " вырăнне
Эпĕ ĕнер сан патне свонит тăвимарăм, кулят тума пригласит тăвасшăнччĕ. Халь вара чоччă патне хулана каяп.
.
ЧНК пĕлтернипе, чăвашла пĕлекенсен йышĕ çулсерен чакать[9].
Чăваш чĕлхипе ытти чĕлхесем хушшинчи çыхăнусем
Чăваш чĕлхипе япон чĕлхи хушшинчи çыхăнусем çинчен япон чĕлхи ятлă статьяра вулама пултаратăр.
Герман чĕлхисен хальхи чăваш чĕлхипе чылай пĕрлехи лексика никĕсĕ[10].
Çавăн пекех
- Чăваш чĕлхи кунĕ
- Чăваш алфавичĕ
- Ламбдаизм
- Ротацизм
- Чăваш литератури
- Чăваш чĕлхи çинчен кĕнекесемпе публикацисем
- Тĕнчери Чĕлхе Фестивалĕ
Асăрхавсем
- ^ http://enc.cap.ru/?t=publ&lnk=1466
- ^ http://enc.cap.ru/?t=publ&lnk=3907
- ^ «Сăвар» TV канал уçăлнă
- ^ «Suvar» TV kanal uşălnă
- ^ http://www.youtube.com/user/suvartv
- ^ Эктор Алос-и-Фонт. Чăваш Республикинчи чĕлхе политикин хаклавĕ
- ^ Чăваш чĕлхи комиссийĕ чĕлхе хӳтĕлевçин ĕç вырăнне туса хума сĕннĕ
- ^ Чарăну ячĕсенче чăваш чĕлхи таврăна пуçланă
- ^ Чăвашла халăхăн миçе проценчĕ калаçать?
- ^ Общая лексика чувашского и германских языков
Вуламалли
- Сергеев Л. П., Чăваш чĕлхи, Шупашкар, 1994.
- Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем, библиографи указателĕ, Шупашкар, 2006, ISBN 5-7670-1445-0.
- Эктор Алос-и-Фонт, «Преподавание чувашского языка и проблема языкового поведения родителей», Чувашский государственный институт гуманитарных наук, 2015, Шупашкар.
Каçăсем
- Чăвашла-вырăсла тетел сăмахсарӗ, ку сайтра этимологи пайĕ те пур
- Чăваш Халăх Канашлавĕ, ыйту пулсан, кунта çӳтсе явма пултаратпăр
- М.В.Ломоносов ячĕллĕ МПУ, Филологи факультечĕ
- Language Family Trees
- Clow.ru: Языки и страны мира
- Эктор Алос-и-Фонт. Оценка языковой политики в Чувашии
- Çĕртмен 15-мĕшĕнче Шупашкарта чăваш чĕлхин патшалăхри шайне хăпартас пикет иртнĕ
- Пĕтĕм Тĕнчери 17-мĕш Чĕлхе Фестивалĕ
- О ценности языка титульной нации
- Эктор Алос-и-Фонт, "Чебоксарские школьники лучше относятся к чувашскому языку, чем их родители"
- ЧНК ертӳçи чăваш чĕлхине пурне те вĕрентмесен те хирĕç мар
- Чăвашсем тăван чĕлхене упрасшăн ăнтăлнине Варнава ырланă
- Чăваш чĕлхи: «Эпир, чăвашсем, чăваш пуласшăн...»
- Чăваш чĕлхине нумай пурăнма хушса хăварнă саккун
- Конгресӑн Мӑн Канашӗ чӑваш чӗлхи пирки калаҫрӗ
- Скоро чувашский язык останется «какой-то культурной традицией»
- Патӑрьел: чӑвашлӑх тата чӑвашмарлӑх
- Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Раҫҫей шайӗнче ҫӗнтернӗ
РФ чĕлхисем |
|
---|---|
Федераци чĕлхи | |
Федераци субъекчĕсен чĕлхисем | |
Официаллă статусри чĕлхесем |