Тăвай районĕ
Тăвай районĕ | ||
| ||
Патшалăх | РФ | |
---|---|---|
Статус | муниципаллă район | |
Кĕрет | Чăваш Ен | |
Администраци центрĕ | Тăвай чиркӳ ялĕ | |
Йĕркеленĕ вăхăт | 1935, пуш, 1 | |
Район администрацин пуçлăхĕ | Ванерке Владимир Алексеевич | |
Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухавĕн председателĕ | Шакин Александр Валерьевич | |
Официаллă чĕлхе | чăваш | |
Пурăнан халăх (2017) | 14 818 [3] | |
Йышлăх | 28,24 çын/çм² | |
Наци йышĕ | чăвашсем, вырăссем | |
Лаптăк | 524,67[4] çм² | |
Вăхăт тăрăхĕ | ||
Телефон кочĕ | +7 83548 | |
Сайчĕ | ||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Тăвай районĕ — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).
Чăваш Енĕн тухăçĕнче вырнаçнă. 1935 çулхи кăрлачăн 9 туса хунă. Çурçĕр енче Вăрмар районĕ, хĕвеланăç енчĕ Канаш районĕ, кăнтăрпа хĕвелтухăç енче Тутарстанпа юнашар вырнаçнă. Лаптăкĕ 524,4 км2 танлашать. Район администрациĕ Тăвай ялĕнче вырнаçнă.
Çутçанталăк
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тăвай районĕ Чăваш плато тăрăхĕнче вырнаçнă. Вырăнĕсем сăртлă, çырмасем пит нумай.
Çĕр айĕнчи пурлăхсем йышĕнче çурт хăпартмаллисем кăна. Кунта кирпĕч чĕр таварĕ, карбонад породисем кĕреççĕ. Кирпĕч валли усă куракан тăма кăларас икĕ вырăнтан пĕрринпе кăна, Тăвай патĕнче вырнаçнăскерне, усă кураççĕ.
Ку тăрăхра вăтам климат, хĕлĕсем сивĕ, çăвĕсем ăшă. Кăрлачăн вăтам температури -13°С, утă уйăхĕн — 18,7°С танлашать. Чи сивĕ палăртнă температура — -42°С, чи ăшши — 37°С. Çул хушшинче вăтамран 490 мм юр-çумăр ӳкет. Ытларах енĕпе юр-çумăр ăшă тапхăрта çăвать.
Администрациллĕ пайлану
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕ
- Йăнтăрччă ял тăрăхĕ
- Мучар ял тăрăхĕ
- Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕ
- Тăвай ял тăрăхĕ
- Тăрмăш ял тăрăхĕ
- Тĕмер ял тăрăхĕ
- Турикас Тушкил ял тăрăхĕ
- Чутей ял тăрăхĕ
- Элпуç ял тăрăхĕ
Халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1999 çул пуçламăшĕнче районта 19,3 пин çын пурăннă. Ку районта çынсем питĕ йышлă пурăнаççĕ. 1км 2 çине 38 çын килет. Районта пĕтĕмпе 31 ял, вĕсенче вăтамран 655 çын пурăнать. Çынсен шучĕнчен 90% ытла чăвашсем.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Арапов Владимир Яковлевич, — график.
- Васильев Александр Георгиевич, — композитор.
- Васильев Владимир Васильевич, — сăвăç, композитор.
- Воробьёв Василий Петрович, — хор дирижёрĕ, композитор, вĕрентӳçĕ.
- Григорьев Юрий Павлович, — композитор.
- Данилов Дмитрий Данилович, — литература критикĕ, вĕрентӳçĕ.
- Димитриев Николай Владимирович, — юрăç.
- Иванов Александр Иванович, — журналист.
- Козлов Геннадий Васильевич, — Чăваш патшалăх ӳнер музейĕн директорĕ
- Козлов Владимир Васильевич, — Академик МАПН, психологи ăслăхĕсен тухтăрĕ
- Кузьмина Вера Кузьминична, — актриса.
- Кузнецов Александр Валерьянович, — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ.
- Максимов Степан Максимович, — композитор.
- Михаил Сунтал, - çыравçă.
- Парамонов Тимофей Парамонович, — халăх юррисене пухаканĕ, вĕрентӳçĕ.
- Парне Георгий Васильевич, — актёр, режиссёр.
- Романова Фаина Александровна, — театр ертӳçи.
- Сандров Николай Александрович, — сăвăç, тăлмач.
- Сверчков Никита Кузьмич, — ӳкерçĕ, график.
- Сидоров Николай Иванович, — драматург, çыравçă.
- Сорокин Владимир Геннадьевич — Ярославльти ӳкерçĕ-реставратор.
- Спиридонов Григорий Спиридонович, — чăваш скульпторĕ.
- Спиридонов Моисей Спиридонович, — ӳкерçĕ, график.
- Степанов Николай Степанович, — актёр.
- Терентьев Геннадий Терентьевич, — драматург, актёр.
- Тимаков Вениамин Петрович, — сăвăç.
- Трифонова Валентина Ивановна, — актриса.
- Тăхти Илья Ефимович, — сăвăç, прозăç, халăх пултарулăхне пухаканĕ, халăх йăли-йĕркисене тĕпчекенĕ, тăлмач.
- Хумма Çеменĕ, — прозăç, сăвăç, тăлмач.
- Шамбулина Алина,- тележурналист.
- Элпи Валентина Андреевна, — çыравçă.
- Яклашкин Морис Николаевич, — хор дирижёрĕ, вĕрентӳç.
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тӑвай районӗн экономикин тӗп никӗсӗнче — лайӑх аталаннӑ ял хуҫалӑхӗ. Унта выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси те, ӳсен-тӑран ӳстересси те пӗр тан аталаннӑ. Аш-какай отраслӗнче – выльӑх-чӗрлӗхе сӗт-ҫу туса илме ӗрчетеҫҫӗ, аш-какай туса илме сысна ӗрчетеҫҫӗ; вӗсемпе пӗр тытӑм пулса тырӑ, ҫӗр улми, пахча ҫимӗҫ, хӑмла туса илесси вӑйлӑ аталаннӑ. Ял хуҫалӑх культурисене вырса илессин тухӑҫлӑхӗпе выльӑх-чӗрлӗх продукцине туса илессин калӑпӑшӗ ҫулсерен пӗрешкел мар. Республика фондне район тӗш тырӑ, ҫӗр улми, сӗт, аш-какай парать.
Тӑвай районӗнчи промышленность ял хуҫалӑх техникине юсакан, кирпӗч кӑларакан, сӗт тирпейлекен предприятисенчен тӑрать, ҫавӑн пекех ҫӑкӑр пӗҫерекен хуҫалӑхсем, ҫӗвӗ цехӗсем те пур. Мӗнпур промышленность Тӑвайра вырнаҫнӑ.
Транспорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Районта тиев тата пассажирсене турттармалли автомобиль транспорчӗ аталаннӑ. Хытӑ автомобиль ҫулӗсен районти пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 100 ҫухрӑмран та иртет. Автомобиль системин никӗсне «Вӑрмар–Тӑвай–Канаш» автоҫул, ҫавӑн пекех вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсем йӗркелеҫҫӗ. Республикӑри ытти районсемпе ҫыхӑну Канаш, Вӑрмар, Энӗшпуҫ урлӑ пурнӑҫланать.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ ОКТМО (рус.)
- ^ Итоги Всероссийской переписи населения 2020 года (по состоянию на 1 октября 2021 года) (рус.)
- ^ Оценка численности постоянного населения Чувашской Республики на 1 января 2017 года и в среднем за 2016 год. Территориальный орган Федеральной службы государственной статистики по Чувашской Республике (9 марта 2017). Проверено 30 июня 2017. Архивировано 30 июня 2017 года.
- ^ Чувашская Республика. Общая площадь земель муниципального образования
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Тăвай районĕнчи пурăна вырăнсем |
|
---|---|
Администраци центрĕ: Тăвай ялĕ Ялсем: Амалăх • Анаткас Тушкил • Вăрманхĕрри • Вăтаяль • Енĕш Нăрваш • Йăнтăрччă • Кĕрше • Кармал • Кивĕ Пуянкасси • Кивĕ Элпуç • Киччĕ • Кушкă • Лачкасси • Мучар • Нăрваш Сали • Нӳшкасси • Октябрь • Сăхăтпуç • Çăлпуç • Çĕнçырма • Çĕнĕ Ишпуç • Çĕнĕ Пуянкасси • Тăвай • Тăрмăш • Тĕмер • Тенеяль • Турикас Тушкил • Улянкă • Ураскасси • Чутей • Чӳкçырми |
Тăвай районĕн ял тăрăхĕсем |
|
---|---|
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |