Контент патне куҫ

Элĕк районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Элĕк районĕ
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Чăваш Ен
Администраци центрĕ Элĕк чиркӳ ялĕ
Йĕркеленĕ вăхăт 1927
Район администрацин пуçлăхĕ (вăхăтлăха) Никитина Л.М.
Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Волков Э. К.
Официаллă чĕлхе чăваш
Пурăнан халăх (2010)
19 020[2] (15-мĕш вырăн
Йышлăх 35,1 çын/çм²
Наци йышĕ чăвашсем - 98%
Лаптăк 554,1 çм² (18-мĕш вырăн)
Элĕк районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Телефон кочĕ +7 83535
Почтă индексĕсем 429240
Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Элĕк районĕ

Элĕк районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Чăваш Енĕн хĕвеланăç еннерех вырнаçнă. Район администрациĕ Шупашкартан 67 çухрăмра ларакан Элĕк чиркӳ ялĕнче.

Район администрацин пуçлăхĕ (вăхăтлăха) — Никитина Л.М. Район пуçлăхĕ/ Район депутачĕсен пухăвĕн ертӳçи — Волков Э. К.

Çурçĕр енче район Муркашпа Етĕрне, хĕвеланăç енче Хĕрлĕ Чутай, кăнтăр енче Çĕмĕрлепе Вăрнар, хĕвелтухăç енче Красноармейски çĕрĕпе юнашар вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла район 18 çухрăма тăсăлать, хĕвеланăç енчен хĕвелтухăç енне — 25 çухрăма. Çĕр лаптăкĕ — 554,1 км2.

Элĕк районĕн çĕрĕ-шывĕ Чăваш плато никĕсĕнче ларать, çĕр пичĕ çырма-çатраллă, эрозиллĕ.

Юханшывсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юханшыв эрешĕнче Сăрăн сылтăм юппи Вылă тата Мăн Çавалăн сулахай юпписем — Хирлеп, Апаçырмапа Сурăм. Шывсен çыранĕсем таткаланчăк, чанкă çыранлă. Çырмасене пур ялта тенĕ пекех пĕвеленĕ, пĕвесенче пулă ĕрчет.

Тени ял тăрăхĕнче Тени кӳлĕ пур.

Район тытăмĕ, халăх йышĕ, чĕлхе диалекчĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1999 çулхи кăрлач 1-мĕшĕ тĕлне районта 22,1 пин çын пурăннă. Ытларах пайĕпе чăвашсем (98%) пурăнаççĕ.

Халăх йышлăхĕ — 42,5 çын пĕр 1çм2 çине. Пĕр ялта вăтамран 205 çын пурăнать.

Элĕк чăвашĕсем чăваш чĕлхин "-ке" диалекчĕпе калаçаççĕ.

Ял тăрăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Элĕк районĕн ял тăрăхĕсем

Район 12 ял тăрăхне пайланать. Пурĕпе район йышне 177 ял (чиркӳллĕ ял (сала), выçăлкă, паçулкă) кĕрет.

Район кунçулĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Район территорине кĕрекен ялсем революциччен тĕрлĕ çулсенче Хусан кĕпернипе Чĕмпĕр кĕпернисенчи Етĕрне, Кăрмăш, уесĕнчи Ассакасси, Аттай, Хучаш, Шăмат, Çулавăç, Элĕк, Чăваш Сурăм вулăсĕсене кĕнĕ.

Археологи ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Район çĕрĕнче фатьян тата апаш этеплĕхĕпе çыхăннă авалхи çынсен пурăну вырăнĕсене тупса тĕпченĕ. Археологсем Ураскилт, Тавăт, Тури Вылă ялĕсем патĕнче ĕçленĕ. 1956 çулта Ураскилт çумĕнче икĕ Улăп тăприне, Тавăт патĕнче 3 Улăп тăприне тĕпченĕ.

Çакнашкалах Улăп тăприсем Мартынкасси (Кмакуç), Татмăш (Яшплат), Тури Юлăш (Шуйттан-ту), Йăлкăш (Улăп тăпри), Лупашка (Улăп), Ярхуньушкăнь (Полуй тĕмески), Янкурас, Лупашка, Шураç, Шĕнтреш (Тĕмеске), Прашушкăнь, Ямаш, Урпаш, Какаç патĕнче пурине палăртнă.

Изванка (хула çучĕ) Синер, Шурăмпуç, Мучикасси (кивĕ хула), Урпашри карман çучĕ (хула çучĕ), Пĕчĕк Йăлкăш (хула çучĕ), Тури Хурасан (Карман-ту), Тури Вылă, Ураскилт, Кармал Тени

Элĕк районĕ вăрçă-харçă тапхăрĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче 9115 çын çапăçнă. 4387 ентеш çапăçусенче паттăррăн пуç хунă[3].

Афганистан хирĕçĕвĕнче 145 çын пулнă. Урăх хĕрӳ тапхăрлă çĕрсенче 204 ентеш хутшăннă.

Çутçанталăк [4]

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕр айĕнчи пуянлăхсем районта çуккипе пĕрех. Кирпĕч тумашкăн суглиноксем кăлараççĕ, тата карбонатлă породăсем хăш пĕр çĕртре тупма пулать.

Чылайрахăшĕпе вăрман тăприллĕ сăрă çĕр, вĕсем районăн 85% таран территорине йышăнаççĕ. Халĕ пур çĕре тенĕ пекех сухаласа усă кураççĕ.

Район климачĕ вăтам континентлă. Хĕлĕсем вăрăм та сивĕ, çилĕллĕ, çăвĕсем ăшă. Хĕллехи вăтам температура — -12,9 °C тан, çуллахи — +18,3 °C. Палăртса юлнă чи сивĕ температура — -44 °C, чи ăшши — +37 °C.

Вăрмансенче юман, каврăç, вĕрене, хурăн, ăвăс, çăка йывăçĕ ӳсет; çаплах — хыр, çемçе чăрăш, кедр, чăрăш, тирек ешерет. Аял сийĕнче — шĕшкĕ, хăмла çырли тĕми, çĕмĕрт, шăлан. Курăксем: серте, хăях тата урăххисем те.

Промăçлăх аталанăвĕ çителĕксĕр, механика юсав предприятисем тата ялхуçалăх пурлăх предприятисем. Район тĕпĕнче тумтир-пушмак çĕлеççĕ, юсаççĕ. Çăкăр-кукăль, кондитер пылакĕсене, улма-çырла упранчăкĕсене пĕçереççĕ, алкогольсăр шĕвек тăваççĕ.

Ял хуçалăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хуçалăхăн тĕп пайĕ — ял хуçалăхĕ. Çĕр ĕçлев лаптăкĕ 46,6 пин га, çав шутра ана-пусă — 36,1 пин га. Ӳсентăран ĕçлĕхĕнче — тырă, çĕрулми, выльăх-чĕрлĕх апатне туса илеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕç-пуçĕнче— какай-сĕт вылăх-чĕрлĕхне ӳстересси, утар ĕçлĕхĕ.

Вăрман хуçалăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районăн вăрманлăхĕ нумаях мар, пур лаптăкĕн 6% яхăн пайĕнче ял хуçалăх тыр-пулне, пахча-çимĕçне акса-лартса илеççĕ.

Банк, финансă ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Раççей Перекет банкĕн Элĕкри уйрăмĕ.

Элĕк районĕнче Раççей Перекет банкĕпе Раççей ял хуçалăх банкĕ ĕçлет.

Сывлăха упрасси, сиплесси

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Элĕк районĕн çыхăну уйрăмĕ

Çутĕç, культура

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Культура керменĕ

Элĕкре литературăпа тăван ен тĕпчев музейĕ, районăн культура керменĕ ырă сунса кĕтеççĕ.

Халĕ районта ... вăтам шкул ачасене пĕлӳ параççĕ.

Ялсенче пĕтĕмпе 7 музей йĕркеленĕ, ... культура керменĕсем, клубсем ĕçлеççĕ.

Элĕкре Халăх театрĕ ĕçлет.

Чăваш чĕлхипе "Пурнăç çулĕпе" хаçат эрнере 2 хут тухса тăрать.

Элĕк районĕнче питĕр кинематографисчĕсем илемле фильм ӳкерме килнĕ 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Физкультурăпа спорт комплексĕ‎

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна, "Принципам не изменили", Элĕк - Шупашкар, 1998.
  • Пласкин Г. А., "Элĕксем — Перемышль паттăрĕсем", Элĕк, 1994.
  • "Аликовскому району 75 лет. Очерки и материалы по истории района", под ред. Л. А. Ефимова, Шупашкар, 2002.
  • "Вăй патăр элĕксем", Тăван Атăл, журнал, Шупашкар, №6, 1996.