Чăваш Ен пуç хулине суйлани
Чăваш Ен пуç хулине суйлани. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче, Раççейри революцисем хыççăн, Чăваш халăхĕн наццилле-территорилле тытăмне туса хурассин ыйтăвĕсем çуралма пуçласан, тĕп хула пирки те, паллах, шухăшлама пуçланă. Апла-капла шутланă хыççăн Шупашкар çинче чарăнса тăнă. Паянхи кунчченех çакăн пек пырать. Анчах та ку ыйтăвăн хăйĕн историйĕ те пур. Брокгаузпа Эфронăн патша саманинчех тухнă сăмахсарĕнче çапла çырнă[1]:
Ч<ебоксары> (по-чувашски - "Чуксар-город") и называются нередко в шутку "столицей чуваш". <Куçару: Шупашкара (чăвашла "Чуксар-город"[2]) ĕнтĕ хăш чухне шÿтле майпа «чăвашсен тĕпхули» те теççĕ (выр.)>
РСФСРти Нацилĕхсем тĕлĕшĕнчи Халăх комиссариачĕ патне çав наркоматăн пĕр сыпăкĕ пулса тăракан Чăваш Уйрăмĕ 1920-мĕш çулхи январĕн 3-мĕшĕнче тăратнă «Кĕске пĕлтеревре» Чăваш Ĕç Коммунине туса хурассин проектне тăратнă. Проектлакан тытăмăн тĕп хули Шăхран (халĕ Канаш) пулмалла тенĕ[3]. Проект пурнăçа кĕреймен, çапла вара Канаш та Чăваш Енĕн тĕп хули пулса тăрайман.
Тата тепĕр кăсăклă сюжет — Чĕмпĕр хулине Чăваш Ен тĕп хули тума хăтланса пăхни. Совет патшалăхне никĕсленĕ В. И. Ленин та çавнашкал сĕнÿ панă теççĕ. Ăçтан пĕлетпĕр-ха эпир çакна? Чи паллă çăлкуçсенчен пĕри — 1924-мĕш çулхи документ[4].
Вопрос об образовании Автономной Чувашской Социалистической Советской Республики с центром в г. Симбирске впервые был поднят на заседании Совета Народных Комиссаров, когда обсуждался вопрос об организации Чувашской области <Куçару: Чĕмпĕр тĕп хулаллă Автономилле Чăваш Социализмла Совет республикине туса хурас ыйтăва чăн малтан В.И. Ленин, Чăваш облаçне тăвас ыйтăва тапратнă чухне, Халăх комиссариачĕсен канашĕн ларăвĕнче çĕкленĕ>
Мĕтри Юман 1934-мĕш çулта çырнă çыруран[5]:
Чӑваш автономилле облаҫне туса хурсан работниксенчен нумайӑшӗ Пысӑк Чӑваш ҫӗршывне (центрӗ — Чӗмпӗр хулинче) туса хурас ӗмӗт-тӗллевпе ӑшталанса ҫӳрерӗҫ. Владимр Ильич ырланӑ тесе ӗнентерсех калатчӗҫ.
«Хушма вариант»
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çапла вара, чăваш тĕп хули пулма Канаш (Шăхран), Шупашкар, Чĕмпĕр «хатĕрленнĕ» теме пулать. Анчах тепĕр вариант пирки те манса каймалла мар. Вăл — тĕп хулана пачах çĕнĕ вырăнта, нульрен тытăнса, туса лартасси. Кунакшкал вариант пирки И. С. Максимов-Кошкинский хăйĕн асаилĕвĕсенче çырса кăтартнă[6][7]
Мĕн пирки сăмах пырать-ха унта? 1918-мĕш çулта Д. С. Элмен хайпе пĕрле Мускава И. С. Максимов-Кошкинские ертсе кайнă. И. В. Сталин кабинетне кĕрсем тухмалла пулса тухать. Даниил Семёнович кĕрет, Иоаким Степанович «алкумĕнче», секретарь патĕнче юлать. Алăк уçă пулнипе, лере мĕн каланине пĕтĕмпех илтет.
"Тĕп хула тумаллăх пирĕн, чăвашсен, хула пекки те çук вĕт-ха," — тет Элмен. "Çук пулсан, Америкăри Вашингтон пек, çĕнĕрен хамăр туса лартатпăр," — тет Сталин, хуравласа.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Козлов, Фёдор. Главный город Чувашии мог быть совсем другим — Советская Чувашия. 6:40 25 Январь 2017 ç.
- Изоркин, A.B. От зарождения идеи до образования автономии / A.B. Изоркин // Проблемы национального в развитии чувашского народа. — Чебоксары: ЧГИГН, 1999. С. 20 - 37.
- История Чувашии новейшего времени. Кн. 1. 1917 1945. - Чебоксары: ЧГИГН, 2001.-262 с.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Ф.А.Брокгауз, И.А.Ефрон. Энциклопедический словарь
- ^ "Чуксар-город" тени, паллах, чăваш сăмахĕ мар.
- ^ Клементьев В. Н. ЧУВАШСКАЯ ТРУДОВАЯ КОММУНА (ЧТК) — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
- ^ К вопросу о расширении территории Чувашской Автономной области и преобразовании ее в Автономную Чувашскую Социалистическую Советскую Республику. - Чебоксары : издание Облисполкома АЧО, 1924. - 132, 2, [1] с. ; 26 см. - На правах рукописи. - 300 экз. .
- ^ Юман, Мĕтри. Çырнисен пуххи. Шупашкар, 1997.
- ^ «Ялав», 1960, №4, с. 20
- ^ Щербаков, Сергей, истори ăславĕсен кандидачĕ. Как Сталин обещал построить чувашам свой Вашингтон — Реальное время.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сталин обещал Вашингтон для чувашей — Правда ПФО.
- Почему Ульяновск не стал столицей Чувашии? — Татьяна ЗАХАРЫЧЕВА Виктор Аванмартран илнĕ интервью.
- Сергей Щербаков: Мог ли Симбирск в начале ХХ века стать сто— Правда ПФОлицей Чувашской Республики? — 18.09.2016 10:28 Чăваш халăх канашлăвĕ.
- Agabazar: Чӗмпӗр — чӑвашсен тӗп хули? — 12.02.2018 00:49 Чăваш халăх канашлăвĕ.
- Agabazar: Стратегический шок — 20.09.2016 14:24 Чăваш халăх канашлăвĕ.
- У истоков Чувашской Автономии 2015 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Даниил Эльмень - герой или аутсайдер чувашской истории?
Ку Совет Союзĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Чăваш Енĕн историйĕ |
|
---|---|
Чăваш Енĕн территорийĕ Авалхи тĕнчере | |
Чăваш Енĕн территорийĕ Вăтам ĕмĕрсенче |
Хунсен империйĕ (434 — VI ĕмĕр) • Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕ (VII ĕмĕр) • Хасар хаканлăхĕ (650—969) • Атăлçи Пăлхар (X ĕмĕр — 1240) • Ылтăн Урта (Пăлхар улусĕ) (1240 — 1438) • Хусан ханлăхĕ (1438 — 1552) |
Чăваш Енĕн территорийĕ Вырăс патшалăхĕнче |
Хусан патшалăхĕ (1552 — 1708) |
Чăваш Енĕн территорийĕ Раççей империйĕ йышĕнче | |
Чăваш Ен РСФСР (ССРП) йышĕнче | |
Чăваш Ен РФ йышĕнче |
Чăваш Республики (1992-па) |
РСФСР |
|
---|---|
Пушкăрт (1919—1990¹) • Бурят (1923—1990¹) • Туçи-Алтай (1990¹—1991²) • Туçи (1921—1924) • Дагестан (1921—1990¹) • Кабарда-Палкар (1936—1990¹; 1944—1957 Кабарда) • Касак (1925—1936) • Калмăк (1935—1943; 1958—1990¹) • Каракалпак (1932—1936) • Карачай-Черкес (1990—1990¹) • Карел (1923—1940; 1956—1990¹) • Киргиз (1920—1925) / Киргиз (1926—1936) • Коми (1936—1990¹) • Крым (1921—1945) • Мари (1936—1990¹) • Мордва (1934—1990¹) • Атăлçи нимĕçĕсем (1918—1941) • Çурçĕр-Осети (1936—1990¹) • Тутар (1920—1990¹) • Тува (1961—1990¹) • Туркестан (1918—1924) • Удмурт (1934—1990¹) • Чечен-Ингуш (1936—1944; 1957—1990) • Чăваш (1925—1990¹) • Якут (1922—1990¹) | |
Адыг (Черкес) (1922—1928) • Адыг (1928—1991) • Бурят-Монгол (1921—1923) • Вот (1920—1932) • Туçи-Алтай (1948—1991) • Еврей (с 1934) • Ингуш (1924—1934) • Кабарда (1921—1922) • Кабарда-Палкар (1922—1936) • Калмăк (1920—1935; 1957—1958) • Карачай-Черкес (1922—1926; 1957—1991) • Карачай (1926—1943) • Коми (Зырян) (1921—1936) • Мари (1920—1936) • Монгол-Бурят (1921—1923) • Мордва (1930—1934) • Атăлçи нимĕçĕсем (1918—1924) • Ойрат (1922—1932) / Ойрот (1932—1948) • Çурçĕр-Осети (1924—1936) • Тува (1944—1961) • Удмурт (1932—1934) • Хакас (1930—1991) • Черкес (Адыг) (1922) • Черкес (1928—1957) • Чечен (1922—1934) • Чечен-Ингуш (1934—1936) • Чăваш (1920—1925) | |
Агин Бурят-Монгол НТ (1937—1958) / Агин Бурят АО (1958—2008) • Аргаяшский НО (1934) • Палкар тăрăхĕ (1921—1922) • Витим-Олёкма НТ (1931—1938) • Ингуш тăрăхĕ (1921—1924) • Кабарда наци тăрăхĕ (1920—1921) • Карачай наци тăрăхĕ (1920—1922) • Карел наци тăрăхĕ (1937—1939) • Коми-Пермь (1925—2005) • Коряк (1930—2007) • Ненец (с 1929) • Остяк-Вогул НТ (1930—1940) • Охотск-Эвен НТ (1930—1934) • Çурçĕр-Осети тăрăхĕ (1920—1921) • Сунжа касак тăрăхĕ (1920—1929) • Таймыр (Долган-Ненец) (1930—2006) • Усть-Орда Бурят начи тăрăхĕ (1937—1978) / АТ (1978—2008) • Хантă-Манси НТ (1940—1978) / АТ (с 1978) • Чечен наци тăрăхĕ (1920—1922) • Черкес наци тăрăхĕ (1926—1928) • Чукотка (с 1930) • Эвенк (1938—2007) • Ямал-Ненец (с 1930) | |
¹ Суверенитет декларацине йышăннă вăхăт ² Республика статусне çирĕплетни |
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |