Мурманск облаçĕ
Мурманск облаçĕ | |||||
| |||||
Тĕп хули | Мурманск | ||||
---|---|---|---|---|---|
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
25 144 902 км² | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
66 658 698 çын çын патнелле (2023) | ||||
Федераци тăрăхĕ | Çурçĕр-Анăç федераци тăрăхĕ | ||||
Экономика регионĕ | Çурçĕр экономика районĕ | ||||
Регион номерĕ | 51 | ||||
Патшалăх чĕлхисем | Вырăс чĕлхи | ||||
Губернатор | Чибис Андрей Владимирович | ||||
Облаç думин председателĕ | Дубовой Сергей Михайлович | ||||
Гимн | Мурманск облаçĕн гимнĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +0300 |
Мурманск облаçĕ (Кола Ен, выр. Мурманская область) — Раççей Федерацин Çурçĕр-Анăç федераци тăрăхĕ, Çурçĕр экономика районĕ кĕрекен субъекчĕ. Тĕп хули — Мурманск хули. 1938 çулхи çу 28 мĕшĕнче никĕсленнĕ. 2019 çултан облаç губернаторĕ — Чибис Андрей Владимирович[1].
Ĕлĕк Ленинград облаçĕн тытăмĕнче Мурманск тăрăхĕ пулнă.
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Облаç Раççейĕн çурçĕр-анăçĕнче вырнаçнă. Лаптăкĕ 144,9 пин çм². Облаçĕн административлă тĕпĕ — Мурманск хули. Облаç Кола ӳрутрвĕнче, Çурçĕр поляр унки леш енче ларать. Кăнтăрта Карели Республикипе чикĕленет, анăçра — Норвегипе тата Финляндипе. Шурă тата Баренц тинĕсĕсен шывĕсемпе çăвăнать. Авал тахçан Кола çурутравĕ пĕтĕмпех пăрлăхпа витĕннĕ пулнă, кайран çĕр çинче тарăн йĕрсем хăварса, пăрлăх шуçса тухнă, çавăнпа Мурманск облаçĕнче питĕ нумай шывсем (Варзуга, Умба, Нива, Воронья, Кола, Тулома, чи вăрăмми — Поной) тата кӳлĕсем (Умбозеро, Ловозеро, чи анлă лаптăкли — Имандра). Мурманск облаççĕрĕсенче Хибин тăвĕсем пур, унта кашни çул альпинистсем пуçтарăнаççĕ.
Климат
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кăнтăр енче вăтам тинĕслĕ, çурçĕр енче — субарктика климачĕ, ăшă Гольфстрим юхăмĕ пулнипе, çавăн пирки кунта çулĕпех тинĕс шыв çулĕсем уçă. Хĕлле — поляр каçĕсем, çулла — поляр кунĕсем.
Çутçанталăкĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕтĕм çĕрĕсенче тундра е хутăш тундра-вăрман, кăнтăр енче çеç — çурçĕр тайги. Йывăçсем облаçĕн çурçĕрĕнче карликлă (хурăн тата осина), кунта чăрăш лайăх ӳсет, хырсем тĕл пулаççĕ, тундрăра мăкпа тата лишайника сарса хунă пекех, çырла та нумай: черника, морошка, голубика, брусника тата клюква питĕ сарăлнă. Чĕрчунсем сахалтарах, шыв фауни çĕр çинчирен темĕн тĕрлĕрех. Тилĕсем, куницăсем, горностаи тĕл пулаççĕ, песец, кашкăр та хура упа, лоси и северные олени, пакшасем тата леммингсем нумай.
Кайăксенчен шурă куропаткăна, поляр тăмине, тетеревсене тата глухарсене курма пулать, вăрмансенче снегири, синицы, свиристели пур. Нумай чарлансем, крачексем тата ытти тинĕс кайăкĕсем.
Мурманск облаçĕнче треска, тинĕс окунĕ, палтус, зубатка, камбала, сельдь пуллисене тытаççĕ. Юхханшывсенче форель пур.
Халăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2005 çулта кунта 872,8 пин çын пурăнать. Халăх-çын тăвăрлăхĕ: 6,0 çын/çм² (2005), хуласенче 91,5 % (2005) çын пурăнать.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Облаçе 1938 çулхи çу, 28 йĕркеленĕ.
Хуласем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хупăннă хуласем, посёлксем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Урăх çĕртре кăтартни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кола çурутравĕн Туристсен Информаци Тĕпĕ "Колвица-Тур"
- Хибины.ru - Мурманск облаçĕн информаци серверĕ 2007 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Мурманск облаçĕн информаци ресурсĕ
- Мурманск облаçĕн Ертĕвĕ. Ӗçтăакан органсен официаллă порталĕ 2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- МУРМАНСК ОБЛАÇӖ. Административлă-çĕрсен пайланăвĕ Справочникĕ, 1.01.2005 ç. — каталогĕ 2011 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
Раççей Федерацин Çурçĕр-Анăç федераци тăрăхĕ | ||
---|---|---|
Раççейĕн федераци тытăмлăхĕ |
||
---|---|---|
Республикăсем | ||
Енсем |
Алтай • Байкал Лешьен • Камчатка • Краснодар • Красноярск • Перĕм • Ставрополь • Тинĕсçум • Хабаровск | |
Облаçсем |
Амур • Архангельск • Аçтăрхан • Ăренпур • Белгород • Брянск • Владимир • Волгоград • Вологда • Воронеж • Иваново • Иркутск • Запорожье1 • Калининград • Калуга • Кемĕр • Киров • Кострома • Курган • Курск • Ленинград • Липецк • Магадан • Мурманск • Мускав • Новгород • Омск • Орёл • Пенза • Псков • Ростов • Рязань • Самар • Сарăту • Сахалин • Свердловск • Çĕн Çĕпĕр • Смулен • Тамбов • Тĕвер • Томск • Тула • Тĕмен • Херсон1 • Челепи • Чĕмпĕр • Чулхула • Ярославль | |
Федераци шайĕнчи хуласем | ||
Автономиллĕ облаç | ||
Автономиллĕ тăрăхсем | ||
1 Тĕнчери йышăннă Украинăн территорисенчи • 2 Архангельск облаçне кĕрет • 3 Тĕмен облаçне кĕрет |