Контент патне куҫ

Сементер Юрий Семёнович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Семёнов Юрий Семёнович ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Сементер (пĕлтерĕшĕсем) пăхăр.
Юрий Семендер
Çуралнă вăхăт: Кăрлач, 2, 1941
Çуралнă вырăн: Танăш ялĕ, Трак ен районĕ, Чăваш АССР
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçĕ тата тăлмачĕ
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Парнесем: Çеçпĕл Мишши парни (1983) Нестер Янкас парни (1996) Фатых Карим парни (2002).
Чыславсем: «Çарти хастарлăхшăн» медаль (1970) ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕ (1984) Чăваш халăх сăвăçи (1999 ç.) Чăваш Республики культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1988 ç.) Халăхсен туслăхĕ орден  — 1996

Юрий Сементер (1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕ, Танăш ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1973 ç.), Чăваш халăх сăвăçи (1999 ç.), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1988 ç.).

Юрий Семенов Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри çиччĕ çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче пĕлӳ пухнă.

Вăтам пĕлӳ илнĕ çамрăк Çĕрпӳри культурăпа çутĕç училищинче вĕренет, Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрет. 1960-1963 тата 1969-1971 çулсенче çар хĕсметĕнче тăнă.

1964 çулта Чатукассинчи клуб заведующийĕ вырăнĕнче, 1964-1966 çулсенче Çĕрпӳ комсомол райкомĕн пай пуçлăхĕнче, 1966-1969 çулсенче Çĕрпӳ район хаçачĕн ĕçтешĕ пулса ĕçленĕ. 1971-1973 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ, аслă редакторĕ, редакцисен пуçлăхĕ пулнă. 1974 çултанпа — «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ.

Литература ĕçне шкул çулĕсенче тытăннă, малтанхи сăввисене хаçатсенче тата «Ялав» журналта (1958) пичетленĕ. Унтанпа Ю. Сементер çирĕм пиллĕк кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Тупа» (1972), «Аван-и, салтак» (1981), «Чĕнтĕрлĕ кĕпер» (1998), «Хуркайăк çулĕ» (2002).

1975-1980 çулсенче — РСФСР çыравçисен пĕрлешĕвĕн ревизи комиссин пайташĕ, Шупашкар хула канашĕн депутачĕ.

Ялав журнал тĕп редакторĕнче ĕçленĕ.

Харпăр пурнăçа илес пулсан, унăн Людмила Юрьевна хĕрĕ пулни паллă, вăл Шупашкар хулин В. Маяковский ячĕллĕ тĕп библиотекинче ĕçлет; поэтăн кĕрÿшĕ Владимир Калистратович — телемастер. Мăнукĕ, Баклушин Константин Владимирович, 2001-мĕш çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче çуралнăскер, контрактпа çар хĕсметĕнче тăнă, 2022-мĕш çулхи мартăн 8-мĕшĕнче, ятарлă çар операцийĕ пынă май, Киев облаçĕнче паттăррăн пуç хунă[1].

Пултару ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ю.Сементер сăвă, юрă, поэма, либретто тата илемлĕ куçару ĕçĕнче те палăрнă.

  • Пирĕн вăйа карти: сăвăсем. Шупашкар. 2005. ISBN 5-7670-1423-X

Чыславсемпе парнесем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Çеçпĕл Мишши парни (1983),
  • Нестер Янкас парни (1996),
  • Фатых Карим парни (2002).

Сăвăçа ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕпе (1984), Туслăх орденĕпе (1996), «Çарти хастарлăхшăн» медальпе (1970) чысланă.

  • «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Объединяя поколения — Государственное автономное профессиональное образовательное учреждение Чувашской Республики «Чебоксарский профессиональный колледж им. Н.В. Никольского» Министерства образования и молодежной политики Чувашской Республики