Муркаш районĕ
Муркаш районĕ | ||
| ||
Патшалăх | РФ | |
---|---|---|
Статус | муниципаллă район | |
Кĕрет | Чăваш Ен | |
Администраци центрĕ | Муркаш чиркӳ ялĕ | |
Йĕркеленĕ вăхăт | 1944, нарăс, 10 | |
Район администрацин пуçлăхĕ | Тимофеев Ростислав Николаевич | |
Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухавĕн председателĕ | Николаев Игорь Васильевич | |
Официаллă чĕлхе | чăваш | |
Лаптăк | 845,34[3] çм² (10-мĕш вырăн) | |
Вăхăт тăрăхĕ | ||
Телефон кочĕ | +7 83541 | |
Почтă индексĕсем | 429240 | |
Сайчĕ | ||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Муркаш районĕ, — Чăваш Енĕн çурçĕрĕнче вырнаçнă район. 1944 çулхи нарăс уйăхĕн 10 туса хунă.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ытларах пайĕ Атăлăн сылтăм енче вырнаçнă, пĕчĕк пайĕ — сулахай енче. Çӳрçĕр енче Мари Эл республикипе юнашар вырнаçнă, хĕвелтухăç енче — Шупашкар районĕпе, кăнтăр енче — Элĕк районĕпе, хĕвеланăç енче Етĕрне районĕпе юнашар. Пĕтĕм лаптăкĕ 845,3 км2 танлашать, ку пĕтĕм республикăн лаптăкне илсен 4,6%. Администраци Муркаш ялĕнче вырнаçнă.
Муркаш районĕ сăртлă тӳрĕм вырăнта вырнаçнă. Çырмасем пить нумай, вăтамран вĕсен тарăнăшĕ 20 метра çитет. Чи пысăк юханшыв — Атăл (район тăрăх 15 çухрăм юхать). Çавăн пекех Юнкă, Сĕнтĕр тата Сурăмпа Мăн Шетмĕ (Мăн Çавал юпписем), Муркаш юханшывсем юхаççĕ. Пĕчĕк кӳлĕсемпе пĕвесем пур.
Атăл хĕррипе юман вăрманĕсем вырнаçнă. Вĕсенче вĕрене, йĕлме, çăка йывăç та тĕл пулать.
Халăх йышĕ, район тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1999 çулта (Кăрлач, 1) районта 37,5 пин çын пурăннă. 2002 çулта 37,1 пин çын, 2004 — 36,8 пин çын, 2005 — 36,8 пин çын пурăннă. Ытларахăшĕ вĕсенчен ялсенче пурăнать. Халăх йышлăхĕ — 45 çын км2 çине. Районта пĕтĕмпе 177 ял, вăтамран вĕсенче 219 çын пурăнать. Ытларах пайĕ (98%) — чăвашсем.
Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ильинка ял тăрăхĕ
- Йӳçкасси ял тăрăхĕ
- Катькас ял тăрăхĕ
- Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕ
- Москакасси ял тăрăхĕ
- Муркаш ял тăрăхĕ
- Оринин ял тăрăхĕ
- Çатракасси ял тăрăхĕ
- Турай ял тăрăхĕ
- Уйкас Янасал ял тăрăхĕ
- Хĕтеркасси ял тăрăхĕ
- Хорнуй ял тăрăхĕ
- Чуманкасси ял тăрăхĕ
- Шетмӗпуç ял тăрăхĕ
- Юнкă ял тăрăхĕ
- Ярапайкаси ял тăрăхĕ
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1920-1930 çулсенче районта коллективизаци юхăмĕ иртет. Ӗçе вăйпа ирттереççĕ. Ку тапхăрта районта çĕр ытла пĕрлĕхлĕ хуçăлăх йĕркеленет.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Алексеев Григорий Алексеевич - Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Быков Александр Артемьевич — Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ.
- Васильев Борис Михайлович - Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Васильев Фёдор Семёнович — композитор, вĕрентекен, доцент.
- Виноградов Нестор Петрович — драма актёрĕ.
- Владимиров Евстафий Владимирович, — критик, литература пĕлевçи.
- Волков Павел Егорович — чăваш халăх мусăк инструменчĕсен ăсти.
- Воробьёв Алексей Иванович - Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- Гордеев Виталий Ильич — юрăç.
- Горшков Анатолий Ермолаевич — чĕлхе тĕпчевçи, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ, доцент.
- Григорьев Иван Григорьевич, — чăваш прозăçи, очеркист.
- Дегтярёв Геннадий Анатольевич — чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- Егорова Валентина Михайловна — спортсмен.
- Ильин Александр Наумович — юрăç.
- Костин Михаил Кондратьевич, — агроном, журналист.
- Лазарева Александра Назаровна, — редактор, прозăçă, куçаруçă.
- Михайлов Спиридон Михайлович, — чăвашсен пĕрремĕш историкĕ, этнограф, хăй тĕллĕн вĕреннĕ çыравçă.
- Никитин Иван Дмитриевич, — фольклор пухаканĕ, этнограф, куçаруçă.
- Никольский Николай Васильевич, — историк, этнограф.
- Пайраш Кузьма Ильич, — чăваш прозăçĕ, драматургĕ, хирург.
- Петтоки Андрей Трофимович, — чăваш сăвăçĕ, куçаруçă.
- Ржанов Василий Тимофеевич, — драматург.
- Романов Никита Романович, — этнолог, фольклорçă, вĕрентӳç.
- Сергеев Леонид Павлович, — чĕлхе тĕпчевçи, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ.
- Скворцов Юрий Илларионович, — чăваш прозăçĕ, сăвăçĕ.
- Смородинова Нинель Семёновна, — актриса.
- Столярова Дарья Максимовна, — актриса.
- Тимухха Хĕветĕрĕ, — чăваш чĕлхин тĕпчевçи.
- Токарев Аверий Матвеевич, — композитор, вĕрентӳç.
- Яковлев Николай Лукич, — график.
- Ярдыкова Зоя Дмитриевна, — режиссёр.
- Яштупай, —
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Л.П.Сергеев, «Моргаушский район. Краткая энциклопедия», Шупашкар, 2002.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Официальный сайт района
- Устав Моргаушского района Чувашской республики 2005 года
- Городские и сельские поселения Чувашской Республики
- Герб Моргаушского района
- Гимн Моргаушского района
- Управление Министерства юстиции Российской Федерации по Чувашской Республике: Сельские поселения Моргаушского района(ĕçлемен каçă)
- Самый большой водопад в Чувашии. Серебряный каскад в Моргаушском районе.
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |