Ямал-Ненец автономиллĕ тăрăхĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ямал-Ненец автономиллĕ тăрăхĕ
нен. Ямалы-Ненёцие автономной окрук
выр. Ямало-Ненецкий автономный округ
;

Ямал-Ненец автономиллĕ тăрăхĕн ялавӗ Ямал-Ненец автономиллĕ тăрăхĕн гербӗ
Тĕп хули Салехард
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

5

769 250 км²
10,1

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

72

512 387[1] çын патнелле (2023)
0,67 çын/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Урал федераци тăрăхĕ
Экономика регионĕ Анăç-Çĕпĕр экономика районĕ
Регион номерĕ 89
Патшалăх чĕлхисем Ненец чĕлхи, Вырăс чĕлхи
Губернатор Артюхов Дмитрий Андреевич
Гимн Ямал-Ненец автономиллĕ тăрăхĕн гимнĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ Екатеринбург вăхăчĕ, UTC+5

Ямал-Ненец автономиллĕ тăрăхĕ (кĕске — ЯНАТ; нен. Ямалы-Ненёцие автономной окрук, выр. Ямало-Ненецкий автономный округ, ЯНАО) — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ[2][3][4]. Тĕмен облаçĕн йышне кĕрет.

Автономи тăрăхĕн администраци центрĕ — Салехард хули.

ЯНАТ — Раççей регионĕсенчен пĕрри (ХМАТ тата Ингушети пекех), ăçта унăн администраци центрне пысăкрах хуласем (Çĕнĕ Уренгойпа Ноябрьск хулисем) пур.

ЯНАТ çурçĕр-хĕвеланăç енче Архангельск облаçĕпе те (пĕр вăхăтра) Ненец автономиллĕ тăрăхĕпе, хĕвеланăç енче Коми Республикипе, кăнтăр енче Хантă-Манси автономиллĕ тăрăхĕ — Югрăпа, хĕвелтухăç енче Красноярск Енĕпе чикĕленет, çурçĕр енче Кара тинĕсĕпе юнашар вырнаçнă.

1930 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче йĕркеленнĕ.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăрăх Анăç-Çĕпĕр тӳремĕн арктика йăрăмĕнче, Раççейĕн Инçет Çурçĕр варринче вырнаçнă, 769250 çм² лаптăк çĕр йышăнать, ку вара Франци территоринчен 1,5 хут пысăкрах.

Автономиллĕ тăрăхĕн материкри çурçĕр çĕрĕ çурçĕр ширтин 73° тĕлĕнче, Çурçĕр Поляр çавринчен 800 çм пулать. Тăрăхăн çурри ытла территорийĕ Поляр çавринче, пĕчĕк пайĕ Урал ту хысакĕн тухăç айăккинче вырнаçнă. Тăрăх территорине Ямал çурутравĕ кĕрет.

Климат[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Климата ĕмĕрхи шăнлăх, сивĕ Кар тинĕсĕ çывăх пулни, кӳлмек, юханшыв, кӳлĕ, шурлăх йышĕ чылай пулни палăртать. Пĕтĕмĕшле каласан, тăрăхра вăрăм хĕл (8 уйăха çити), кĕске çу, çил-тăвăлĕ хăватлă, юр витĕмĕ çӳхе. Сывлăшăн çулри вăтам температура шăнтнă, Инçет Çурçĕрте вăл −10° С таять. Хĕллехи чи сивĕ температура −59° С çити анать. Çулла, утăра, пĕтĕм территоринче +30° С таран ăшăнать. Часах магнит тăвăлĕсем, сопровождаемые полярным сиянием.

Тăрăх территорийĕ тĕппипе виçĕ климат йăрăмĕнче: арктика, субарктика тата Анăç-Çĕпĕр айлăмĕн çурçĕр йăрăмĕ. Арктика пайĕн климачĕ тăсăлăвлă, сивĕ те хаяр хĕллĕ, вичкĕн çиллĕ, шарламаллă тата пĕрмайхи тăвăллă (чи сивĕ температура: -59° С), нӳрĕк сахал, кĕске çу (50 кун), тачă тĕтреллĕ.

Субарктика йăрăмĕ Ямал çурутравĕн кăнтăр пайне йышăнать. Кунта климат ытларах континентлă: çумăр çăвĕпе, 68 кун çăвать.Анăç-Çĕпĕр айлăмĕн çурçĕр (тайга) йăрăмĕн климачĕ вичкĕн континентлă, вăтам температура кунта ăшăрах, çулла ăшă та нӳрĕк (100 куна таран).

Çутçăнталăк çĕр пичĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӳкерчĕк:Ямал.jpg

Тăрăх территори рельефĕ тӳрем, тундра тата вăрманлă тундра, çав тери нумай кӳлĕ, шурлăх тата сăртсем. Тăрăх анăçĕнчи ту массивĕ 200 çм тăсăлать, çӳллĕшĕпе 1,5 пин м çитет.

Регионăн шыв пурлăхĕ пуян та тĕрлĕ тĕслĕ. Кар тинĕсĕ хĕрринче, чылай кӳлмек тата тута, юханшыв, кӳлĕ, шурлăх, çĕр айĕнчи шыв. Обь тути — Кар тинĕсĕн кӳлмекĕ, раççей Арктикин пысăк тинĕс кӳлмекĕсенчен пĕри, унăн тĕкĕр лаптăкĕ — 44 çм². Тарăх территоринче 300 пине яхăн кӳлĕ тата 48 пин юханшыв, чи пысăккисем —Обь вăрринче, çаплах Надым, Тас тата Пур. Обь, Раçсейри тăсăлăвлă юханшывсенчен пĕри, тăрăхра хăватлă икĕ юхăмпа юхать. Çĕрай шывĕсен артези пĕтĕм бассейнĕ 3 млн çм², çав шутра терма шыв янтти те.

Çĕр айĕнчи усăллă управсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Регион Раççейре кăмрăкамăш, уйрăмах çутçанталăк газĕпе, нефтьпе, малти вырăнсенче шутланать. Тăрăх территоринче çак çĕр управĕсем пур:

Тундрăн 50 миллион гектарĕнче 600 пине яхăн çурçĕр кил пăланĕ— тĕнчери чи йышлă кĕтӳ! — ӳсет. Çутçанталăк кунта тĕнчери сиг пуллин (муксун, горбуша, нельма) 70 процентне упраса усрать.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ямал-Ненец автономиллĕ тăрăхне (малтан наци шайĕпе) Урал облаçĕнче 1930 çулхи раштав, 10 йĕркеленĕ. Каярах Обь-Иртыш тата Омск облаçĕсене, 1944 çулхи çурла, 14 тăрăха Тĕмен облаçне кĕртнĕ. 1977 çултанпа автономии стусĕллĕ, 1991 çулхи юпа, 18 Ямал-Ненец республикин суверенитет декларацине йышăннă, 1992 çултанпа, Федераци килĕшĕвне кĕрсен, РФ тулли праваллă субъект пулса тăрать.

Администрациллĕ пайлану[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пурăнан халăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кунта пурăнакан халăх — 538575 çын (2008). Йышлăхĕ — 0,7 çын/км² (2008), хуларисем — 85,0% (2008).

1959, 1970, 1979, 1989 тата 2002 çулсенчи халăха çырнисемпе, халах йышĕ çапла пулнă:

Халăх 1959 1970 1979 1989 2002 (* Архивленĕ 26 Кӑрлач уйӑхӗн 2012 çулта.)
Вырăссем 27 789 (44,58%) 37 518 (46,91%) 93 750 (59,02%) 292 808 (59,17%) 298 359 (58,9%)
Украинсем 1 921 (3,08%) 3 026 (3,78%) 15 721 (9,90%) 85 022 (17,18%) 66 080 (13,03%)
Ненецсем 13 977 (22,42%) 17 538 (21,93%) 17 404 (10,96%) 20 917 (4,23%) 26 435 (5,21%)
Тутарсем 3 952 (6,34%) 4 653 (5,82%) 8 556 (5,39%) 26 431 (5,34%) 27 734 (5,47%)
Беларуссем ... 808 (1,01%) 2 121 (1,34%) 12 609 (2,55%) 8 989 (1,77%)
Хантăсем 5 519 (8,85%) 6 513 (8,14%) 6 466 (4,07%) 7 247 (1,46%) 8 760 (1,76%)
Азербайджансем ... ... ... 3 418 (0,69%) 8 353 (1,6%)
Пушкăртсем ... ... ... 6 830 (1,38%) 7 932 (1,56%)
Хăй халăхне палăртман çын ... ... ... ... 7 331 (1,45%)
Комисем 4 866 (7,81%) 5 445 (6,81%) 5 642 (3,55%) 5 746 (1,16%) 6 177 (1,22%)
Молдавансем ... ... ... 5 570 (1,13%) 5 400 (1,07 %)
Селькупсем 1 245 (2,00%) 1 710 (2,14%) 1 611 (1,01%) 1 530 (0,31%) 1 797 (0,35%)

Пурăнан вырăнсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

5 пин ытла çынлă пурăнан вырăнсем
2008 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне
Çĕн Уренгой 118,4 Тарко-Сале 20,1
Ноябрьск 110,4 Пангоды 11,1
Надым 48,2 Уренгой 9,5
Салехард 41,6 Пурпе 9,1 (2003)
Муравленко 37,1 Харп 7,1
Лабытнанги 27,3 Тазовский 6,8
Губкинский 22,7

Асӑрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 2023 çулхи кăрлачăн 1 Раççей халăхĕн йышĕ
  2. ^ Самойлова Г.С., Чистякова Н.Ф. и др Ямало-Ненецкий автономный округ. — Мускав: Научное издательство «Большая российская энциклопедия]]», 2017. — Т. 35. Шервуд - Яя. — 35000 экз. — ISBN 978-5-85270-373-6
  3. ^ Конституция Российской Федерации. Часть 3. Федеративное устройство. çăлкуçран архивланă 7 Утӑ уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 15 Пуш уйӑхӗн 2011.
  4. ^ Пункт 1 статьи 65 Архивленĕ 27 Ҫурла уйӑхӗн 2011 çулта. Конституции Российской Федерации: "Ямало-Ненецкий автономный округ – субъект РФ."

Вуламалла[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Ямал-Ненец автономиллĕ тăрăхĕ