Аслă Пăлхар (ĕлĕкхи хула)
Аслă Пăлхар — Атăлçи Пăлхар хули. Вăл Атăлтан 7 çухрăмра, Чулман Атăл Атăла юхса кĕнĕ вырăнтан 30 çухрăм анатарахра пулнă. Хăçан никĕсленĕ пирки çырни çук. Çапах та пăлхарсем çак вырăна Аслă Купрат вилнĕ хыççăнах килме тытăннă пуль теççĕ.
Халь ку вырăн Пăлхар хулашĕ пек паллă.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]920 çулта вара арабсен çыравçи ал-Балхи Аслă Пăлхар хулине пĕрремĕш хут асăнать. Кури Вантер Пăлхар хули çывăхĕнче Юхан-Васан тата Шерпет кӳлли пулнине калать. Авалхи араб çыравçисем каланă тăрăх, тата тепĕр кӳлĕ — Акăшкӳл — пулнине çыраççĕ. Çак вырăна Виçкӳл тăрăхĕ тенĕ.
922 çулта Атăлçи Пăлхара Багдад элчисем килеççĕ. Пăлхарсен патши Алмас хасарсен пусмăрĕнчен хăтăлассишĕн ислам тĕнне йышăнать. 965 çулта Кейӳ кнеçĕ Святослав хасарсене çĕмĕрсе тăкать. Çакăн хыççăн Атăлçи Пăлхар хăвăрт аталанма тытăнать. Вăл Кейӳ хули пекех чаплăн çиçсе ларнă пулнă.
Ун чухне пăлхар пылĕ, пăлхар кӳпи пĕтĕм тĕнчипех саралать. Кунта сутă-илӳ тума Китайран та, Ĕнчĕ çĕрĕнчен те, Багдадпа Дамаскран та, Испанирен килсе çӳреме тытăнаççĕ. Кашни çĕртен килнĕ сутăçсен хулара хăйсен урамĕсем, касĕсем пулнă. Хула тавра çĕнĕрен çĕнĕ хӳтлев хӳмисем çĕклеççĕ.
Пăлхар хулине тата Атăлçи Пăлхара авалхи арабсен паллă географĕ Идриси 1154 çулта туса хатĕрленĕ картти çинче питĕ курăмлă кăтартнă. Атăлçи пăлхарсем пуян та сумлă халăх пулнă, вĕсен пин-пин утлă кĕтӳсем пулнă, кашни пăлхар юхтă атăпа çӳренĕ. Çăпата сырасси вырăссенчен килсе тухнă.
1223 çулта тутар-монголсен çарĕ виçĕ таманĕ (тӳменĕ) вырăссемпе кăпчаксен пĕрлешнĕ çарне Калкă шывĕ çинче çĕмĕрсе тăкаççĕ те Атăлçи Пăлхар çĕрне тапăнса кĕреççĕ. Пăлхарсем питĕ васкавлăн çар пухаççĕ те тутар-монголсене хаяр çапăçура çапса аркатаççĕ.
Çакăн хыççăн 13 çул хушши тутар-монголсем Атăлçи Пăлхар çине тапăнса кĕреймен. 1236 çулта хулана венгсен монахĕ Юлиан килсе каять, хула çинчен питĕ хитре çырать. 1229 çулта пăлхарсем вырăссемпе тунă мирлĕ (лăпкăлахлă) килĕшĕве тата 6 çула тăсаççĕ.
1229 çулта тутар-монголсем кăпчаксен Анат Атăлçин Саксин хулине туртса илеççĕ те ун хыççăн пăлхарсен Ейĕк шывĕ çинчи сыхлав çарĕсене тапăнма тытăнаççĕ.
1233 çулта Бату-хан çар пухса пăлхарсем çине тапăнса кĕрет. Хулана хӳтĕлекенсем питĕ паттăррăн çапăçнă пулин те Бату-ханăн асар-писерĕсем Аслă Пăлхар хулине туртса илсе çунтарсах яраççĕ.
Çапах та Асла Пăлхар хули пĕтмест, каярахпа çĕнĕрен çĕкленсе каять. 1246 çултан пуçласа XIII - XIV ĕмĕрсенче Аслă хула Атăлçи Пăлхарăн шĕкĕр хули пулать, Ылтăн Урта пусмăрĕнчен хăтăлас тесе кĕрешет. Çак çулсенче хулара чаплă керменсем, мечетсем, чиркӳсем, мавзолейсем ӳссе лараççĕ. Каллех аякри çĕрсенчен сутăçсем килме пуçлаççĕ. Ылтăн Урта ханĕсене çак питĕ тарăхтарать. 1361 çулта Ылтăн Урта ханĕ Булат-Тимур Аслă Пăлхар çине тапăнса килет те çунтарса ярать. Анчах çак чаплă авалхи хула каллех чĕрĕлсе тăрать.
Каярахпа хула çине Уксах Тимур (Тимурлан) тапăнса килет. Унăн çарĕ Аслă Пăлхар хулине виçĕ кун хушшинче ним юлмичченех çĕмĕрсе тăкать.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
- Н.И.Ашмарин, «Болгары и чуваши», Хусан, 1902.
- «История Чувашской АССР»
- Каховский В.Ф., "Происхождение чувашского народа", 2003.
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», 1996, Шупашкар.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Аслă Пăлхар Викиампарта? |
Атăлçи Пăлхар |
|
---|---|
Истори |
Атăлçи Пăлхар ислам йышăнни • Владимир Святославович аслă кнеçĕн пăлхар харçи (985) • Монгол-пăлхар çапăçăвĕ (1223 е 1224) • Монголсен хĕвеланăç харçи • Монголсем Атăлçи Пăлхара ярса илни • Пӳлере хӳптĕрлени • Ылтăнту çапăçăвĕ • Ылтăн Уртан Пăлхар Улусĕ • Кашан кнеçлĕхĕ • Вырăс кнеçĕсен пăлхар харçи (1376) |
Тытăмçăсем |
|
Географи | |
Пурăнан халăх | |
Экономика |
Ылтăн Уртан хулисем |
|
---|---|
Хуласем |
Сарай-Берке • Сарай-Бату • Пăлхар • Укек • Хаджи-Тархан • Сарайчик • Солхат • Мохша • Маджар • Бельджамен • Сыгнак • Кивĕ Хусан • Суммеркент • Азак • Пӳлер |
Хулашсем |
Авалхи чăваш хулисем | ||
---|---|---|
Алапӳ • Арча • Аслă Пăлхар • Варачан • Кан (Кам) • Кĕрнек • Меантăр • Мерчен • Нухрат • Пăлхар • Пеленçер (Пăлхар) • Пукур (Пăлхар) • Пӳлер • Саркел • Сăвар • Сăкăт • Сементер • Çăкату • Сĕнтĕр (Чалăм) • Тамантурхан • Тупăлхату • Чаллă • Чăваш-хула • Шукăль • Хăнакур • Хумара • Элшел (Чалăм) • Эсмел
|