Элĕк районĕ
Элĕк районĕ | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Чăваш Ен | ||
Администраци центрĕ | Элĕк чиркӳ ялĕ | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1927 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ (вăхăтлăха) | Никитина Л.М. | ||
Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ | Волков Э. К. | ||
Официаллă чĕлхе | чăваш | ||
Пурăнан халăх (2010) |
19 020[2] (15-мĕш вырăн | ||
Йышлăх | 35,1 çын/çм² | ||
Наци йышĕ | чăвашсем - 98% | ||
Лаптăк | 554,1 çм² (18-мĕш вырăн) | ||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Телефон кочĕ | +7 83535 | ||
Почтă индексĕсем | 429240 | ||
Сайчĕ | |||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Элĕк районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).
Чăваш Енĕн хĕвеланăç еннерех вырнаçнă. Район администрациĕ Шупашкартан 67 çухрăмра ларакан Элĕк чиркӳ ялĕнче.
Район администрацин пуçлăхĕ (вăхăтлăха) — Никитина Л.М. Район пуçлăхĕ/ Район депутачĕсен пухăвĕн ертӳçи — Волков Э. К.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çурçĕр енче район Муркашпа Етĕрне, хĕвеланăç енче Хĕрлĕ Чутай, кăнтăр енче Çĕмĕрлепе Вăрнар, хĕвелтухăç енче Красноармейски çĕрĕпе юнашар вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла район 18 çухрăма тăсăлать, хĕвеланăç енчен хĕвелтухăç енне — 25 çухрăма. Çĕр лаптăкĕ — 554,1 км2.
Элĕк районĕн çĕрĕ-шывĕ Чăваш плато никĕсĕнче ларать, çĕр пичĕ çырма-çатраллă, эрозиллĕ.
Шывлăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшывсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшыв эрешĕнче Сăрăн сылтăм юппи Вылă тата Мăн Çавалăн сулахай юпписем — Хирлеп, Апаçырмапа Сурăм. Шывсен çыранĕсем таткаланчăк, чанкă çыранлă. Çырмасене пур ялта тенĕ пекех пĕвеленĕ, пĕвесенче пулă ĕрчет.
Кӳлĕ, пĕве
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тени ял тăрăхĕнче Тени кӳлĕ пур.
Район тытăмĕ, халăх йышĕ, чĕлхе диалекчĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1999 çулхи кăрлач 1-мĕшĕ тĕлне районта 22,1 пин çын пурăннă. Ытларах пайĕпе чăвашсем (98%) пурăнаççĕ.
Халăх йышлăхĕ — 42,5 çын пĕр 1çм2 çине. Пĕр ялта вăтамран 205 çын пурăнать.
Элĕк чăвашĕсем чăваш чĕлхин "-ке" диалекчĕпе калаçаççĕ.
Ял тăрăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Район 12 ял тăрăхне пайланать. Пурĕпе район йышне 177 ял (чиркӳллĕ ял (сала), выçăлкă, паçулкă) кĕрет.
Район кунçулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Район территорине кĕрекен ялсем революциччен тĕрлĕ çулсенче Хусан кĕпернипе Чĕмпĕр кĕпернисенчи Етĕрне, Кăрмăш, уесĕнчи Ассакасси, Аттай, Хучаш, Шăмат, Çулавăç, Элĕк, Чăваш Сурăм вулăсĕсене кĕнĕ.
Археологи ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Район çĕрĕнче фатьян тата апаш этеплĕхĕпе çыхăннă авалхи çынсен пурăну вырăнĕсене тупса тĕпченĕ. Археологсем Ураскилт, Тавăт, Тури Вылă ялĕсем патĕнче ĕçленĕ. 1956 çулта Ураскилт çумĕнче икĕ Улăп тăприне, Тавăт патĕнче 3 Улăп тăприне тĕпченĕ.
Çакнашкалах Улăп тăприсем Мартынкасси (Кмакуç), Татмăш (Яшплат), Тури Юлăш (Шуйттан-ту), Йăлкăш (Улăп тăпри), Лупашка (Улăп), Ярхуньушкăнь (Полуй тĕмески), Янкурас, Лупашка, Шураç, Шĕнтреш (Тĕмеске), Прашушкăнь, Ямаш, Урпаш, Какаç патĕнче пурине палăртнă.
Хулашсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Изванка (хула çучĕ) Синер, Шурăмпуç, Мучикасси (кивĕ хула), Урпашри карман çучĕ (хула çучĕ), Пĕчĕк Йăлкăш (хула çучĕ), Тури Хурасан (Карман-ту), Тури Вылă, Ураскилт, Кармал Тени
Элĕк районĕ вăрçă-харçă тапхăрĕнче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче 9115 çын çапăçнă. 4387 ентеш çапăçусенче паттăррăн пуç хунă[3].
Афганистан хирĕçĕвĕнче 145 çын пулнă. Урăх хĕрӳ тапхăрлă çĕрсенче 204 ентеш хутшăннă.
Çутçанталăк [4]
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çĕр айĕнчи пуянлăхсем районта çуккипе пĕрех. Кирпĕч тумашкăн суглиноксем кăлараççĕ, тата карбонатлă породăсем хăш пĕр çĕртре тупма пулать.
Чылайрахăшĕпе вăрман тăприллĕ сăрă çĕр, вĕсем районăн 85% таран территорине йышăнаççĕ. Халĕ пур çĕре тенĕ пекех сухаласа усă кураççĕ.
Район климачĕ вăтам континентлă. Хĕлĕсем вăрăм та сивĕ, çилĕллĕ, çăвĕсем ăшă. Хĕллехи вăтам температура — -12,9 °C тан, çуллахи — +18,3 °C. Палăртса юлнă чи сивĕ температура — -44 °C, чи ăшши — +37 °C.
Вăрмансенче юман, каврăç, вĕрене, хурăн, ăвăс, çăка йывăçĕ ӳсет; çаплах — хыр, çемçе чăрăш, кедр, чăрăш, тирек ешерет. Аял сийĕнче — шĕшкĕ, хăмла çырли тĕми, çĕмĕрт, шăлан. Курăксем: серте, хăях тата урăххисем те.
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Промăçлăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Промăçлăх аталанăвĕ çителĕксĕр, механика юсав предприятисем тата ялхуçалăх пурлăх предприятисем. Район тĕпĕнче тумтир-пушмак çĕлеççĕ, юсаççĕ. Çăкăр-кукăль, кондитер пылакĕсене, улма-çырла упранчăкĕсене пĕçереççĕ, алкогольсăр шĕвек тăваççĕ.
Ял хуçалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хуçалăхăн тĕп пайĕ — ял хуçалăхĕ. Çĕр ĕçлев лаптăкĕ 46,6 пин га, çав шутра ана-пусă — 36,1 пин га. Ӳсентăран ĕçлĕхĕнче — тырă, çĕрулми, выльăх-чĕрлĕх апатне туса илеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕç-пуçĕнче— какай-сĕт вылăх-чĕрлĕхне ӳстересси, утар ĕçлĕхĕ.
Вăрман хуçалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Районăн вăрманлăхĕ нумаях мар, пур лаптăкĕн 6% яхăн пайĕнче ял хуçалăх тыр-пулне, пахча-çимĕçне акса-лартса илеççĕ.
Банк, финансă ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Элĕк районĕнче Раççей Перекет банкĕпе Раççей ял хуçалăх банкĕ ĕçлет.
Сывлăха упрасси, сиплесси
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çыхăну
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çутĕç, культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Элĕкре литературăпа тăван ен тĕпчев музейĕ, районăн культура керменĕ ырă сунса кĕтеççĕ.
Халĕ районта ... вăтам шкул ачасене пĕлӳ параççĕ.
Ялсенче пĕтĕмпе 7 музей йĕркеленĕ, ... культура керменĕсем, клубсем ĕçлеççĕ.
Элĕкре Халăх театрĕ ĕçлет.
Чăваш чĕлхипе "Пурнăç çулĕпе" хаçат эрнере 2 хут тухса тăрать.
Элĕк районĕнче питĕр кинематографисчĕсем илемле фильм ӳкерме килнĕ 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Спорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Алтай тăрăхĕнче Элĕк Мăнар пурăну вырăнĕ пур.
- Элĕк - Хĕрлĕ Чутай районĕнчи ял.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна, "Принципам не изменили", Элĕк - Шупашкар, 1998.
- Пласкин Г. А., "Элĕксем — Перемышль паттăрĕсем", Элĕк, 1994.
- "Аликовскому району 75 лет. Очерки и материалы по истории района", под ред. Л. А. Ефимова, Шупашкар, 2002.
- "Вăй патăр элĕксем", Тăван Атăл, журнал, Шупашкар, №6, 1996.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Элĕк районĕн сайчĕ (выр.)
- Элĕк районĕн канашлăвĕ (выр.)
- Элĕк районĕнчи çулсем, транспорт.
- Элӗк каччи Владивостокран таврӑннӑ
Элĕк районĕн ял тăрăхĕсем |
||
---|---|---|
Ехремкасси • Йăлкăш • Крымсарайкă • Мăн Вылă • Питĕшкасси • Тавăт • Тени • Ураскилт • Чăваш Сурăм • Шĕмшеш • Элĕк • Юнтапа |
Элĕк районĕнчи православи чиркĕвĕсем | |
---|---|
Элĕк районĕнчи вăтам шкулсем | |
---|---|
Элĕк районĕ темăсенче | ||
---|---|---|
Администраци • Администраци пуçлăхĕ • Район пуçлăхĕ - Пуху ертӳçи • Герб • Ялав • Гимн • Муниципаллă тытăмлăх • Тавралăх • Халăх • Кун-çул • Экономика • Культура • Спорт • Çутĕç • Паллă çынсем • Паллă вырăнсем • Çутçанталăк
|
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |